Тăвăр çул
— Хă, каларĕç... Типçырма тăрăх çӳреме мĕн çухатса хăварна эпĕ унта? Каймастăп, ниçта та каймастăп. Пĕр-пĕр уяв пулсан, татахчĕ те...
Леçсе хăварма никам килĕшменнине курса, лаша тыткалама çынсăрах пултарнине ĕнентерме хăтланатăп. Анчах правленинчисем яхăна та ямаççĕ: çук, ун пек юрамасть. Вĕсем, кама хушмалла-ши, кам итлĕ-ши, тесе пуç çĕмĕреççĕ-çĕмĕреççĕ те, сасартăк, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă тейĕн, пурте пĕр харăсах техничка çине тĕллеççĕ: кай, эсĕ кай!
— Манăн ĕçĕ паян ахаль те нумай-ха, — ăнлантарма хăтланать лешĕ. — Клуба хутса ăшăтмалла, урайсем çумалла...
— Пултăрах. Кăмаку ниçтах та тармĕ, урайусем те çăвăнĕç. Каланă çĕре кай эсĕ. Ют çын умĕнче нумай сăмахламаççĕ ăна. Хăвала, атя, хăвала. Çула май çавăнта пуху çинчен те пĕлтерсе хăварăн. Ярăнтар.
— Ялта итлекенни пĕр эпĕ çех юлнă пулсан, кайăп эппин ĕнтĕ, — техничка кăмăлсăррăн мăкăртатса илет те, тытна пуленкине пăрахса, правлени умĕнче сĕнксе тăракан лаша еннелле çилеллĕн таплаттарса утать.
Хуралтисене кĕрт ăшне пытарнă утмăл тăхăр киллĕ Ташçырмара пĕтĕмпе те пĕр ферма, сысна ферми. Ял тулашĕнчи тарăн вар хĕрринче вырнаçнă вăл. Унта эпир Антошин бригадирпа каятпар.
Андрей Егорович тăваттăмĕш теçеткепе пырать иккен ĕнтĕ. Вăл вăтам пӳллĕ, сăмаха пит вакласах каймасть. Анчах ыйтусене пĕрне те хуравсăр хăвармасть. Хуравĕсем вара кĕске, тӳрĕ.
— Телей, хăшпĕрисем пек, нихăçан ютра шыраман, яланах ялта пурăннă, — терĕ çеç вăл, хăй çинчен калаçу хускатсан; текех ун пирки пĕр сăмах та шарламарĕ. — Бригадăри ĕçсем-и? Начарах мар темелле. Тĕштырă вăтамран вунтăватшар центнер пухса илтĕмĕр. Ытларах тухăç панă лаптăксем те пур. Çырма хĕрринчи ав çав лаптăксем. Унта малтан кантăрччĕ. Ун хыççăн тулă акрăмăр. Гектартан вăл вунсакăр центнер тухрĕ. Пĕтĕмпе илсен, пирĕн виççемĕш комплекслă бригада ку енĕпе колхозра чи лайăххи шутланать.
— Ма ку енĕпе кăна? Сирĕн сыснасем те пур-иç!
— Выльăхсем пирĕн юлашки вăхăтченех уй-хир бригадисенчен уйрăм пулса. Вĕсене нумай пулмасть кăна пĕрлештерчĕç-ха. Çавăнпа эпĕ ферма пирки халлĕхе нимех те татса калама пултараймастăп. Унти ĕçе-хĕле сысна пăхакансем хăйсем лайăх пĕлеççĕ, вĕсемпе калаçмалла.
Юр хӳсе лартнă вăрăм тăкăрлăкпа пута-пута тухатпăр та тарăн çырма урлă каçатлăр.
— Ку-и? Шыв уçламалли насус вăл, — ман хыççăн пĕве хĕрринчи будка енне çаврăнать Антошин. — Ĕнер çеç туса лартрăмăр-ха. Унсăрăн юрамасть. Çавăн чухлĕ выльăха шăварма пичкепе кăна ăçтан турттарса ĕлкĕрĕн-ха?
