Шурă роза
— Çитĕ, урăх сӳпĕлтетер мар кун çинчен! — касса татрĕ Ахмет сăмахне Лена. — Сана та ку айван шухăша пуçран кăларса ывăтма сĕнетĕп! Авланасси çинчен мар шутламалла халь сан, вĕренесси, малалла ӳсесси çинчен шухăшламалла.
Ку сăмахсем Ахметшăн çунакан вут çине краççын сапнă пекех пулчĕç. Вăл Лена сăмахĕсене пĕтĕмпех хăйĕнчен тăрăхлани вырăнне йышăнчĕ те çав тери пăшăрханчĕ. «Нимĕн вырăнне те хурасшăн мар...» Çапах та вăл хăйĕн чĕрине тыткăна илнĕ хĕре йывăр каласа татса кӳрентерме хăюлăх çитереймерĕ. Пĕр шухăш, хăйĕнчен урăх култарас мар шухăш, уççăн йĕркеленчĕ унăн пуçĕнче.
— Эп сан патна хамăн çунса тăракан чĕреме илсе килтĕм, эсĕ унăн вĕри хĕлхемне вĕрсе сӳнтересшĕн пултăн... Сывă пул! — терĕ вăл ура çине тăрса.
Лена çемçе кăмăллă каччăн кӳренĕвне туйса илсе çавантах ăна лăплантарасшăнччĕ, анчах Ахмет ун çине çаврăнса пăхмасăрах, пуçне усса, пахчаран васкаса тухса кайрĕ.
Ленăн чĕрине темĕнле ӳкĕнӳ пек туйăм пăчăртаса ыраттарчĕ.
Пахча шăп. Шăпăрт ларать, сасă та кăлармасть улма пахчи...
3
Ытла та сисĕмлĕ иккен хĕрарăм кăмăлĕ. Ачашласан — çемçелет, кӳрентерсен — пăлханать, ӳпкелешсен — хуçăлать.
Лена пĕр самант вырăнтан хускалмасăр тăчĕ. Вăл хăйĕн кăмăлне ыраттаракан сăлтава тӳрех туйса илеймерĕ, пахчаран Ахмет васкавлăн утса тухса кайнă хыççăн тин хĕрхӳ туйăм пăчăртатса тухрĕ. Нимĕнрен малтан, пĕр айăпсăр йĕкĕте ахальтен пăшăрхантарса кăларса яни аван мар пек пулчĕ. «Мĕншĕн эпĕ ăна пĕр ăшă сăмах та тупса калаймарăм-ха? Мĕншĕн вутри пек çунса тăракан чĕрене лăплантармалăх çепĕç кăмăл тупаймарăм?» Лена Ахметăн юлашки сăмахне аса илчĕ: «Эп сан патна çунса тăракан чĕреме илсе килтĕм...» Аса илчĕ те, çав çунса тăракан чĕреллĕ иĕкет ăна сисĕнкĕсĕр сивĕ этем вырăнне шутланă пек туйăнчĕ. Вара вăл çак самантрах хăйĕн йăнăшне тӳрлетме кирлине астурĕ.
— Чăн та чĕресĕр этем эпĕ. Каям та халех каçару ыйтам, каласа парам эп ăна хăйĕнчен те ытларах юратма пултарни çинчен, — терĕ вăл ăшри пăлхавне пусарас шутпа. Унтан вăл чечек йăранĕ çине кĕрсе чи илемлĕ пысăк роза шыраса тупрĕ те татса илмешкĕн икĕ пӳрнипе хĕстерсе тытрĕ. Ăна темле поэтăн сăвви аса килчĕ: «Çурхи хитре чечексене татса кăкăр çумне тиретпĕр...» Вăл халь кăна уçăлса сарăлнă чечеке тутипе сĕртĕнчĕ, унтан пĕр çеçкине те çĕре ӳкерес мар тесе ачашшăн татса илчĕ. Татса илсенех роза ăшĕнчен унта темле майпа çĕр каçнă пыл хурчĕ нăрласа вĕçсе тухса кайрă.
* * *
...Алăкран вăраххăн тăкăртаттарса шакканине хирĕç нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ. Лена татах шаккарĕ, татах чарăнса тăчĕ. Тулта шурăмпуç çуталса килни палăрчĕ.
— Ахмет, — тесе чĕнчĕ вăл унтан шăппăн. — Ахмет, çывăратăн-и эс?
