Çĕнтерӳ ялавĕ


Çаплах рейхстаг çинче кураççĕ

Паян та салтаксем ăна.

...Асра ман — тĕтĕмре хура çĕр,

Килет тăшман атакăна.

 

Чĕр юнлă,

Çуннă

Сăрт тӳпийĕ

Шăпах-ха пирĕн: паçăрах

Позицин юлашки туппийĕ

Арканчĕ, йыш та сайрарах;

 

Патрон сумки те пушă питĕ,

Хаярлăх çеç чĕре тулли.

Фрицсен, ак, палăрать сăн-пичĕ,

Тискер, мăн кăмăллă кулли.

 

Шутлаççĕ ĕнтĕ: тĕп тăватпăр

Пурне те çакăнтах,

Часах!

Мĕнех, май çук — вилме те хатĕр

Пиртен кашни кунта, анчах —

Ахальлĕн-и? — вăрçса хăюллăн,

Пĕр çын пек харăс кар тăрса!

Тăхта, фашист, эс ху, тен, юлмăн...

 

Илтмест,

Сисмест

Вăл ман сасса.

Шăла çыртса,

Выртса

Кĕтетĕп...

Автоматне силле-силле,

Карталанса,

Ĕрет-ĕретĕн,

Шике манса пек вăл килет.

 

Чĕтрет,

Ӳсет

Утти янравĕ.

Сасартăк, çиçĕм пек, умра

Çиçсе çĕкленчĕ полк ялавĕ,

Кĕрлерĕ тăвăллăн: — Ур-ра!..

 

Ăшра каларăм: «Ну, мĕн пулĕ?

Е пурнăç...» Хам — шав малалла.

Туймастăп ним: вĕçет-и пуля?

Сулатăп çĕçĕллĕ алла —

Чул пек ӳкет кĕл тĕслĕ каска,

Выртать тепри ун çывăхне...

Мана тĕллет лӳппер тăсланкă —

Ентеш чикет ăна хăйне.

 

Пăхатăп: тус çанни те çĕтĕк —

Кинжал пуль иртнĕ вăрăнса...

 

Пăркаланса,

Хыт ӳпĕнсе те,

Сиксе чакса,

Вăрт çаврăнса,

Тăпăртататпăр — юнлă ташă

Пырать сăрт-ту хысакĕнче...

Такам чĕнет... çухрать юлташĕ...

Кăвар-и, юн-и — куçсенче.

 

Вылять

Çут çĕçĕ, штык вăр-варрăн.

Хавшать ĕречĕ фашистсен,

Сапаланать...

Пире-и чарăн,

Чĕрре кĕрсе,

Хĕрсе

Çитсен?!

 

Çурса,

Касса,

Тирсе иртетпĕр —

Хĕсетпĕр

Ют мундирсене...

Сахаллăнах илетлĕр

Эпĕр

Кĕçех вĕсен траншейине.

 

Вăлах —

Ялав — çапла вăй пачĕ!

Татах

Кайран та темĕн чул

Хавхалантарчĕ

Ун хăвачĕ

Пире — «... е вилĕм!» тенĕ чух.

 

Ан тив, вăл мар, тепри хĕмленчĕ

Вутри рейхстагăн тăрринче,

Йӳç тĕтĕме сирсе, пĕлтерчĕ

Тăшман йăви пĕтни çинчен, —

 

Савнатпăр пурте: чапĕ, пайĕ,

Сӳнми çути, нуши-асапĕ

Унра кашни ялавăн пур!

Ак мĕншĕн хĕл-и, кĕр е çур —

 

Ялан рейхстаг çинче кураççĕ

Ват салтаксем çаплах ăна.

Асра ман — тĕтĕмре хура çĕр...

Паллах,

Вăл урăх тахçанах.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: