Çăка хăвăлĕнче ларсах арăслана чĕрĕлле тытрăм
Эсир пĕри те арăслан курман. Вăл мĕнлине эсир кĕнекесем тăрăх çеç пĕлетĕр. Анчах арăслансене кĕнекесем çинче питех те пĕчĕккĕ туса кăтартаççĕ. Чăннипе вĕсем калама çук пысăк тата питех те вăйлă. Пĕр арăслан икĕ çулти вăкăра çурăмĕ çине çавăрса хурсах çӳлĕ хӳме урлă сиксе каçма пултарать теççĕ. Çавăн пек вăйлă пулсан та, эпĕ ăна тытса курнă.
Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн таврара арăслансем çук. Вĕсем ăшă енче çеç пурăнаççĕ. Çавăнпа эсир манран:
— Çтаппан пичче, эсĕ арăслана ăшă енне кайса тытрăн-и? — тесе те ыйтма пултаратăр. Эпĕ ун пек çĕре кайма та шутламан. Çавнашалах пуçра та манăн арăслан тытас шухаш пулан. Çапах та эпĕ ăна тытса куртăм, вăл акă мĕнле пулчĕ.
Пĕр çулхине пирĕн ял çыннисем ращара касса çуракан катка хăмисене станца турттарса тăма Пахчал ялĕнчи Уртиван Кузьмич патне тара кĕрешрĕç. Пĕрре манăн кӳршĕ лашине илсе пĕччен икĕ лавпа катка хами тиесе каймалла пулчĕ.
Станца çитсе лавсене пушатрăм, лашасене утаă парса хам та апатланма лартăм. Унччен те пулмарĕ, пĕтĕм халăх тин çеç çитсе чарăннă поезд патнелле чупрĕ.
— Мĕн пулчĕ-ши капла? Мĕн пирки халăх пăлханса кайрĕ-ха? — тесе вĕсем хыççăн кайрăм.
Пĕр вагонĕ çинче, тимĕртен тунă пысăк читлĕхре, калама çук пысăк арăслан ларать. Хăй çилхине пĕр тăратса, пĕр выртарса каллĕ-маллĕ утса çӳрет, шăлĕсене йĕрсе пирĕн çине çисе ярас пек пăхать.
Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Малтанах манăн пуçа çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: "Мĕнле сунарçă тытма пултарнă-ши ăна чĕрĕллех?.." Пĕр енчен, тĕнчере ун пек сунарçă çук пек туйăнчĕ. Тепĕр енчен, çак арăслан пĕрре те тимĕр читлĕх ăшне хăй ирĕккĕн кĕрсе ларас çук. Паллах, ăна сунарçах тытнă. Анчах ăçта тата мĕн ятлă сунарçă тытнă-ши ăна?
Манăн хамăн та çавăн пек сунарçă пулса арăслансене чĕрĕллех тытас килчĕ. Анчах пирĕн патăрта арăслансем çук, акă мĕн пăшăрхантарать мана.
Çапла шутласа тăнă вăхăтра вагон патне иккĕн икĕ пăта яхăн какай йăтса пычĕç.
— Çакăн чухлех çиет-и вара? — тесе тĕлĕнсе ыйтрĕç çынсем.
— Кунсерен икшер пăт çиет, — тет какай йăтса пынисенчен пĕри.
Вăл самантрах пĕр вĕçне ункăллă тунă турчка пек вăрăм тимĕр илсе читлĕхри арăслана тепĕр пуçнелле хăвалама пуçларĕ. Анчах арăслан хăй вырăнĕнчен яхăнне те тапранасшăн мар, вăл хăйĕн хӳрипе тимĕр вĕçĕнчи ункăран тирсе илчĕ те çынна хăй патнелле туртма пуçларĕ.