Ахмет чĕнмест. Лена пĕчĕк кĕлет алăкне икĕ аллипе тĕксе яри уçса ячĕ те шала кĕрсе тăчĕ.
— Ахмет... — питĕ йăвашшăн чĕнчĕ вăл койка çинче минтерсем хушшине пуçне чиксе шăп-пăн йĕрсе выртакан йĕкĕт патне çывхарса. — Ахмет, каçар мана. Айăплă эпĕ санăн умăнта: хурлантартăм сан чунна, ыраттартăм чĕрӳне.
Лена койка çине ларса Ахметăн пуçне çӳлелле çĕклерĕ. Ахмет сасартăк ури çине сиксе тăчĕ, сапаланса кайнă куçĕсемпе Лена çине пăхрĕ, икĕ чышкине çӳлелле çĕклесе кăшкăрса ячĕ:
— Тавăрăп! Тавăрăп! Хамшăн мар, пиччешĕн çеç мар, Тăван çĕршывăмшăн тавăрăп!
Шартах сикрĕ Лена хăйĕн куçĕсем Ахмет куçĕсемпе тĕл пулнă хыççăн. «Вăл мана кураймасть, мана ылханать», — тесе шутларĕ вăл ăшĕнче. Ахметăн çилĕллĕ сăмахĕсенчен пĕрне кăна ăнланса юлчĕ вăл: «Тавăрăп! Тавăрăп!» Халĕ ĕнтĕ Ленăшăн çак тĕреклĕ каччă хăйне юратать тесе шутлассин тĕсĕ те тăрса юлмарĕ. Йĕкĕт чĕрине çунтаракан хĕр пек мар, этемĕн чирне-асапне сыватма тивĕç тухтăр пек туйса илчĕ вăл хăйне. Туйса илчĕ те ăна йăпатма тытăнчĕ.
— Лăплан, Ахмет. Кăлăхах ан çунтар чĕрӳне. Пăл, эсĕ чирлĕ, хумханни сиенлĕ саншăн.
Лена Ахмета вăйпах койка çине хăйпе юнашар лартрĕ. Унăн куштăркаса хытса кайнă аллине çепĕççĕн тытса ал тымарне хыпашлама пуçларĕ. Анчах Ахмет хăйне ачаш та çемçе алăсем сĕртĕннине туймарĕ те.
— Ан тив... Халĕ ĕнтĕ кирлĕ мар, — таткаланса тухрĕç унăн тăвăнса ларнă кăкринчен тăхлан пек йывăр сăмахсем. Лена Ахметран икĕ пусăм чакса тăчĕ те Ахмет аллинче конверт пуррине асăрхарĕ. Вăл ăна хăвăрт туртса илчĕ, васкасах уçса, алăк патнелле тытса тинкере-тинкере пăхсах вуларĕ. Вĕри амак тытнă пек чĕтретсе пăрахрĕç Ленăна çырури хăрушă сăмахсем:
«Совет Союзĕн чиккисене сыхланă чух Япони ирсĕр бандисен аллинче пограничник Ахметуллин Керим паттăр вилĕмпе вилчĕ...»
— Вĕлернĕ... Вĕлернĕ! Санăн пиччӳне... — аран-аран куççульне чарса çаврăнса каларĕ Лена.
— Вĕлернĕ... Нихçан та манран каçару пулмĕ вăл ирсĕр самурайсене! Каçару пулмĕ вĕсене çĕршывран! Пĕр çын вырăнне пинĕн-пинĕн çĕкленĕпĕр! — тĕреклĕ чышкипе хаяррăн юнарĕ Ахмет.
Лена ăнланчĕ. Йăлтах ăнланчĕ Лена. Ахмета лăплантарма кăна тивĕçлипех сăмах тупаймарĕ.
— Ахмет... тусăм, — терĕ вăл, сассине ăшшăнтарах кăларма тăрăшса. — Паçăрхишĕн каçар эс мана. Хĕр хăюсăрлăхĕ пулчĕ вăл. Тӳррипе калама вăтантăм эпĕ. Ме, ил çак чечеке. Вăл манăн чи таса та чи ăшă юратăвăм.
Лена ăна садран татса килнĕ чечеке тыттарчĕ. Ахмет шурă розăна ерипен илчĕ те кăкри çумне пăчăртарĕ.
— Тавтапуç, Лена... — терĕ вăл шăппăн.
