В. В. Бараев-Сĕрккен пурнăçĕпе пултарулăхĕ (1910—1942)
Владимир Васильевич Бараев-Сĕркке тăван литературăра вунă çул анчах ĕçлесе ĕлкĕрчĕ, вăтăр иккĕре вăл Сталинградшăн пынă хаяр çапăçура пуçне хучĕ. Сахал пурăннă пулин те, пултарулăх çунатне талант пӳрнĕ таранах карса ĕлкĕреймерĕ пулин те, поэт чăваш поэзийĕнче хăйне уйрăм йĕр, тарăн касă хăварчĕ. Ку кĕнекене эпир, поэт хăй хушса хăварнă тăрăх, унăн суйласа илнĕ япалисене кĕртрĕмĕр, чылайăшĕ халиччен пĕртте пичетленмен, çырасса та вĕсене е окопра е вăрçă пуçланас умĕнхи çулсенче çырнă.
...Çирĕммĕш çулсен вĕçĕпе вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Вăтам Атăл крайĕн тĕп хулинче Самарта чăваш писателĕсен пĕр ушкăнĕ чăмăртанма тытăнчĕ: Мускавран Исаев Мĕтри, Пăсăлăкран Влас Паймен, Шупашкартан Илле Тукташ, Нестĕр Янкас, Ульяновскинчен Владимир Бараев, Пĕкĕлме таврашĕнчен Хветĕр Уяр килчĕç. Самарта «Колхозник» ятлă чăваш хаçачĕ, чăваш кĕнекисем, альманахĕсем тухма тытăнчĕç, крайри вак халăхсен клубĕнче чăваш спектаклĕсене лартма пуçларĕç, чăваш юрри-ташши илтĕнсе кайрĕ. Çав клубрах эпир чăвашла кинокартинăсем малтанхи хут курма тытăнтăмăр. Кунсăр пуçне хулана час-часах çамрăк Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕ пырса каятчĕç. Самарта пурăнакан чăвашсен культурăллă пурнăçĕ вĕресе тăма тытăнчĕ.
Шăп çавăн пек çĕкленӳллĕ вăхăтра, 1930 çулти кĕркунне, литкружокăн пĕр каçĕнче нацменклубра эпир Бараевпа паллашрăмăр.
Хăй вăл Чăваш республикине кĕрекен Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ...1
Мĕн пĕчĕкренех халăх сăвви-юррине, халап-юмахне итлеме юратнă, астуса пынă, кайран хăех, кĕнеке çинчи пек, каласа пама пултарнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, кӳршĕри Хурăнварти икĕ сыпăклă шкулта вĕренет, унтан Ульяновскинчи чăваш шкулне куçать.
Çамрăк Бараев çул çӳреме юратакан романтик пулнă, вăл ун чухне тин çеç Вăтам Ази тăрăх курса-çӳресе таврăннăччĕ, сăнĕ-пичĕ кăнтăр хĕвелĕпе хуралса кайнă, черкке пек кăвак куçĕсем çунса тăраççĕ. Ут-пӳрен вăл вăтам пӳллĕ çынччĕ, анчах та платначчĕ, сарлака хуллăччĕ, вăл иртсе пынă чух Самар урамĕсем тăвăр пек туйăнатчĕç. Унăн яланах хастар сăн-питĕнче пысăк хăват пурри палăратчĕ. Чăнах та, Бараев хăйĕн тапса-вĕресе тăракан пултарулăхне часах сăввисемпе маршĕсенче кăтартрĕ. Литературăна çĕнĕ ят — Сĕркке ят хутшăнчĕ (поэт ашшĕне ял хушшинче çапла шӳтлесе чĕннĕ иккен).
Ун чухнехи çамрăк сăвăçсен хисеплĕ те йывăр ĕçĕнче самана сывлани илтĕнсе тăратчĕ: пĕрремĕш пилĕкçуллăхăн малтанхи çитĕнĕвĕсем, большевикла пĕрремĕш çуркунне, ĕмĕрхи тайгана хĕссе комсомолецсем çĕклекен Амур хĕрринчи Комсомольск хула, чуллă Урал шывĕ хĕрринчи хăйăрлă çĕр çинче никĕсленекен металлургин улăпĕ Магнитогорск, Чулхула таврашĕнче «фордсен чапне çапма» хывакан автомобиль завочĕ, тин кана ĕçе кайнă Европăри гигант Днепрогэс, Сталинград çывăхĕнче çĕкленекен пĕрремĕш трактор завочĕ, çĕнĕ Кузбасс — акă мĕнле темăсем вĕсен чун-чĕрине çĕклентерсе, хĕртсе, çунатлантарса тăратчĕç.
Бараевăн «Колхозник» хаçатра тата «Вăтам Атăл» альманахсенче пичетленнĕ сăввисенче эпир çакăн пек йĕркесем вулатпăр:
Çемçе чĕрепе ĕçсĕр нăйкăшма
Хушмасть Республика, Çĕршыв.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Вĕт халь чугун хăмасем çине
Çырать хăй историне класс.