Калпакесене тĕрлĕ еннелле тайăлтарса лартнă пысăк мар витесен картишне кивĕ хăма хапха витĕр кĕмелле.
— Çынсем ман тулта курăнмаççĕ те, пӳртре пулас.
Эпир кĕнĕ чух унта темĕн пирки хĕрӳ калаçу пыратчĕ. Пире курсан, сасартăк пурте шăпланчĕç.
— Мĕн пасарĕ кунта сирĕн? — татăлнă калаçăва сыпăнтарас шутпа шӳтлесе ыйтать Андрей Егорович.
— Хисепĕ çакнашкал пулсан, ирĕксĕрех пасар тăвăн, — çилĕллĕн тавăрать тĕксĕм сăнлă вăтам çулсенчи хĕрарăм. — Çĕнĕ витешĕн калаçса çăвар тути мĕн чуль сая ямарăмăр пулĕ те кăçал, пурĕпĕрех усси пулмарĕ. Пуçланăскере, тутарса пĕтермерĕç вĕт. Мăшкăл мар-и ку, мăшкăл!..
«Леонтьева çакă пулас. Калаçма та ыттисенчен ытларах калаçать, çулĕпе те аслăрах...» Анчах эпĕ йăнăшнă.
— Çĕнĕ вите тутарма, тетĕн-ха. Мĕнле ĕçлекелетĕр, тесе килсе пăхсан та юрĕччĕ те, вăл та çук. Эпĕ çав Ильина, икĕ çул председательте ларать пулин те, хамăр фермăра иккĕрен ытла курман. Тупата, курман. Ниçта тухса çӳремест, нимĕнпе интересленмест. Мĕн шутласа пурăнать-ши вăл? Тĕлĕнетĕп эпĕ унран, тĕлĕнетĕп...
«Леонтьева, тен, çакă мар-ши? Кунăн та чĕлхи чул касать...»
Хальхинче те йăнăшнă эпĕ. Çапах та хăшĕ вăл çакăнта? Ак ку-ши е тепри-ши?.. Кунта вĕсем пурĕ пиллĕкĕн.
— Эпĕ, хĕрсем, акă мĕн шутлатăп, — çĕнĕрен калаçма пуçлать ватăраххи; сăнĕ ун çаплах чăрсар. — Кун пек мĕскĕнле пурăнса çитет. Пире вĕсем хамăр хăюсăррине кура мăшкăллаççĕ. Малашне пирĕн шăллăрах пулмалла, хăраса тăмалла мар. Пуринчен ытла — санăн, Зоя, — çаврăнать вăл хăрах чавсипе сĕтел кĕтессине тĕреннĕ хĕр енне. — Сана эпир, кандидата тăратнăскере, пурĕперех суйлатпăр, эсĕ депутат пулатăнах. Апла-тăк, санăн Ильинсенчен нимĕн вăтанса-çӳçенсе тăрасси те çук. Тӳрех каламалла: сыснасем валли çĕнĕ вите тутарса парăр, темелле. Унсăрăн пирĕн мĕнпур çура шăнса вилме пултарать. Çак хăлтăр-халтăр хуралтăсенче, мĕнле шартлама сивĕ тăрать те, ара, çав çап-çамрăк япаласкерсем ăçтан чăтчăр ĕнтĕ?!
«Авă хăшĕ иккен вăл, Леонтьева...» Чăмăркка пит-куç, вăтам пӳ-си. Çаврака куçĕсем çын çине тӳррĕн пăхаççĕ. Паттăрсем ыттисенчен уйрăмрах пулаççĕ, теççĕ те, кунăн мĕнле уйрамлăх пур-ши? Сăнатăп, тăрăшсах сăнатăп, çаплах нимĕн те асăрхаймастăп. Çук, нимĕнле уйрăмлăх та çук ун. Ыттисем пекех вăл. Пĕвĕпе те, сăнĕпе те. Ара çав, сăнăпе те. Пуринни пекех, вăй тапса тăракан харсăр сăн. «Эпир йывăрлăха пĕлместпĕр, пирĕншĕн вăл ним те мар», — теççĕ унан тӳррĕн пăхакан çаврака куçĕсем.
