Хурçă шăратакан патĕнче
Ниçта кайма пĕлмесĕр, вут ӳлерĕ,
ташларĕ кăмака çăварĕнче.
Хĕрĕвĕпе юнра та вăл çӳрерĕ,
шăранчĕ хурçă ун ытамĕнче.
Вута пăхать çын тимлĕн куçлăх витĕр:
леш карнă çăварне арăсланла.
Сиксе ӳкме те хатĕр — урмăш питĕ,
ялан хăйие хăй тулашать çапла.
Çак ĕçĕн аталанăвĕ, процесĕ
Равелĕн кĕввине асилтерет.
Ăна хăв чунупа тăнлатăн эсĕ:
малтан хуллен вăл чĕтренсе кĕрет
сан хăлхуна. Каярахпа çывхарĕ
сан паталла ӳссе те вăй пухса.
Пĕр харăссăн тап-тап! пусса ĕç çарĕ
утать пек çĕкленӳллĕ марш тупса.
Ку — «Болеро». Ун кĕввинче ĕç ритмĕ
е пурнăç пусăмĕ хуçа тесен,
пĕрре те иккĕленмĕп. Тутăх витмĕ
чĕре хурçа куçсассăн, тусăмсем!
Ĕçе çитсен алхапăл тăхăнатăр
вут тивесрен кĕççе пек хулăн тум.
Чăн улăпсем пек танлăн уткалатăр,
сахал пуплетĕр. Сăмахра та — сум.
Кăварлă сурчăкпа суратъ вут тăтăш,
пĕрех пăхмастăр чăркăш кăмăлне.
Вут аллинчен туртса илетĕр йăпăшт
шĕп-шĕвĕ хурçăн йывăр алтăрне.
Эсир ахаль-и шăрататăр хурçă,
вăйран чакмасăр, кăмăл çирĕпрен?
Çав хăвата чăнах иккен вут курчĕ —
вара тухмарĕ сирĕн ирĕкрен.
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...