Бараев пилĕкçуллăхăн цифрисене те чун кĕртме пĕлетчĕ:
Ыран ирпе
518 гудок пĕр харăс пулĕç
Тата татти-сыпписĕр
Хурçă урхамахсем кĕçенĕç
Пин те хĕрĕх витерен тухса.
Астăватăп, çак сăмахсене Тукташ питĕ хытă юрататчĕ, вăл пире чăваш сăввисенче яланах чăвашлăх кирлĕ тесе вĕрентетчĕ.
Тăван çĕршыв калама çук пысăк пулнине тата ун çыннисем пĕр кăмăлпа килĕштерсе ĕçленине Бараев тăват йĕркепех каласа пама пултаратчĕ:
Географ сана задани кашт парсассăн
Миçе шит Союзăмăр — шитле.
Эп Магнитогорскинчен кăшкăрсассăн
Эс Совет-форд заводĕнчен итле.
Бараевăн ун чухнехи сăввисенче эпир час-часах коммунизм, мир, Лига наци, кризис, вăрçă, колони, фашист тенĕ сăмахсене илтетпĕр. Самаха вăл ахаль мар, пысăк пĕлтерĕшпе анчах калатчĕ. Коммунистсăр кĕтес çук тĕнчере, эп Виççĕмĕш Интернационал ячĕпе калатăп, тесе çыратчĕ вăл. Çав вăхăтрах Тăван çĕршыва сыхă пулма чĕнни, Германинче ураланса пыракан фашизма питлени ун пултарулăхĕнче кирлĕ вырăн йышăнать:
Уяр кунра ĕçлеме хаваслă,
Килĕшĕве саватпăр эпир.
Анчах эпир хатĕр, юлташ Ворошилов,
Вăрçа тухмашкăн тăшман тапăнсассăн,
тет Бараев «Эпир яланах хатĕр» сăввинче. Анчах та поэт чĕнсе каланипе кăна çырлахмастчĕ, Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен ретне чи малтан хăй тăрасси çинчен шантарса калатчĕ:
Çак сăмаха пролетари умĕнче калатăп:
Эп хатĕр!
Комсомолла присяга паратăп
Вăрçа хирĕç тухмашкăн броневик çинче.
Хăй сăмахне Бараев хăйĕн юнĕпе хĕретрĕ, хăйĕн вилĕмĕпе çирĕплетрĕ.
Чăн та, типĕ ăс-тăнпа, эстетлă пăхсан, унăн ку сăввисем поэзи картне ларсах каймаççĕ, çуйăхуллă-кăшкăруллă теме та пулать, анчах та вĕсен пафосне, вĕсен темипе тĕш-вăйне хирĕç сăмах калама çук. Çĕнĕ пурнăçпа революци çинчен çыракан поэт çурма саспа çеç калаçма пултараймасть. Ан тив, ун сăввисем тӳрккес те туратлă пулччăр, анчах та вĕсене çулăмлă чĕре çырнипе вĕсем çынсен чун-чĕрине пырса тивеççĕ, çавăнпа искусство произведенийĕсем пулса тăраççĕ. Пĕр вуласан манма çук вĕсене.
Эпир поэтăн Самарта çырнă сăввисене, «Уçă çырусăр» пуçне, вырăн сахал пирки, ку кĕнекене кĕртеймерĕмĕр. Анчах та вĕсем поэт пултарулăхне пĕтĕмĕшле кăтартакан малашнехи кĕнекене кĕрĕç тесе шанатпăр эпир. Çав сăлтавпах 1955 çулта уйрăм кĕнекен тухнă чаплă «Али-паттăр» поэмăна та кĕртмерĕмĕр.
1934 çулта Бараев Самартан Шупашкара куçрĕ, кунта вăл тĕрлĕ çулсенче радиокомитетра, хаçатсенче, кĕнеке палатинче, тĕпчев институтĕнче ĕçлерĕ. Ун пултарулăхĕшен тĕпчев институтĕнче ĕçлени уйрăмах усăллă пулчĕ, унта вăл фольклор фончĕпе тĕплĕн паллашрĕ, çырас ĕç çине çĕнĕлле пăхма тытăнчĕ.
Шупашкарти тапхăрĕнче Бараев хăйĕн сăвăланă юмахĕсене çеç мар, чылай сăввисене те классикла çичĕ пусăмлă ритмпа çырчĕ, анчах та вĕсене «Нарспи» сăввисемпе арпаштарма ниепле те çук — вĕсене çĕнĕ поэт, çын хыççăн каякан мар, хăй шухăшлакан поэт çырнă. Çакна вăрçă умĕн çырнă сăвăсем лайăх кăтартса параççĕ.
