Ĕненӳ
Ĕненӳсĕр çутăлăх çук, çутăлăхсăр малаш çук. Ĕненӳ хĕвел пулса чуна тăрать ăшăтса, ăна вăй-хăват парса. Этем йăхĕн кун-çулĕ аваллăхри кунранах ĕненӳпе çыхăннă, ытти тĕрлĕ ăслăлăх аталаннă евĕрех çак сăваплă пĕлӳ те хăйĕн çулĕ-тĕлĕпе çут тĕнчене сарăлнă.
Ĕненӳ кунĕ-çулĕ тĕрлĕ тертпе пĕр килнĕ, мĕн авалтан пуçласах вăйсăр, сусăр-чăлаха хăйĕн хӳттине илсе тĕрĕслĕхе пуç таян Турра чунран парăннă ыр çынсене "хĕстернĕ", чылай чухне, ах анчах, асап кӳрсе кĕлернĕ.
Этем ывăл-хĕрĕсен çылăхĕсен тиевне кăшт та пулин чакарма, этем ăсне тĕнчере ыр еннелле савăрма Турă хăй Вĕрентĕвне, тĕрлĕ хăватсем пăрса тĕнче анлăхне сарма савнă ывăлне янă, çветтуй сывлăш вăйĕпе çутă тĕнче кăтартнă. Этем ывăлĕ пулса çын хушшинче пурăнса Христос тӳпе ăслайне кĕртнĕ харсăр чунсене. Ырра шанса пурăнма, пĕрне-пĕри пулăшма, ватăпала вăйсăра уйрăмах хисеп тума, мăн кăмăлланса кайса хăвна асла хурасран, мăнтăрпала иртĕхсе янавара тухасран, атте-анне çăкрипе этем шутне кĕнине - вунă чан халал пилне - асра тытма вĕрентнĕ, ĕненӳпе пурăнсан вилĕм çынна нихăçан çĕнес çуккине систернĕ. Тĕрĕслĕхе сарнăшăн хăйне мĕскер кĕтнине пĕлсе тăрсах куçа-куç пит хурлăхлă шăпипе тивĕçлипе тĕл пулса чăн ĕненӳре иртен таса пурнăç тĕнчере усал, тискер вилĕмрен вăйлине çирĕплетнĕ, виç кун иртсен чĕрĕлсе уçлăх
уйне çĕкленнĕ.
Ĕненӳ - хăватлă вăй. Вăл пулнипе тĕнчере ыр кăмăллăх çухалмасть, шанчăк çутти хупланса хăямата ăсанмасть - ырă ĕçсен çăл куçне вăй-хал кӳрен çынлăха Турă хăй асам парать, çыннăн чунĕ-чĕрине сывлăш вĕресе кĕртнĕ чух ăш пилпе вырнаçтарать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...