— Эп сана кӳрентернисене пĕтĕмпех манса кай, Ахмет. Паянтан пуçласа иксĕмĕр ĕмĕрлĕхех пĕр шăпаллă пулăпăр. Ан тив, тăшман алли юхтарнă пиччӳн вĕри юнĕ çинче çирĕпленнĕ вĕри юрату пултăр ку, — ăна ыталаса йăпатрĕ Лена.
— Çук, Лена, тăшмана вунă хут ытларах тавăриччен те иксĕмĕр хушăмăрти юрату татуллă пулаймĕ. Ыранах эпĕ пиччем вырăнне йышăнма тухса каятăп унăн пăшалне çирĕп тытса Тăван çĕршывăмăма сыхлама, — татăклăн тавăрчĕ Ахмет.
Тул çутăлчĕ.
Пĕтĕм тĕнчене хăватлăн та мухтавлăн ялкăштарса хĕвел тухрĕ.
4
Çуркуннепе кĕркунне Амур шывĕ темĕн сарлакăш сарăлса каять. Ир-каç ун çинче çăра тĕтре йăсăрланса тăрать, кăнтăрла, уяр кунсенче, хĕвел йăлтăрккисем кĕмĕл тенкĕ евĕрлĕн çуталса выртаççĕ тата вĕтĕ хумсем картлашкан-картлашкан авкаланса юхаççĕ. Ик аяккипе те хăмăшпа вĕтĕ хăва йывăççисем кашласа лараççĕ. Октябрь уйăхĕ тĕлнелле шыв хĕрринчи хăмăшлăхпа вак-тĕвек хăва тĕмĕсем пĕтĕмпех сарăхса юлаççĕ, кедрсемпе пихта йывăççисем кăна катаранах ем-ешĕллен курăнса хумханса лараççĕ. Амурпа çума-çумăнах — тайга.
Хăйĕн законĕсемпе пурăнать вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан тайга.
Çил шăхăрать-и, йывăçсем кашлаççĕ-и — пĕр самант та ан шан эс тайгана. Вăш-вăш вăшлатса кайăк вĕçсе иртет-и, ӳхĕ ӳхĕрет-и — пĕр самант та ан шан эс тайгана. Çатăртатса хăрăк турат хуçăлать-и, кăштăртатса çулçă ӳкет-и — пĕр самант та ан шан эс тайгана. Пĕчĕк тĕмсем хумханаççĕ-и, пысăк йывăçсем сулланаççĕ-и — пĕр самант та ан шан эс тайгана! Мĕншĕн тесен тĕнчене икĕ пая уйăрса выртать ку вырăнта Амур шывĕ, çавăнпа нимĕнле йĕре те, нимĕнле сасса та, нимĕнле хусканăва та шанма кирлĕ мар.
Тайгапа Амур шывĕн мĕнпур çырман законĕсене вĕренсе çитрĕ Ахмет ултă уйăх хушшинче. Вĕренсе çитрĕ вăл кашни палламан йĕрĕн тупсăмне тупмашкăн, кашни сассăн вăрттăн шухăшне уйăрса илмешкĕн, кашни шиклĕ хусканăвăн тăшманла юнавне пĕлмешкĕн. Пĕрре кăна мар çав шиклĕ сассăсен ултавĕпе витĕнсе çĕлен пек шăвăнса каçма пикеннĕ хаяр тăшман. Пĕрре кăна мар тытăçма тивнĕ паттăр пограничниксен урса кайнă самурайсемпе, пирĕн чечеклĕ çĕршыва сăтăрлама, пăтăрмах тума ăмсанаканскерсемпе. Çавăнпа пĕр самант та тĕлĕрмест çамрăк пограничник Ахмет, ултă уйăх маларах çеç ирсĕр тăшман аллинчен ӳкнĕ пиччĕшĕ вырăнне килсе тăнăскер. Çирĕп тытать вăл тăван çĕр шăрши çапнă винтовкăна аллинче, çивĕччĕн сăнаса тăрать Тăван çĕршывăн чиккисене.
Кĕрлет мухтавлă çĕршыв. Ĕмĕрсен ĕмĕтне хĕвел пек йăлкăштарса юрлать советсен çĕршывĕ. Паян уяв — Аслă Октябрь революцийĕ çирĕм çул тултарчĕ. Ку кун Ахметшăн тата тепĕр савăнăç илсе килчĕ: çар ĕçне чи лайăх вĕренсе пынипе вăл Октябрь вахтине тăма тивĕçлĕ пулчĕ. Епле пысăк савăнăç хастар комсомолецшăн çак аслăран та аслă, мухтавлăран та мухтавлă кун хăйне пăхса ӳстернĕ ирĕклĕх чиккисене хуралламашкăн!