Бараев хăйĕн пултарулăхĕ ӳссе пынине прозăра та аван тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Эпир унăн «Таврăнсан» тата «Кавказ хăнисем» ятлă калавĕсене пĕлеттĕмĕр. Вулакансем писателĕн «Сӳнми хĕлхем» ятлă романтикăллă повеçне те юратса вуласа тухĕç. Чăн та, автор ку повеçе çырса пĕтереймерĕ, çапла вăл «Вилĕме çĕнтерекен» аслă поэмине-юмахне те çырса çитереймерĕ — вăрçă тапранчĕ, вара вăл, хăй çырса кăтартнă паттăрсем пек, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайрĕ. Малтан ăна Иваново хулинче командирсем хатĕрлекен шкулта темиçе уйăх хушши вĕрентеççĕ, вара 1942 çулти çуркунне минометчиксен взвочĕн командирĕ В. В. Бараев лейтенант хăйĕн взвочĕпе вутлă çапăçăва кĕрет.
Шупашкарти юлташĕсем патне Бараев час-часах çырусем çыратчĕ, уйрăмах вĕсем ман пата йышлăн килсе тăчĕç.
Хаклă юлташăн юлашки çырăвĕ ман пата, Чăвашгиза, 1942 çулти декабрĕн 15-мĕшĕнче çитрĕ. Вăл ăна ноябрĕн 17-мĕшĕнче Сталинграда хӳтĕлессишĕн пынă хаяр çапăçу хирĕнче çырнă пулнă. Чун патĕнчи çывăх тусăн çырăвĕсем малалла килсе тăма сасартăк чарăннишĕн эпĕ пайтах кулянтăм. Хурлă хыпар 1943 çулти январĕн пĕрремĕшĕнче, В. В. Бараевпа пĕрле çапăçнă чăваш салтакĕнчен, Николай Осипович Семеновран килсе çитрĕ. Вăл акă мĕн çырнăччĕ:
«Сывă пурăнатăр-и, Стихван Шавлы юлташ? Паянхи кун — 1942 çулхи ноябрĕн 25-мĕш числинче салам яратăп сирĕн пата. Çапла вара, Стихван Шавлы, эсир мана ан çиленĕр юрăхлă çырман тесе, тата çырма та вăхăт çук, мĕншĕн тесен, пĕр канмасăр хаяр нимĕçсемпе вăрçатпăр. Хальхи вăхăтра пурнăç пирĕн аван, анчах аван марри те пур. Ун çинчен малалла çырса пĕлтеретĕп.
Малтан хам çинчен ик сăмах. Эпĕ Ишлей районĕнчи Вăрман-Сӳктер ял Советне кĕрекен Вăрманкассин çамрăк ачи Семенов Николай Осипович пулатăп.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче каçхине, ир пулас умĕн (ноябрĕн 22-мĕшĕнче тесе ăнланмалла, С. Ш.) чăвашсен поэчĕ, манăн çывăх юлташ В. В. Бараев çухалчĕ.
Бараева тăшман пульли пырса тиврĕ, анчах вăл вилес умĕн: «Бараев нихçан та вилмĕ!» тесе, тата Лермонтов сăввинчен «Погиб поэт!..» (Хурапа Семенов хăй туртнă, С. Ш.) тесе, ик-виç сăмах каласа хăварчĕ. Эпир, Бараев взводĕнчи боецсем, хамăр командира вĕлерекенсем çине тарăхса, тăшман çине умлăн-хыçлăн минăсем пăрахса, тăшмана Жирки текен ялтан хăваласа кăларса ятăмăр.
Çапла вара, юлташ Стихван Шавлы, эпĕ васкаса çыртăм, сире усал хыпар пĕлтертĕм, ну уншăн ан çиленĕр. Вăхăт пулсан, хаяр çапăçусем çинчен тата çырса пĕлтерĕп, халĕ вăхăт çук. Алă çаврăнсан, юлташ Стихван Шавлы, çыру çырма хушатăп. Халĕ сывах юлатăп.
Салампа Н. Семенов.
Адрес: 868 полевая почта, часть 148, Н. Семенову».
Кăтартнă адрес тăрăх эпĕ Семенов патне, ун çырăвне илнĕ кунах, ответ çыртăм, Бараевăн юлашки сехечĕсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартма ыйтрăм. Сас-хура пулмарĕ.
1941 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕччен ман пата тĕрлĕ вырăнсемпе хуласенчен тата Сталинград фронтĕнчен В. В. Бараевран пурĕ 52 çыру (вĕсем шутне открыткăсем, телеграммăсемпе сăвă ушкăнĕсем те кĕреççĕ) килчĕ. Вĕсене нумайăшне хыпаланса, ахаль кăранташпах çырнă, виç кĕтеслĕ конверт туса ăсатнă. Çав çырусем вĕсем Бараев салтакăн пурнăçне кăтартса паракан чĕрĕ документсем пулса тăраççĕ.
Августăн 12-мĕшĕнче çырнă открыткăна илетпĕр. Çыру çырмалли таса вырăна вăл, открыткăн çуррине йышăнса, пысăк саспаллисемпе, вĕсене хурапа туртса, çапла çырса хунă: «Смерть фашизму!» Малалла: «Ырă кун, мана сума сăвакансене! Пĕр вăрманта тăратпăр-ха. Çак кунсенче — çапăçмалла! Салам!..
...Напиши куда-нибудь!
Вл. Бараев».