Малалла калаçу апат çине куçать.
— Япăх çитеретпĕр. Ĕмĕртекен амасене çăнах кило та икçĕршер грамм, çĕрулми икшер, сайра-пĕрре виçшер килограмм тивĕçет. Çăвăрламаннисене, паллах, сахалтарах паратпăр.
— Самăртаканнисене мĕнле?
— Çăнăх вĕсене çичçĕршер грамм, çĕрулмийĕ пуриншĕн те пĕр чама — икшер килограмм.
— Самăртас ĕç миçе уйăха тăсăлать вара?
— Çиччĕ-саккăртан кая мар.
Калаçа-калаçа кам мĕнле ĕçлени патне çитетпĕр. Амăртура Зоя малта пырать-мĕн. Вăл тĕп амасенчен çирĕмшер, пĕр хут çăвăрлаттараканнисенчен вунвиçшер çура илнĕ. Ĕçлеме ыттисем те начар мар ĕçлеççĕ, анчах вĕсен Леонтьевăннинчен кăшт каярах иккен.
— Ăмăртуне ăна эпир хамăр йĕркеленĕ. Правленинчисем ун çинчен пĕлмеççĕ те пулĕ-ха. Хавхаланмасăр, тупăшмасăр мĕнле ĕçлĕн-ха, ара?
Ларсан-ларсан хĕрсем выльăхсене каçхи апат пама вăхăт çитнине пĕлтереççĕ. Вĕсемпе пĕрле витене эпир те тухатпăр.
— Асăрханарах эсир, шăтăк-путăк нумай кунта пирĕн.
Пĕр вити тăрăх утатпăр, теприн тăрăх. Пур çĕрте те асăрханса. Унсăрăн тĕттĕмре, чăн та, пĕр-пĕр шăтăка кĕрсе ӳкме те пултарăн.
— Унтан курăнмасть пулĕ, кунтарах килсе пăхăр-ха, юр мĕнле хĕвсе тултарнă акă, — пĕрене хушшинчи кĕртсене тарăхса алсипе шăла-шăла ывăтать Андрей Егорович. — Çакăнта ĕнтĕ çамрăк çурасене усрас пулать...
Кунтан эпир çĕнĕ вите тума пуçланă çĕре каятпар.
— Çакăччĕ-ха вăл пирĕн.
Юр айĕнчен унтан кунтан кирпĕч куписен тăррисем курăнаççĕ.
— Материал пур çинчех тумареç вĕт...
— Пуçланă ĕçе мĕншĕн вĕçлемерĕç пулать-ха вара?