Тăрать Ахмет вахтăра, пĕтĕм чунĕ-чĕрипе хăйĕн пысăк тивĕçлĕхне туйса тăрать. Тул çутăлман-ха. Амур шывне çăра та йывăр тĕтре хупăрласа илнĕ. Нӳрлĕ сулхăн сывлăш шăм-шака çӳçентерет, кăкăра хĕстерет. Вăйлă тăвăл çывхарасса сиснĕ пек шавласа хумханать тайга. Никам пырса кĕрейми хăмăш чăтлăхĕ кашласа ларать Амур хĕррипе. Кун пек каçсенче çав хăмăшсем хушшипе Уссурири выçă тигрсем кăна чăштăртаттарса çӳреççĕ.
Ахмет пĕр самант хушши нимĕн хусканмасăр чикĕри каçăн кашни уйрăм хашлатăвне тинкерсе итлесе тăчĕ. Çав-çавах пĕр вĕçĕмрен чăшăлтатса лараççĕ шурăхса кайнă хăмăш тунисем, çав-çавах шавласа хумханать тайга, урăх нимĕнле ют сасăсем те илтĕнмеççĕ.
Ахмет хăйĕн йыттине шăппăн кăна сасă парса хыçран пыма хушрĕ те шыв хĕррипе тăвалла утса кайрĕ. Çирĕм-çирĕм пилĕк утăмран çамрăк кедрсен катине çитсе тухрĕ. Сасартăк вăл темĕн аса илчĕ те тăрук сылтăмалла пăрăнчĕ. Пĕр тапхăртанах вăл пысăк юман юпа лартса хунă тĕмеске умне çитсе тăчĕ.
«Çакăнта... çакăнта пуçне хунă манăн пиччем...», — шухăшларĕ вăл тăвăл пек çаврăнса хăпаракан çиллине аран-аран путарса. Вăл паттăр вилĕмпе вилнĕ салтакăн вил тăпри çинчи юпана асăрхарĕ. «Эх, пиччем, пиччем... Тăшманăн ирсĕр алли татрĕ санăн пурнăçна... — пăшăлтатма пуçларĕ вăл шăппăн. — Эх, пиччем, пиччем... Эсĕ ман пĕртен-пĕр тăванăмччĕ... Мĕн тери юрататтăм эп сана».
Ахмет чĕри çав тери кӳтсе килчĕ. Нимпе тытса чарма çук вĕри тарăху туйăмĕсем ирĕксĕрех талпăнса тулхăрма пуçларĕç унăн чĕринче. Вăл чикĕ леш енчи тăшман çĕрĕ еннелле тинкерсе пăхрĕ, итлерĕ, тепĕр хут пиччĕшĕ çинчен аса илчĕ, пырĕ тăвăнса çитрĕ. Анчах унăн сулахай алли сасартăк кăкăр кĕсйинчи комсомол билетне сĕртĕнчĕ. Унта, ятарласа чĕркенĕ çӳп-çӳхе, пĕчĕк те шурă пурçăн тутăр ăшĕнче, пиччĕшĕн пĕчĕкçĕ сăн ӳкерчĕкĕ, юнашарах: «Юрататăп сана, Ахмет», — текен виçĕ сăмахлă хут ăшĕнче — типнĕ шурă розăн таса çеçкисем — Лена парни. Вăл пиччĕш сăн ӳкерчĕкне те, шурă чечекĕн çеçкисене те кăлармарĕ, вĕсем хăйпе пĕрле иккенне, хăйшĕн çав тери хаклă та çывăх иккенне чун-чĕрипе туйса илчĕ. «Тăван пиччем, юратнă тусăм!..»
Тăрать Ахмет. Пĕр хускалмасăр тăрать. Таврана, çĕрлехи тĕпсĕр тĕттĕме тинкерет. Чикĕ леш енче тăшман, ку енче — тем тери анлă та ирĕклĕ, телейлĕ Тăван çĕршыв.