Бараев салтак мĕн куçне хупичченех çунса тăракан чĕреллĕ патриот, аслă Совет çĕршывĕн тивĕçлĕ гражданинĕ, тăван халăхăн шанчăклă ывăлĕ пулнă. Çакна эпир 1942 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче «Чăваш коммуни» хаçата çырнă пысăк çырăвĕнчен те куратпăр. Акă хăшпĕр тĕслĕхсем:
«Хисеплĕ юлташсем!..
...Эпир Дон шывĕ урлă çĕрле каçрăмăр.
...Çулĕ сăртсем çине йывăр минометсене йăтса улăхма, çитменнине шăн çĕр çинче, çăмăлах мар ĕнтĕ, паллах, анчах Суворов каланă сăмахсем: «Там, где горный козел пройдет — там русский солдат пройдет; там, где горный козел не пройдет — и там русский солдат пройдет», тенисем аса килсен, йывăрлăхсем сирĕлсе ывăтăнаççĕ.
...Çак йĕркесене эпĕ вăрçă кăшт лăпланнă вăхăтра, çӳлтен бомбăсем тăкăнма, çĕртен вилĕм çави... чашлатма чарăннă вăхăтра, землянкăра, хыт-хура «вутти» çуттипе çыратăп. Пĕтĕм вĕçсĕр аслă пĕлĕт талкăшĕпе хаяр аслати кĕрленине илтнĕ-и эçир? Эпĕ те илтменччĕ. Çĕр тĕрлĕ хĕçпăшал пĕр залп кĕрлеттерсе ярсан (вăл темиçе минут хушша пырать), мĕнле хăватлă сасă парасса та шухăшласа танлаштарма пултарайманччĕ. Хăрушă кĕрлеç иккен вĕсем!.. Пирĕн кĕрлев, пирĕн хăват кĕрлевĕсем вĕсем! Тăшман, Станлинграда çул хывнă май, кунти тусем тăрринчен тĕпне çити оборона çирĕплетсе хăварнă. Эпир çĕмĕретпĕр вĕсене! Эпир çĕмĕрсе ун çулне татма тухнă, тататпăрах ăна! Эпир ăна ним хĕрхенми пĕтерме тухнă — пĕтеретпĕрех!»
Бараев çиллес вăрçă пынă хушăрах хăй çуралнă çĕршывне, тăван хулине, юлташĕсене аса илет:
«Умăнта арман çӳлĕш тăпра çĕкленет, сывлăш таçта сирпĕтет сана, тăнна çухатсан, анчах çав самант хушшинчех тăпра пуснă пит-куçна шăлса пăхатăн та, хăвăн умна тăван ывăлу — тăван ывăлăм Лев-Араслан тухса тăрать. Пĕтĕм Шупашкар килет куç умне. Чăваш хорĕ юрлани илтĕнсе каять. Академи театрĕнче вилекен Чаккан юлашки саманчĕ курăнать, Пинерпи йĕни илтĕнет, Шавлы сăвă вулани янăрать... Умра Пичет çурчĕ кĕрлесе ларать...»
Фронтра Бараев парти ретне кĕрет:
«...Ыран Октябрь уявĕ тенĕ каç мана полкри парторганизацин иккĕмĕш секретарĕ политрук Г. Рогов шыраса тупрĕ.
— Ну, лейтенант Бараев, сана хамăр ĕрете илме шутларăмăр, кăмăлу мĕнле? — терĕ. Эпĕ çав тери хĕпĕртесе ӳкрĕм. Мана вĕсем май уйăхĕнчен вара пĕлеççĕ, тылра та пĕрле, фронтра та пĕрле, анчах çак участокри пек калама çук пысăк ответлă участокра çеç пулман. Вăл çапла каласса эпĕ тахçанах туйнăччĕ, хам çук вăхăтра вĕсем çакăн пирки темиçе хут аса илнине те илтнĕччĕ, тĕрĕссипех каласан, хатĕрлесе хунă заявленийĕсем те кĕсъерехчĕ, анчах эпĕ парти билетне çăмăллăн мар, тивĕçсĕр хыпаланчăкпа мар, юнпа илесшĕн пулнă! Мĕншĕн тесен — парти билечĕ, Ленин партийĕн билечĕ — сăмахпа каласа пама çук, хут çине çырса кăтартма çук хăватлă, пĕтĕм чун-чĕрене вăй-хăват паракан документ, ăна пĕтĕм чун-чĕререн парти ĕçĕн тĕрĕслĕхне парăннă çын çеç тивĕçлĕ, çăмăллăн илнĕ билет пит йӳн пулĕ, эпĕ парти билетне юнпа илетĕп!
Эпĕ Рогов юлташа заявлени кăларса тыттартăм.
— Рекомендаци те пур-иç? — терĕ вăл. Вара эпĕ ăна хама чи малтан рекомендаци панă аслă юлташ — Подольскри çар шкулĕнчи парткомисси секретарĕ — батальон комиссарĕ Варламов юлташ çинчен каласа патăм...»
