Виçĕ юрă
1
Эп пыраттăм каçпала
Ытарма çук садпала.
Пĕр хĕр тухрĕ ман умма,
Лăштах усрăм пуçăма.
Кăтра çӳçе кăлкан пек,
Пичĕ-куçĕ çырла пек.
Кам сăхланмĕ çав хĕре,
Мăшăр тумĕ ĕмĕре?
— И, йăмăкçăм, каласам,
Кайма вăхăт çитни сан?
Эсĕ мана пĕлетни,
Ман кăмăлăма сисетни?
— Ма-ха сана пĕлес мар,
Ялти чипер ачана?
Хăвăн кăмăлу пулсан —
Ĕмĕрлĕх пулатăп сан.
2
Сад варринче çырла пухнă чухне
Саркайăк йăвине тĕл пултăм.
Пăхăр-халĕ унăн йăвине,
Укапа тĕрлесе тунă пек.
Саркайăк пек савăн, çамрăк пуçăм,
Янра, юррăм, кĕмĕл сасси пек.
Ай-ай, савнă тусăм, хура куçăм,
Эс çав садри мăкăнь çеçки пек.
Ĕнтĕ эп те лайах, эс те лайăх,
Пĕрле пулни тата лайăх.
Тавай иккĕн пĕрле, ай пулар-и,
Ĕмĕр-ĕмĕр савăнса пурнар-и?
3
Шăпчăк юрлать,
Шăпчăк юрлать,
Шурă çĕмĕрт хушшинче,
Куккук юрлать,
Куккук юрлать,
Кăтра хурăн тăрринче.
Тантăш кĕтет,
Тусăм кĕтет
Улма сачĕ варринче.
Эп пырсассăн,
Хăй курсассăн,
Мĕн калĕ-ши вăл мана
Ыталĕ те,
Чуптăвĕ те,
Калĕ:
Юратап сана.
Шухăшсем
Wanting to elevate your website t...
Use AI to build a website by just enteri...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...