— Дивциллина хавшаккипе. Пирĕн колхозра хуçа çук: кам мĕнле шутлать, çапла тăвать. Акă, строительнăй бригадăнах илĕпер. Малтан вăл, ним те калаймăн, аванах ĕçлерĕ. Материалсем хатĕрлерĕ, кирпĕчрен юпасем те купаларĕ. Ак çак курăнаканнисем çавсен тăррисем-ха вĕсем. Бригада ĕçлерĕ-ĕçлерĕ те пĕррехинче саланчĕ кайрĕ. Шăп çу варринче пулчĕ çакă. Ăçта кайрĕ, тетĕр-и? Ăçта пултăр, шабаша. Пурте каяççĕ те, эпир çынран катăк-и, терĕç те, тĕрлĕ еннелле вĕçтере пачĕç. Кун пирки эпĕ председателе пĕрре çеç мар каларăм, Порфирий Ильич, çынсене, давай, тивĕçлĕ услови туса парар, ĕçшĕн вăхăтра тӳлесе пырар, терĕм. Мĕнле ответлерĕ вăл мана, пĕлетĕр-и? «Сан ĕç мар, эсĕ пурне те пĕлсе ан тар!» — терĕ. Кулăшла вĕт?.. Унтан вара, витене эпир кирпĕчрен тăватпăр, тетпĕр. Апла-тăк, вăл ĕмĕр лармаллискер пулмалла. Ку пирĕн, тӳрех калатăп, вунă çул та лараймасть. Ăна туса пĕтернĕ-пĕтерменех ватма тивет.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен хальхи требование тивĕçтереймест вăл. Ну, курăр-ха, çак ан паянхи вите анĕ пулать-и ĕнтĕ? Вăрăмăшĕ тата? Ун тăршшĕ аллă-утмăл утăмран та ытла мар вĕт! Ăçтан кăна шыраса тупнă вĕсем çак проекта — ăнланаймастăп. Шутланă пулĕ ĕнтĕ, пирĕн колхоза çитет, тенĕ пулĕ. Çитмест. Çук, çитмест. Пĕр çул иртĕ, иккĕ, ну... калăпăр, вуннă, пирĕн колхоз та пĕр вырăнта тапăртатса тăмĕ, ыттисем пекех малалла кайĕ. Шанса тăратăп, каятех! Унсăр пулма пултараймасть! Тырпул тухăçĕпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышĕ те ӳсĕ. Ăçта вырнаçтарăпăр вара эпир вĕсене ун чух? Ирĕксĕрех çак витене сарма, анлăлатма тивĕ. Çитменнине, фермăри ĕç ялан алă вăйĕпе кăна та тăвăнмĕ. Ăна, тĕрĕссипе, халех механизацилеме тытăнмалла. Ун çинчен эпир шутламастпăр-ха. Вăхăт çитĕ, пурнăç хăех çакăнта та механизмсем кĕртсе лартма хушĕ. Хушатех! Анчах ăçта лартăн-ха эсĕ вĕсене çак ахаль те тăвăр витере?..
Вăрăмкаса каялла таврăннă çĕре клубра халăх самаяхчĕ ĕнтĕ. Хăшĕ ларнă, хăшĕ ура çинчех тăрать. Пĕрисем калаçа-калаçа пирус мăкăрлантараççĕ, теприсем ним шарлами — çăвар пушă мар та-ха — хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчеççĕ. Хăйсем вара пурте тумтирсемпех.
Клуб ăшăпа тек-тек иртĕхеймест пулмалла та, тарличчен ĕçленĕ çын пекех пасарнă. Пуринчен ытла — маччи. Унтан шăпăртатсах тумла тăкăнать.
Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Хăюллăн пусса утакан ватăсемпе пĕрле хăйсене именчĕклĕрех тыткалакан çамрăксен ушкăнĕсем те килсех тăраççĕ.
Пăртакран пухăва уçас текенсен сассисем илтĕне пуçларĕç.
— Хистетĕр пулсан, уçас эппин, — трибуна умне, хĕртсурт евĕр шуса, Ильин тухса тăрать.
Пур çĕрти пекех президиум суйлаççĕ, регламент çирĕплетеççĕ.
— Отчет тума сăмах колхоз председателĕ илет...
Ильин, йăлана кĕнĕ йĕрке тăрăх, пирвай çитĕнӳсем çинчен калать.
— Пуринчен ытла иртнĕ çул çĕрулми ăнса пулчĕ. Вăл планпа пăхнинчен икĕ хута яхăн ытларах тухрĕ. Хăмла та япăх мар, — çичĕ центнер çурă. Государствăна тырă сутас плана çĕр те икĕ процент таран тултарнă...
Унтан вăл выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем çине куçать. Аш-какай тăватçĕр вырăнне виççĕр çирĕм центнер туса илнĕ; сĕт палăртнинчен ултçĕр центнер каярах сунă, çăмарта планĕ çурри ытларах çеç пурнăçланнă...