«...Аслă Октябрь уявне пирĕн землянкăра кĕтсе илмелле пулчĕ. Ирхине, тул çутăлас умĕн, эпир пурте хамăра палăртнă высота çинче пултăмăр. Тата темиçе сехетрен, таçта, çурçĕр еннелле, çак сăртсемпе Дон шывĕ леш енче, Мускавра, Ленин мавзолейĕ çинче Сталин, аллине çĕклесе, пире малалла кайма чĕннине куртăмăр эпир, куçа-куçăн курăнмасан та пирĕн чĕресем çавна туйрĕç...»
Бараеван çак çырăвĕ çинче эпĕ юриех анлăрах чарăнса тăтăм, мĕншĕн тесен ку çыру юлташ патне çырнăскер мар, официальнăй органа янă çыру. Çакă чуна çӳçентерекен, кăмăла çĕклекен документ урлă Бараев мĕнле çын пулни витĕрех курăнать. Тĕрĕсрех каласан унăн ытти çырăвĕсем те çак çыру евĕрлех: вĕсенче çирĕп шухăш-кăмăл, иксĕлми ĕмĕт-шанчăк, тĕрĕслĕх, вăй-хăват вĕресе тăрать. Йывăр та хĕсĕк килнĕ самантсенче те Бараев нихçан та пуç усман, малаллах пăхнă, малаллах талпăннă. Çĕршыв чĕннипе вăл, ретри салтакран совет офицерне çити ӳссе, аслă партийĕн членĕ пулса Тăван çĕршывшăн пуçне хунă.
Ытти çырусем çинче чарăнса тăмастăп, вĕсенчен хăшпĕринпе вулакан çак кĕнекере паллашĕ.
1958 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçатра манан «Паттăр салтакăн юлашки сăмахĕсем» ятлă статья çапăнса тухнăччĕ. Çав статьяна Бараев вилни çинчен пĕлтерекен Николай Семенов та вуланă иккен, вăл писательсен Союзне те кĕрсе тухнă. Вара эп çавăн хыççăнах Етĕрне çулĕпе Вăрманкассине тухса утрăм (яле Шупашкартан 17 çухрăмра çеç).
Николай Осипович — кăмăллă çырă чăваш — мана хапăл кĕтсе илчĕ. Вăрçăран килсен авланнă, ачаллă-пăчаллă пулнă, халĕ колхозра ĕçлесе пурăнать. Çĕрĕпех калаçса лартăмăр эпир унпала.
«Çыхăну офицерĕ пулнă май, — терĕ вăл мана, — эпĕ штабра час-час пулаттăм, Бараева та час-часах кураттăм. Хăй вăл питĕ уçă çынччĕ, пуç уснине пĕрре те курман эп. Пушă вăхăтсенче хамăр юрăсене юрлаттăмăр. Унăн взводĕнче тутарсем чылайччĕ. Вĕсемпе вăл тутарлах калаçатчĕ. Тĕлĕнетчĕç вара лешсем, пушшех хытă юрататчĕç. Бараевăн ординарецĕ те тутар ачиччĕ. Гафур ятлă пек астăватăп.
Эпир пысăк атакăна хатĕрленеттĕмĕр. Калмыково ялĕ патĕнче тăраттăмăр. Пĕр Семеновка ялĕнче (вĕсем унта виçĕ Семеновкăччĕ) Бараев пĕр карчăка 200 тенкĕ укçа парса, хăйĕн кăвак хуплашкаллă пысăк тетрадьне тата тĕрлĕ докуменчĕсене упрама парса хăварчĕ. Халĕ пулсан — çак ял, çак кил темелле те, ăсхаллĕн калаймастăп. Темĕн, сыхланса юлайрĕ-ши çав ял?
1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче 4 сехетре ирхине пирĕн çар Калмыково ялĕ çывăхĕнче Сталинграда фашистсенчен тасатма татăклă çапăçу хускатса ячĕ. Малтан икĕ сехет хушши пирĕн артиллери Çĕр кисретсе тăчĕ. Пулать те иккен хăват. Пирĕн çул çинчи Жирки ялĕ алăран алла тăватă хутчен куçса тăчĕ. Малтанхи икĕ хутĕнче те Бараев взвочĕ арăслан пек çапăçрĕ, виççĕмĕш хут вара вăл Жиркине кĕреймерĕ. Эпир ăна сăрт çине пытартăмăр (Жирки ялĕ айлăмра ларать). Çумĕнчи планшетĕнче пĕр топографи картти анчахчĕ, нимĕнле хут та çукчĕ: те вĕсене Гафур ординарец илнĕ, анчах вăл хăй те çывăхра курăнмарĕ. Вилнĕ юлтăшăн планшетне вара эп хам валли асăнмалăх илсе юлтăм...»
Кунта эп Семенов каланисене кĕскен çеç çырса кăтартрăм. Халĕ Бараевăн юлашки кунĕсем çинчен калакан блокнот историйĕпе паллашăпăр.