Çакна курсан çынсем хăрасах кайрĕç, вĕсем пурте, çынна пулăшас тесе тимĕртен тытса арăслана каялла туртма тытăнчĕç. Арăслан çапах вырăнтан тапранмасть, тимĕртен туртсан та, çапса лартнă вĕрен пăти пек, хăй вырăнĕнчех тăрать.
Çапла аппаланса тăнипе хамăр та сисмен, поездăн тапранса каймалли вăхăчĕ те çывхарса çитрĕ. Какай пама пынă çынсем питех те тарăхрĕç. Пĕри турчка пек тимĕрне пăрахрĕ те, читлĕх алăкне уçса какайне пăрахса пама тăчĕ. Арăслан çав самантрах алăкне ярса тытрĕ. Çынсем хăранипе шăй-шай кăшкăрашса илчĕç те пурте çĕре лăпчăнса ларчĕç. Çав самантра читлĕхри арăслан таçта тухса тарчĕ, вагон çинче пуш читлĕх кăна тăрса юлчĕ.
Çак самантра читлĕхри арăслан таçта тухса тарчĕ. |
Вăл кун станцăра пасарччĕ. Читлĕхрен арăслан тухса тарнине илтсен, пасар пĕр самантрах саланса пĕтрĕ. Арăсланран хăраса кашниех пĕрер! шăтăрнак кăлара-кăлара кайрĕç. Çапла мана валли пĕр шăтăрнак та хăвармарĕç.
Пурне те паллă, эпĕ çынсем пек шиклĕ мар, Шиклĕ пулсан та, мĕнех тăвайрăн-ха çав шăтăрнакпа? Унпа арăслана мар, пăсарана та çапса вĕлереймĕн. Çапла эпĕ, пĕр шăтăрнак илмесĕрех киле пĕр хуйхă-суйхăсăр çитрĕм.
Çакан хыççăн икĕ кун та иртмерĕ, арăслан каçсерен вуншар, çирĕмшер сурăх пăвма пуçларĕ. Таврари çынсем сурăхĕсене çеç мар, пĕтĕм выльăхне-чĕрлĕхне юман витесене, чул нӳхрепсене хупса усрама пуçларĕç. Анчах капла туни те пулăшмасть-мĕн. Арăслан кайран ĕнесене тапăнма пуçларĕ, вара пĕтĕм халăх пысăк хуйха ӳкрĕ. Юлашкинчен çынсем:
— Каплах пулсан, пĕр выльăхсăр тăрса юлăпăр, — тесе хуйхăрма пуçларĕç.
Нимĕн тума та çук, пур ялсенчи сунарçăсем те çак арăслана мĕнле тытасси çинчен канашлама тытăнчĕç. Славаш сунарçисем ялти хĕрарăмсен сӳсне пĕтĕмпех пухса таната яваççĕ: арăслана танатапа тытатпăр, теççĕ. Мăнçут сунарçисем шартлама сивĕрех уя тарăн та пысăк шăтăк чавма пуçларĕç.
— Кунта вăкăр яратпăр та выçă арăслан килсе анса каять, — теççĕ.
Пахчал сунарçисем тата Ямаш вăрманне чĕртсе çунтарса ярасшăн:
— Вара унта пурăнакан арăслан та çунса вилет, — теççĕ вĕсем.
Эпĕ халиччен пĕрре те арăслан тытса курман. Çавăнпа-и тен, манăн канашсене пĕр çын та итлемерĕ.
— Санран пулать-и арăслан тытасси, куянсене тытма лайăхрах вĕрен-ха, — терĕç мана çынсем.
Çапла кулни мана питех те пăшăрхантарчĕ. Манăн епле пулсан та вĕсене хамăн вăя кăтартас килчĕ. Вăйĕ вара чăнласах пурччĕ. Урасене икшер пăт пуканесем çыхса ярса виçшер километр каяттăм. Çăл куçĕ майлах тапса тăратчĕ манăн вăй.
