Хĕл Мучипе тĕл пулни
Пĕррехинче эпĕ вăрмана чăрăш касма кайрăм. Пăхатăп та, ман умран кайăк вĕçсе кайрĕ, хыççăнах хут ӳкрĕ. Унта çапла çырнă: «Малтан тӳрĕ кай, унтан сулахаялла пăрăн. Унта пысăк юман пур, çав юман çинче çип çакăнса тăрать, çав çипрен турт». Кайăк каланă çулпа утрăм та юман патне çитсе тухрăм, çипрен туртрăм. Каллех ман çине хут ӳкрĕ. Унта çапла çырнă: «Хĕл Мучине кĕт, вăл сан пата килет, эсĕ ăна сăвă каласа пама ан ман, ăна пулăш».
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Хĕл Мучи çитрĕ тăчĕ. «Эсĕ Наташа-и?» — тет. Эпĕ хăрасах кайрăм, анчах та çухалса каймарăм, ăна сывлăх сунтăм. Кайран сăвă каласа патăм, унтан унăн кутамккине йăтма пулăшрăм. Эпир пĕр пысăк кермене çитрĕмĕр. Хĕл Мучи: «Эпĕ халех килетĕп, кăштах кĕт», - терĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
Пӳртре пăхкаларăм, кăштах таса мар, эпĕ шăпăр илтĕм те Хĕл Мучин пӳртне тирпейлерĕм, апат та пĕçерсе лартрăм.
Часах Хĕл Мучи çитсе те кĕчĕ. «Ах, тутлă апат шăрши кĕрет». — терĕ, хывăнчĕ те сĕтел хушшине ларчĕ. Эп пĕçернĕ апата мухта-мухта çиет. Апат хыççăн Хĕл Мучи манран: «Мĕн кирлĕ сана, хĕр пĕрчи, мĕн ыйтатăн, пурне те пурнăçлăп».
Манăн шоколад астивсе тата кăштах канхвет-пĕремĕк те тутанса пăхас килетчĕ. Хам шухăшсене пĕлтертĕм çеç, ман ума канхфет-пĕремĕк пысăк хутаççи тухса та ларчĕ. «Тавтапуç, Хĕл Мучи», — терĕм чунтан савăнса. Хĕл Мучи мана лаша кӳлсе пачĕ, лав çинче тем пысăкăш чăрăш, вĕçтертĕмĕр çеç килелле, хĕпĕртенипе пĕр чарăнми юрлатăп.
Киле çитрĕм, лаша çухалчĕ, чăрăш кăна тăрса юлчĕ. Пӳрте чупса кĕтĕм те аннене хам Хĕл Мучи патĕнче пулни пирки савăнса каласа патăм. Вăл мана ĕненмерĕ: «Юрать-ха ху сывах таврăнтăн», — терĕ. Парнеллĕ те пултăм. Тавтапуç сана, Хĕл Мучи!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...