Бараевăн хăшпĕр алçырăвĕсем Тула облаçĕнчи пĕр ялта, Дон хĕрринчи Буканово станицăри тата Калинин облаçĕнчи Калязинта2 упранни çинчен пĕлеттĕм, анчах та шăп вунă çул иртсен, 1952 çулхи ноябрьте, писательсен Союзне Карагандаран çыру килнĕ, ăна секретарь пулса ĕçлекен В. Алагер уçса вуланă. Темĕнле Л. И. Пимонова Бараевăн пĕчĕк блокночĕ çинчен çырса пĕлтернĕ. Вара вăл, Алагер ыйтнă тăрăх, çав блокнота тата ăна мĕнле тупни çинчен çырса, писательсен Союзне ярса панă.
Çав хутсем çинчен эпĕ пачах та пĕлместĕп; кунта хăшпĕр тĕслĕхсене çеç илсе кăтартатăп.
«Владимир Бараев. Юлашки кунсем. Каç. 13.11.42. Чăваш поэчĕн тетрачĕ» — тесе çырнă хуплашки çине.
«Салтак тусăмсем! Сиртен эпĕ, çине тăрсах, çакна ыйтатăп: эхер те мана вĕлерес пулсан, çак хутсене, май килнĕ таран тирпейлĕн тыткаласа, çак адреспа ăсатма ыйтатăп: Шупашкар хули, Чăваш АССРĕ. Пичет çурчĕ! Чăваш совет писателĕсен Союзĕ. Шавлине.
Каланă пек тăватăр тесе хытă шанатăп.
В. Бараев».
Çакна вырăсла çырнă, малалла — тăван чĕлхепе.
«Эпир, ноябрĕн 6-мĕшĕнче, Дон шывĕ урлă çĕрле каçсаттăмăр. 7-мĕшĕнче тĕнче тĕлĕнмелле вăрçă пуçланасса кĕтрĕмĕр, анчах çав вăрçă ыранпа тепĕр кун пуçланмалла, терĕç. — Çав пулас çапăçу стратеги енĕпе çеç мар, политика тĕлĕшпе те тĕнчери лару-тăрăва ăнран ямалла, — терĕ полк командирĕ Кухаренко капитан. — Сăмах майĕпе: полк комиссарĕ Панченко юлташ ман çинчен ăна нумай каласа панă. Эпĕ унпа калаçмалла та пулнă, анчах тем мурне, вăхăт тупайман вара (!) Чăнах та, çак ыранхи вăрçăра пĕр самант хушшинче темиçе пин тупăран кăна мар, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр харăс персе ярса çĕре кисрентермелле, унтан темиçе минут хушши пĕр тăтăш персе, пĕтĕм çĕре чĕтретсе тăмалла! Мĕн пулать ĕнтĕ, сывă тухса пул-и, çук-и.»
«...Çак самантра эпĕ йăвари хур пек, улăм йăвăра ларатăп. Тăшман самолечĕсем капланса килеççĕ те, зениткăсем пеме тытăнсан кунти кăвак тăрă пĕлĕт çинче, пӳртре мамăк тӳшек силленĕ пек пĕтĕм пĕлĕт шур кумккасемпе тулать. Тарса хăтăлаççĕ мурсем! Минăсем пуç çинче урнă çĕлен ушкăнĕ пек шăхăрса çӳреççĕ».
* * *
«Мĕн пулать ĕнтĕ. Эхер те ырантан тепĕр кунне пуçланакан вăрçăран сывă юлсан, тата темиçе кун пурăнăп, тесе шутлама май пур. Мĕншĕн тесен çав кунхине кунта пĕтĕм çĕр чăмăрĕнче халиччен пулман хăватлă çапăçу пуçланмалла».
«Вăхăт — 7 сехет те 30 минут!
Паян эпĕ миçемĕш числа иккенне те пĕлместĕп. Ĕнертенпе пĕр чарăнми çĕр чĕтресе тăрать. Халĕ те ак, хамăн пĕчĕк команднăй пунктăма, пуртăпа кăшт хул вырнаçмалăх аслăлатса, хăяккăн кĕрсе выртрăм. Сывлăш хумханать. Хаяр тăвăл вăхăтĕнче пĕчĕк кимĕпе пыни чухнехи пек е такана çинчи шыв пек. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне, атте кĕреçепе пăрçа сăвăрнă чухне, юриех йĕтем тăрăх чупаттăм. Пуç çине пăрçасем тăкăнсан темĕнле аван пекчĕ. Халĕ пуçăм çине шăлт çавăн чухнехи пек тăхлан, тимĕр-хурçă тăкăнать, шинелĕме кĕве çинĕ пек, пульă кишĕклерĕ. Тӳсет иккен мĕскĕн салтак! Кунне миçе миллион тонна металл сая каять-ши?!»
«Сывлăш çавăрма та çук!
Шĕри-таврара вĕçсĕр çурăлаççĕ центнерсемпе килосем!
Эх, ывăлăма çеç ыталаса чуптăвасчĕ. Стихванăм иртнĕ çырура сăвă правилисем çинчен çырнă, ăçтан «ăнланас» вĕсене çак самантра?»
«Ну паян нимĕç пире хĕртрĕм тет пуль. Тĕрĕссипе, пĕр çын та аманман-ха».