— Вăл вăй ман пĕр арăслана çеç мар, вунă арăслана та тытма çитĕ-ха, — тесе пĕр ирпе тухрăм та утрăм Ямаш вăрманне.
Вăрманта лăпах кăнтăрлаччен утса çӳрерĕм, ниçта та арăслан йĕрне тĕл пулмарăм.
— Путех ку арăслан эпĕ кунта пурăнни çинчен сиссе таçталла тарнă пулĕ, — тесе те шухăшлатăп аптăранă енне.
Вăрманта пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнменнине пула тата хамăн пуç мĕн шутлани тĕрĕсех пулаканччĕ тесе, киле кайма шут тытрăм. Анчах ик-виçĕ утăм та тумарăм, арăслан пĕтĕм вăрмана чĕтретсе уласа ячĕ. Манăн çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ, пуçри çĕлĕк чутах хывăнса ӳкетчĕ.
Пăхатăп, арăслан ман паталлах утса килет, читлĕхрен тухса тарнă арăсланах. Эпĕ текех хараса тăмарăм, чĕринчен тĕллесе пĕрре пенипех йăвалантарса антарăп терĕм те пăшала ярса тытрăм, анчах алăсем чĕтренипе пăшалне те переймерĕм.
Арăслан, хăйне пеме хатĕрленнине пĕлсе-и тен, татах хăрушланса кайрĕ те ман çинех сиксе ӳкрĕ. Çак самантра пуç ăслă шухăш шухăшласа кăларман пулсан, арăслан ури айĕнче пашалу пекех лапчăнса юлаттăмччĕ пулĕ: ыр манăн пуç калама çук ăслă шухăш шухăшласа кăларчĕ. Манăн çумрах хăвăл çăка ларать. Эпĕ, каялла çавăрăнса пăхмасăрах, çав çăка хăвăлне кĕрсе лартăм. Çав самантрах арăслан та çăка патне çитсе тăчĕ.
Эпĕ, каялла çаврăнса пăхмасăрах, çăка хăвăлне кĕрсе лартăм. |
Анчах вăл темĕн пек хăтлансан та ман пата кĕреймерĕ. Юлашкинчен, вăл çăка хăвăлĕ ăшне сăмсине чиксе ячĕ. Эпĕ текех хăраса тăмарăм, мĕн вăй çитнĕ таран пăшал кучĕпе унăн сăмсинчен çапрăм.
Арăслана хытах лекрĕ, унăн сăмсинчен кĕрех юн тапса тухрĕ, хăй çапах та мана пăрахса каймасть. Юнне юхтарса пĕтерчĕ те арăслан ман пата кĕме пысăк шăтăк шырама пуçларĕ. Çăка тавралла темиçе хут çаврăнса та, вăл хăйне тивĕçлĕ шăтăк тупаймарĕ. Нимĕн тума аптăрана енне эпĕ кĕрсе кайнă шăтăк умне пырса тăчĕ, çăка хăвăлне хӳрине чиксе ячĕ, мана хӳрипе çаклатса туртса кăларас терĕ пулмалла.
Анчах эпĕ хăраса тăмарăм, арăслан хӳринчен çавăрса тытрăм та питĕ хытă кăшкăрса ятăм. Арăслан хăранипе унталла та кунталла сикме пуçларĕ. Эпĕ савăнсах çитрĕм, хытăран та хытă кăшкăрма тытăнтăм. Арăслан, ниçта кайса кĕме пĕлменнипе, пур вăйĕпе сикме пикенчĕ. Çапла вăл эпĕ кĕрсе ларнă çăкана хăвăлĕ-мĕнĕпех кăкласа кăларчĕ те, мана çăкипе пĕрлех таçталла сĕтĕрсе каять.
— Ара, ку арăслана хамăр ялах илсе каяс, — терĕм.
