Чĕлхе пирки
"Чăн малтан сăмах пулнă", - тенĕ ăслă Библире, авалхи кĕнекере. Сăмахпа сăмах пĕрле, пĕрне-пĕри витерсе, чĕлхе никĕсне тăвать, çĕр çинчи кашни çыннах хăй халăхĕн ăс-халне сăмах урлă çитерсе чунне-чĕрине хывать. Çавăнпа та пурнăçра тăван чĕлхе сăмахне, сăвви-юррин асамне çĕр çине çуралакан кашни пĕчĕк пепкене пехиллеме тивĕçлĕ. Ламран лама куçакан ăру ăслайĕн мулне мăш-мăш сывлан шăпăрлан сăпка юрри тăнласа, юмах-халап итлесе ăшне хывма пултартăр. Кăштах ӳссе вăй илсен ашшĕ-амăш сĕннипе ача пахчин хапхине уçса кĕрсен пепкене савса хăйĕн ытамне илтĕрччĕ тăван чĕлхе! Аслисем ăс панипе, тус-тăнтăшĕ сĕннипе унăн чунĕ тĕпĕнче чĕвĕлти чăваш чĕлхи çирĕп никĕс хывтăрччĕ, ĕмĕрлĕхе вырнаçса хăватланса пытăрччĕ. Ача пахчи хыççăнхи тĕрлĕ сыпăкри пĕлӳ пĕтĕмĕшле ăс парса, тĕнчери ăс-тăн мулне çамрăкăн ăшне хывса унăн чунĕ-чĕринчи тăван чĕлхе туйăмне сĕвĕрĕлме ан патăр, çĕнĕ майпа пурнăçра аталанма çул хывтăр. Ун чух вара, тупата, хамăр савса çуратан ачамăрсем тĕнчере урăх чĕлхе ытамне паянхи пек çăмăллăн тарса кайман пулĕччĕç, чăваш пулса çуралса ют халăха тухмĕччĕç.
Тăван чĕлхе сăвапне, унăн шутсăр хăватне темшĕн ытларах чухне пĕлейместпĕр хаклама, кирлĕ пек хисеп тума. Чăнлăх вара çакăнта: атте-анне чĕлхипе калаçакан-вулакан, ăна сума сăвакан хаклă тĕпренчĕксемсĕр, чăвашла пичетленекен кĕнеке хаçатсемсĕр, тăван юрă-кĕвĕсĕр, театрпа ӳнерсĕр — чăваш ятпа çӳрекен халăх йышĕ сайралать, малалла та ĕç-пуç çав çулпах кусса пырсан чăваш ячĕ çĕр çинчен çухалма та пултарать! Çак инкек сиенлĕхне пултаруллă харсăрсен, тăван халăх шăпишĕн явап илнĕ паттăрсен çĕнме майсем тупмалла — чăваш йăхĕн кун-çулĕ мал еннелле чупмалла!
Чĕлхемĕре вăйлатма, Чăваш Ен хутлăхĕнче хăюллăрах янрама, тĕрлĕ лару-пухура, савăнăçлă уявра чыслă вырăн йышăнма, Турă панă ырлăха ламран лама куçарма лайăх майсем тăвасчĕ, тăван йăха тĕнчере ырă-сывах упрасчĕ, çĕнĕ вăй-хал парасчĕ. Çакна тума пултарсан, Çеçпĕл Мишши кĕтнĕ пек, çĕн паттăрсем çуралса çепĕç чĕлхемĕр ятне кăларĕç тĕнче умне, Андриан тĕслĕхĕпе вĕçĕç тĕнче уçлăхне.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...