«Паян ноябрĕн 18-мĕшĕ кăна, терĕс. 35-мĕшне шутларăм (тăшман виллисене, С. Ш.) ыттисене шутламан. Сывă юлăп тесе пуçа шухăш илме те май килмен, пĕтрĕмех пулĕ тесе. Ну, хĕртрĕç те сывлăшран! Аптăранă енне кулса выртатăп!».
Блокнотăн чи вĕçне, тулаш енне, Бараев хăй тархасласа ыйтнине тепĕр хут çырса хунă, ăна «пĕтĕм чăваш литератури ячĕпеле» çирĕплетнĕ.
Халĕ Л. И. Пимонова çырăвĕпе паллашар:
«Хисеплĕ Алагер юлташ!
Сирĕн çырăвăра эпĕ илтĕм, уншăн сире тав тăватăп. Владимир Бараев хучĕсене Сирĕн пата Карагандаран ноябрĕн 20-мĕшĕнче хаклă çыру туса ăсатрăм.
Эпĕ Сире В. Бараевăн «Юлашки кунĕсем» тенĕ пĕчĕк тетрачĕ хам алла мĕнле лекни çинчен кĕскен çырса кăтартасшăн. Ку ĕç 1942 çул вĕçĕнче, 1943 çул пуçламăшĕнче пулса иртрĕ. Çав вăхăтра эпĕ тăшман тытса илнĕ Донбасс çĕрĕнче пурăнаттăмччĕ. Нимĕç çарĕсем, пирĕн çарсем хытă хĕснипе, Сталинград патĕнчен каялла чакса пырăтчĕç. Эпир, тăшман хупăрласа илнĕ çынсем, хамăра хăтарма килекенсене тем пекех кĕтеттĕмĕрччĕ. Пирĕн Çарсем Донбасс енне хăвăрттăн çывхарса пычĕç. (Çакна эпир Мускавра тухакан хаçатсенчен те пĕлеттĕмĕр, вĕсене пирĕн пата «Кукурузник», У-2 самолет пăрахса хăваратчĕ, кунсăр пуçне ик-виçĕ хутчен тĕп радио сассине те илтнĕччĕ). Часах пирĕн Ивановка ятлă поселок çывăхĕнче снарядсем те ӳкме тытăнчĕç, тупă-пăшал сасси те уççăн кĕрлесе кайрĕ. Ыран-паянах хамăрăннисем килсе çитмелле. Анчах та ун чухне эпир кĕтни ахаль пулчĕ. (Пирĕнннисем 1943 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче тин килсе çитрĕç).
Ку çапла пулса иртнĕ иккен: пирĕн çарсем пирĕн поселок таврашĕнче, пĕр 7—10 çухрăмра, чарăннă та малалла куçма тăхтаса тăнă иккен.
Анчах та пĕр-икĕ уйăх иртсен, шăп та шай Хĕрлĕ Çар уявĕ умĕн 1943 çулхи февральте, эпир нимĕçсем йышăнса тăракан лини леш енче хыттăн пеме тытăннине илтрĕмĕр. Фрицсем хушшинче вăйлă пăтăрмах пуçланчĕ. Пысăк çапăçу пулса иртрĕ. Эпир пирĕн çарсем тăшман çине тапăнма тытăнчĕç пулĕ тесе шухăшларăмăр, анчах та апла пулман: пирĕн темĕнле корпус тăшман ункине лекнĕ те, пĕр 7-10 çухрăмра вăйлăн тытăçса, хамăрăннисем патне çитеймесĕрех чарăнса тăнă иккен.
Çапăçу иртнĕ хыççăн фрицсем икĕ эрне хушши хăйсен вилнĕ салтакĕсене пытарса аппаланчĕç. Икĕ эрне иртсен вара çар жандармерийĕпе полици çамрăк-кĕрĕмпе ватта-хĕтте çапăçу пулнă вырăна хăваласа тухрĕç. Пире шăтăк чавма тата хамăр салтак виллисене пухма хушрĕç. (Хĕрсем вилшăтăкĕ чаврĕç, арçын ачасем вилесене пуçтарчĕç). Тăхтав вăхăтĕнчĕ эпĕ хамăн хĕр-тусăмпа пĕр çĕрĕк пӳрте кĕтĕм. Чӳрече умĕнче, ишлĕк чул çинче, пĕр вилнĕ юлташ месерле выртатчĕ. Унăн сулахай алли усăнса тăратчĕ, алли тĕлĕнчех, çĕрте, ахаль çĕлесе тунă пĕчĕк блокнот выртатчĕ. Эпĕ блокнотне илтĕм те хăвăртрах тухса чупрăм. (Питĕ хăрарăм). Çав блокнота эпĕ халичченĕх упратăп. Халĕ акă, Сиртен çыру илнĕ хыççăн, эпĕ В. Бараев 1942 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Сталинград таврашĕнче вилни çинчен пĕлтĕм. Эпĕ курнă вилĕ салтак Бараев пулман иккен, вăл унăн çывăх тусĕ пулнă пулас. Вăл хăйĕн юлташĕ каласа хăварнине тăвасшăн пулнă иккен, анчах та хăй те Тăван çĕршывшăн Паттăррăн вилнĕ. Çав пĕчĕк тетрадьре мĕн çырнине пĕлесшĕнни çинчен, ăна хам вулама пултарайманни çинчен эпĕ Сирĕн патăра çыртăм ĕнтĕ. Питĕ хытă ыйтатăп Сиртен: В. Бараевăн алçырăвне илсен, ăна вырăсла куçарса, ман пата ярса парарччĕ. Май пулсан, В. Бараевăн произведенийĕсене те ярса парăр. Сире эпĕ пысăк тав тăватăп. Çакăнпала хамăн çырăвăма пĕтеретĕп.