Анчах вăл пирĕн ял тĕлне пĕлмест, çавăнпа манăн унпа пит нумай аппаланмалла пулчĕ. Малтан эпĕ çăка хăвăлĕнче ларсах унăн тарринчи чи пысăк туратне хуçса илтĕм, унтан çав туратпа çапа-çапах арăслана хамăр яла каймалли çула кăтартса пытăм..
Яла лăпах каç пулас умĕн çитрĕм. Анчах яла кĕрес умĕн пĕр инкек пулчĕ. Вăрманта ниçта та çакланмасăр тухнă çăка уй хапхи çумне çакланса ларчĕ. Çакланнине вĕçертсе ярас тесе, темле те аппаланса пăхрăм, анчах çăкана ниепле те вĕçертеймерĕм. Çапла манăн çăка хăвăлĕнче лăпах тепĕр ирччен кĕтсе выртмалла пулчĕ.
Вăрманта ниçта та çакланмасăр тухнă çăка уй хапхи çумне çакланса ларчĕ. |
Тул çутăлса çитнĕ çĕре уй хапхи патне пĕтĕм ял халăхĕ пухăнчĕ,
— Кам унта, çăка хăвăлĕнче?! — тесе тĕлĕнсе ыйтаççĕ манран çынсем.
— Эпĕ, Лапшу Çтаппанĕ, — тетĕп çаксене.
Ял халăхĕ манран тĕлĕнсех кайрĕ.
— Мĕнле тытрăн та мĕнле тытрăн ку арăслана? — тесе минретеççĕ çаксем.
Эпĕ вĕсене арăслана мĕнле тытни çинчен каласа памарăм. Хам çăка хăвăлĕнче ларсах вĕсемпе кĕске пуху туса ирттертĕм, вăл пуху председатĕлĕ хамах пултăм. Унта эпир пĕр ыйту — арăслана ăçта хупасси çинчен сӳтсе яврăмăр. Анчах вăл ыйту пит вăрăма тăсăлчĕ. Вĕçкĕн Ваççа пăшалне йăтса тухрĕ те:
— Ниçта та хупма кирлĕ мар, халех персе вĕлеретĕп те Лапшу Çтаппанне те вилĕмрен хăтаратăп, — тет.
— Хăвăн ухмах пуçупа лăпăртатса тăма та намăс, — тесен çеç вăл чарăнса ларчĕ, унпа вара пĕр çын та килĕшмерĕ.
Арăслана ăçта хупмалли çинчен хамăнах каласа памалла пулчĕ. Самантрах эпĕ Хриссан Мĕкĕтин чултан тунă нӳхрепĕ пурри çинчен аса илтĕм, кунта хупнă арăслана кайран тимĕр читлĕх ăшне те кăларма аван пулать, терĕм. Хамăн шухăша каласа патăм.
Ман шухăшпа пурте килĕшрĕç. Çынсем пĕр самантрах пуртăсемпе пăчкăсем илсе тухрĕç те çакланса ларнă çăкана татса вĕçертсе ячĕç, хăйсем Хриссан Мĕкĕтин нӳхреп ани çăварне уçса хума чупрĕç.
Нӳхреп патне çитсен ывăннă арăслан савăнсах кайрĕ, тӳрех нӳхрепе сикрĕ. Эпĕ унăн хӳрине ятăм та çăка хăвăлĕнчен сиксе тухрăм, нӳхреп çăварне хупса лайăх питĕрсе лартрăм. Çав кăçах икĕ çынна станца ятăм, унта вĕсене çапла калама хушрăм:
— Ямаш ялĕнчи чаплă сунарçă, Лапшу Çтаппанĕ, виçĕмкун читлĕхрен тухса тарнă арăслана чĕрĕллех тытнă, арăсланне ыранах пырса илсе кайăр! — тесе калăр терĕм.
Çак арăслана чĕрĕллех тытнă хыççăн мана пĕтĕм тĕнче пĕлсе çитрĕ. Çапла эпĕ пĕр арăслан тытнипех тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулса тăтăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...