Тăрать Ахмет. Пĕр хускалмасăр тăрать. Унăн пуçĕнче чуна çĕклентерсе хăпартлантаракан шухăшсем амаланаççĕ. «...Юратнă Тăван çĕршывăм! Эпĕ — санăн ывăлу. Эпĕ — Хĕрлĕ Çарăн шанчăклă боецĕ. Пĕтĕм ирĕклĕ этемсен ĕçне, канăçне, пурнăçне хураллама шанчăк хунă ман çине, — шухăшлать мăн кăмăллăн Ахмет. — Тăван пиччем? Вăл халь çук, текех ăна курасси пулмĕ. Анчах Лена? Аса илет-ши вăл мана çак самантра? Канлĕ ыйхăпа çывăртăр вăл хăйĕн чыслă ĕçĕ хыççăн. Вăл канлĕн, нимĕн шиксĕр çывăрни те маншăн чи хаклă парнех ку самантра», — тĕвĕлесе хучĕ вăл сапаланма пуçланă шухăшне. Сасартăк пĕр виçеллĕн кашласа хумханакан хăмăшлăх ăшĕнчен темĕн чăштăртатнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Ахметăн хăйпе юнашар ларакан йытти шартах сиксе тăчĕ те хăлхине чанктăратрĕ. Унтан вăл Ахмет ури тавра канăçсăррăн явăнкаласа çӳрерĕ. Ахмет ăна пӳрнипе юнаса шăпланма паллă пачĕ, винтовкине хатĕр тытса пиччĕш масарĕнчен инçетре те мар ларакан кедр йывăççисем еннелле йăпшăнчĕ. Йытти унăн, нимĕн сасă кăлармасăр, хырăмпала шума пуçларĕ.
Ахмет пысăк тĕм ăшне пытанса тăчĕ. Пĕтĕм тимлĕхне пухса итлеме тытăнчĕ. Малтанхи сасă епле чаштăртатса илтĕнчĕ — çаплипех çухалчĕ. Пĕр тайга кăна шавлать татти-сыпписĕр, тата Амур хĕрринчи хăмăшсем кашласа хумханаççĕ.
Темĕн вăхăтчен хускалмасăр хытса тăчĕ Ахмет ытарлăн чаштăртатнă сасă тепĕр хут илтĕнессе кĕтсе. Анчах сасă илтĕнмерĕ. Тайга кăна малтанхинчен те вăйлăраххăн, тискертереххĕн шавлани сисĕнме пуçларĕ.
Тул çути сĕмленсе килнĕ чух Ахмет Амур хĕррине тухрĕ те йыттине хăмăшлăх çуммипе ячĕ, хăй ун хыççăн утрĕ. Нумай та каймарĕ йытă, пĕр темĕнле ют йĕр тĕл пулса çине-çине шăршлама, хăйĕн ăслă куçĕсемпе хуçи çине пăхса унăн-кунăн кускалама тытăнчĕ. Ахмет хăмăшлăха тинкерсе пăхрĕ. Пĕр вырăнта шурăхса кайнă хăмăш айăн-çийĕн чалкăнса пăр çапнă пек çатракаланнине асăрхарĕ. Вăл йыттине паллă пачĕ, вара йытти, пуçне чиксе, хӳрине лăпчăтса хурса, малалла ыткăнчĕ.
Чупать йытă. Чупать Ахмет ют йĕре йĕрлесе чăтлăх вăрмансем хушшипе, йĕплĕ курăк тĕмĕсем урлă сике-сике каçса. Куç сĕмĕпе кăна пынă пирки такăна-такăна ӳксе, выртан каскасем çине пыра-пыра çапăнса, хăрăк туратсем çине тăрăнса, шăлт суранланса пĕтрĕ вăл. Илĕм-тилĕм килсе çитсен кăна икĕ чикĕ хушшинчи ярăм урлă каçса уçланкăна тухрĕ те йыттине чарчĕ. Халĕ ĕнтĕ кун çути каçхи тĕттĕме сирмеллипех сирсе ячĕ.
Ахмет чарăнчĕ. Йытă малаллах туртăнать. Вăл çинçен йынăшать. Пĕр çатрака йывăç хушшине пытанса выртса уçланкă тăрăх сапаланса ларакан пăч-пач лутра тĕмсем çине сăнаса пăхма пуçларĕ Ахмет. Пăхсан-пăхсан тĕлĕнмелле япала курчĕ: хăйĕнчен çур çухрăмри тĕмĕсенчен виççĕшĕ умлăн-хыçлăн, вăраххăн-вăраххăн, уçланкă леш еннелле шăвăнса пыраççĕ. Талпăнать, малаллах туртăнать йытă. Ахмет, хăйне хăй шанмасăр, куçĕсене сăтăрса илчĕ, татах тинкерсе пăхрĕ. Çук, улталамаççĕ иккен ăна куçĕсем. Тĕмсем чăнах та шăваççĕ, уçланкă леш еннелле, пуçа пырса чикме çук тайга ăшнелле шăваççĕ.