Хирĕç çырасса çав тĕрлĕ хытă кĕтетĕп.
Çырăр, кĕтетĕп
Салампа Лидия Пимонова».
Пирĕн умра пĕчĕк çеç блокнот, вăл ача аллаппи пысăкăш кăна. Хучĕсем сарăхнă, сăтăркаланнă, саспаллисем, химически кăранташпа çырнă пулин те, аран-аран палăраççĕ. Çав пĕчĕк блокнотран тар шăрши, окоп шăрши, вилĕмсĕрлĕх шăрши кĕрсе тăрать. Вăл ятсăр салтак кĕсйинче виçĕ уйăх ытла çӳренĕ. Блокнотра пурĕ 31 страница, 16-мĕш страницин çуррине çитнĕ те чарăннă. Çав сăмахсене Бараев ноябрĕн 18-мĕшĕнче çырнă, тăватă кунтан вара ун пурнăçĕ татăлнă...
Малтан эпĕ: Бараев блокнотне упраса пурăннă, Донбасшăн çапăçса вилнĕ салтак Семенов Николай пулман-ши, тесе шухăшланăччĕ. Çук, йăнăшнă эпĕ, Николай Осипович чĕрĕ, вăл пĕтĕм Европăна утса тухнă. Анчах та юлашки блокнотра упраса хăварнă салтак ячĕ пирĕншĕн паллă мар. Тен, вăл Гафур салтак пулнă пулĕ?
Вырăс хĕрарăмне, Л. И. Пимонова юлташа, чăваш литературишĕн çав тĕрлĕ кирлĕ хутсене тупса упраса пурăннăшăн эпир, чăваш çыраканĕсем, чĕререн тав тăватпăр. Пирĕн салтакăмăр, пирĕн поэтăмăр асар-писер кĕрлекен вăрçă вутĕнче те, вилес самантсенче те Тăван çĕршывне, тăван халăхĕпе юлташĕсене манман, асра тытнă, вĕсемшĕн кĕрешсе вилнĕ.
Çак дневниксене вырăсла куçарса ярас тесе, тав туса, Пимонова патне эпĕ çийĕнчех çыру çыртăм. Ответ темшĕн килмерĕ, те вăл урăх çĕре куçнă?
Юлашкинчен «Этикан салтак» поэмăн алçырăвĕ çинчен пĕр-ик сăмах калас килет. Бараев ăна 1937 çулта çырнă, анчах пирĕн алла вăл пĕлтĕр çеç лекрĕ: ăна С. Селезнев-Мерчен литератор Щукин хушаматлă Çĕпĕрти чăвашран илсе килнĕ. Мерчен каланă тăрăх, Щукин Бараевпа пĕрле вăрçăра пулнă, вара поэт ăна хăйĕн алçырăвне асăнмалăх пиллесе панă. Алçырăвне кăвак хытă хутпа Бараев хăех çĕленĕ, пурĕ 29 стр. 1—2-мĕш тата 25—28 страницăсем çук. Бараев вăрçа хут таврашĕ илсе кайманччĕ, тен вăл ăна 1940 çулта хăй Кăркăс республикине Токтогул сăвăç-юрăç уявне кайнă чух Щукина парса хăварнă пуль? Поэма хăй сюжечĕпе «Вилĕме çĕнтерекен» поэмăпа пĕр пекрех, çавăнпа эпир ăна ку кĕнекене кĕртмерĕмĕр.
Бараевăн вăрçăран çырса янă «Чăваш хĕрне», «Амăшне», «Ывăлăма», «Юлташа», «Тупа тунă чухне» ятлă сăввисем тата «Пĕтмен çыру» поэми поэт пултарулăхĕнче çеç мар, пирĕн пĕтĕм поэзире те хисеплĕ вырăн йышăнаççĕ. Çав сăвăсем нимле тăшман çĕнтерейми пурнăçпа мир çинчен каласа параççĕ.
Хĕрлĕ паттăрсем çинчен
Юрă хурĕç сăвăçсем.
Вăхăт иртĕ — ятсене
Çырĕç ылттăн тĕрĕпе, —
тет Бараев пĕр сăввинче. Чăн та, хăюллă та паттăр вилĕмпе вилнисем çинчен халăх юрă хывать.
Ку кĕнекене пирĕн вулакансем юратса йышăнĕç тетпĕр эпир.
Январь, 1961 ç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...