Вупăр карчăка чăрмантартăм
Çĕнĕ çул та çитрĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара хамăн туссемпе асаннене Çĕнĕ çул ячĕпе мĕнле парне парассине халĕ те пĕлместĕп. Шутларăм-шутларăм та — çитес çул Лаша çулĕ пулассине аса илтĕм. Юратнă лаша патне пытăм та: «Манăн мĕн тăвас-ши?» — тесе ыйтрăм. Вăл мана: «Эсĕ мана итле, пурне те ас туса юл!» — терĕ.
— Эпир санпа тинĕс тĕпне çитĕпĕр, унта пĕр читлĕхре ылтăн пулă пурăнать. Ăна ирĕке кăлар. Вăл сана ылтăн чул парнелĕ. Кайран тĕнче хĕрне кайăпăр. Унта юман ӳсет. Çак юман çумне пĕр ачана сăнчăрпа çыхса хунă. Эсĕ ăна ирĕке кăлар, вăл сана уншăн пĕр значок парнелĕ, ун çине лаша ӳкернĕ. Эсĕ значока ил те ман çине лар. Каллех малалла вĕçтерĕпĕр, пĕлĕт çине çитĕпĕр. Çĕнĕ çул умĕн Вупăр карчăк çăлтăр пĕçерсе çиет, çав вăхăтра вăл шăпăрне айккине хурать. Эсĕ хăвăртрах унăн шăпăрне ил те ун çине ларса уйăх çине вĕçсе çит. Унта Вупăр карчăк çинчен каласа пар. Уйăх ăна пĕлĕт çинчен çĕр çине хăваласа ярĕ, çăлтăра çиме памĕ, сана парне вырăнне çăлтăр парнелĕ, çав çăлтăра лайăх сăнаса пăх: вăл ман евĕрлĕ. Эсĕ уйăха тав тунă хыççăн каллех ман çине лар, эпĕ сана киле илсе кайăп. Пурне те ăнлантăн-и? — сăмахне вĕçлерĕ юланутăм.
— Ăнлантăм-ха, анчах та манăн асанне валли парне çук-çке.
— Эсĕ ăна çак юмаха парнелĕн, — сĕнчĕ лаша.
Эпĕ йăлтах вăл сĕннĕ пек турăм. Малтанах тинĕс варринчи пулла ирĕке кăлартăм. Вăл мана лаша евĕрлĕ чул парнелерĕ. Юман çумне çамрăк çил ачине çыхса хунă пулнă, хăйне хăтарнăшăн вăл мана лаша ӳкернĕ значок парнелерĕ.
Пĕлĕт çине хăпарнă чух тĕттĕмленме пуçларĕ. Вупăр карчăк вăрттăн сăнать иккен, шăпăрĕ айккинче выртать. Нумай шутласа тăмарăм — çав шăпăр çине лартăм та уйăх патне питĕ хăвăрт çитрĕм. Уйăха вăратрăм. Вăл малтанах нимĕн те ăнланмарĕ. Эпĕ Вупăр карчăк çинчен каласа парсан вăл хăвăрт тумланчĕ те пĕлĕт çине улăхрĕ. Çав хушăра Вупăр карчăк çăлтăрсене пухса пĕтернĕ те хăйĕн шăпăрне шырать иккен — тупаймасть. Уйăх унăн миххине туртса илчĕ те мĕн пур çăлтăра ирĕке кăларчĕ. Вăл лаша евĕрлĕ çăлтăра мана парнелерĕ. Эпĕ хамăн лаша çине лартăм та килелле вĕçтертĕм.
Манăн халĕ виçĕ тусăм валли виçĕ парне пур. Чи юратнă асанне валли — çак асамлă юмах. Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...