Ахметăн кунта шухăшласа тăма вăхăт юлмарĕ. Вăл ури çине сиксе тăчĕ те йыттине вĕçертсе ячĕ, хăй шăвакан тĕмсене пӳлес тесе ун хыççăн уçланкă леш еннелле чупрĕ.
Шăлт хăшкăлса çитрĕ вăл çатрака тĕмсем хушшипе васкаса чупса. Çапах та чунлă пек тĕмсем тайта ăшнелле чăмса çухаличчен вĕсем умне тухрĕ те, вĕсене курăнмасăрах, хаяр сасăлала кăшкăрса ячĕ:
— Стой! Руки вверх!
Виçĕ тĕм сасартăк виçĕ çĕрелле сиксе ӳкрĕç те, вĕсем хушшинчен Ахмет çинелле маузер кĕпçисем çĕкленчĕç. Куçа хупса илнĕ самантра ик енчен те çич-сакăр хутчен пăшал сасси янăраса кайрĕ. Сасартăках йытă йынăшса ячĕ. Ахметăн сылтăм хулпуççине темĕн пĕçертсе илчĕ, аялти кĕпине нӳрлĕ ăшă çапрĕ, анчах та вăл ун çинчен нимĕн шухăшламасăрах пиçиххи çумĕнчи гранатине вĕçертрĕ те тӳрех уçланкăна вăркăнтарчĕ. Аслати пек сасă кĕрлесе кайрĕ хăрушшăн та тискеррĕн шавласа кашлакан тайга тăрăх.
— Стой! Пăрахăр пăшалăрсене! Халех сывлăша вăркăнтаратăп! — хаяррăн янăрарĕ Ахмет сасси.
Маузерсен çăварĕсем шăпах хупланчĕç, тăшмансен ирсĕр аллисем çӳлелле çĕкленчĕç.
— Выртăр ӳпне! Пăрахăр пăшалăрсене! — команда пачĕ Ахмет.
Бандитсем лапах выртрĕç. Ахмет чăтлăх ăшĕнчен тухрĕ те винтовкине хатĕр тытса самурайсем çывăхне пычĕ. Аманнă йытти те юнашарах: нăйăклата-нăйăклата, хăлхисене чанк! тăратса тăшмансем çине халь сиксе ларма хатĕр тăрать.
Ахмет туять: сылтăм хулĕ унăн йывăрланнăçемĕн йывăрланма пуçларĕ, шинель çанни витĕр ăшă юн çапса тухрĕ. Вăл юлашки вăйне пухса чăмăртать винтовкине, тăшмансене ниçталла хускалма памасăр, вĕсем çинчен куç илмесĕр тăрать. Тăрать Ахмет. Туять Ахмет: унăн вăйĕ сахалланнăçемĕн сахалланса пырать, куçĕ хуралса килет, тăма хал çук. «Çук, епле пулин те тӳсесчĕ, чăтасчĕ...»
Вăл шăлне çыртать, вăй пухма тăрăшать, анчах урисем итлемеççĕ. Ахмет ирĕксĕрех чĕркуççи çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. «Юрать-ха йытă çумра». Тăшмансенчен пĕри çакна асăрхарĕ пулас: шăп çак самантра пĕр самурайĕ атă кунчи ăшĕнчен çап-çутă кинжал туртса кăларчĕ те тигр пек çивĕччĕн Ахмет çине сикрĕ. Анчах пуçĕ çине çĕкленĕ кинжала сулса яма ĕлкĕреймерĕ вăл — тăшманăн кашни утăмнех тинкерсе тăракан ăслă йытă хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе ăна аллинчен ярса илчĕ те пĕррех çĕре туртса антарчĕ. Ахмет юлашки вăйне пухса икĕ хутчен пăшал персе ячĕ, унтан халтан кайнипе çĕре тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ. Шăлĕсене шатăртаттарса пыракан самурайсем аяккалла тарма пикенчĕç. Анчах вĕсене пур енчен те пограничниксен çутă штыкĕсем тимĕр карта пек хупăрласа илчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...