— Тырпул тухăçĕ пирки ма каламасăр хăваратăн? — янăраса каять хыçалти ретсенчен.
— Тăхта, ĕлкĕрĕн, ун пирки те калăп...
— Кала çав!
— Эй, эсир, «камчатка», докладчике калаçма чăрмантаратăр, —асăрхаттарать пухăва ертсе пыраканĕ. — Ыйтусем кайран пулаççĕ. Калаç, — пуçĕпе сĕлтет Ильин енне.
— Тырă кăçал, начартарах ĕçлерĕмĕр пулас, иртнĕ çулхисенчен тават-пилĕк центнер каярах тухрĕ...
— Мĕншĕн ун пек? — чăтаймасть вăта çĕрте ларакансенчен пĕри.
— Кĕрхи çĕртме вăхăтра туман, çурхи акана кая юлса тухнă...
— Çакă çеç-и? — ку малти ретренех илтĕнет.
Пухăва ертсе пыраканĕ графина кăранташĕпе шаккать-шаккать те, кун пек ларса ĕç тухмасть тесе пулас, ахăр, ура çинех тарать:
— Юлташсем, шавлама чарăнмалла ĕнте, унсăрăн отчет тăвакана йывăр...
— Çук, текех кансĕрлеместпĕр.
— Калаçтăр вăл, ара, калаçтăр. Çăварне шыв сыпнă пек ан тăтăр.
Ильин, ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕркеленĕ май, ахалех лайăх ларакан куçлăхне енчен еннелле чышкаласа, тӳрлеткелесе илет.
— Тырпул тухăçĕ начар пулнин сăлтавĕ кĕрхи çĕртме вăхăтра туманнинче те çуракине кая юлса тухнинче çеç мар, паллах. Ĕç хатĕрĕ çителĕксĕрри те нумай чăрмав кӳнĕ пире. Ну, хăвăрах шутлăр, сӳресем, культиваторсем, сеялкăсем çителĕклĕ мар пулсан, мĕнле ĕçлетĕн-ха?..
— Вĕсем çуккишĕн кам айăплă?
— Кӳршĕсем мар, паллах, хамăр, — ним туртăнмасăр тавăрать хучĕсем çине кĕвенте пек авăннă Ильин.
— Мĕнле «хамăр»?! Эпир те-и?
— Эсир те, эпир те. Пурсăмăр та.
— Э, çук. Пирте айăп çук. Эсĕ ан хӳреленсе тăр унта!
— Ну, эпир пулар этшин, правлени...
— Тислĕк гектар пуçне мĕн чухлĕ кăларнă?
— Виçшер тонна.
— Минераллă удобрени?
— Ăна пĕтĕмпе те çичĕ тонна çеç туяннă.
— Çапла кала çав, чăмласшăн та, çăтасшăн та пулман, те.
Ильин ăна хирĕç темĕскер мăкăртатать-мăкартатать те, — халăх шавланипе вăл мĕн калаçни илтенмест, — доклачĕ вĕçленнине пĕлтерсе, папкине хупать, президиум сĕтелĕ хушшине кайса ларать.
— Докладчике ыйтусем тата пур-и? — пуху пуçлăхĕ йĕри-тавра пăхса çаврăнать. — Çук? Апла пулсан, отчета сӳтсе явма пуçăнăпăр. Кам калаçас тет?
Халь çеç хаюллăн шавланă халăх сасартăках шăпланать. Клубра пĕр хушă шăна вĕçни илтĕнесле шăплăх тăрать.
— Кам калаçас тет-ха, ну? Малтан сăмах илекене вăхăтне икĕ хут ытларах паратпăр, — хавхалантарма хăтланать пуху председателĕ.
Анчах халăх çаплах шарламасть. Пăш-пăш-пăш пăтти пĕçерме пуçларĕç пулин те, сасă кăларакансем курăнмаççĕ-ха.
— Хăçанччен ларас тетпĕр çапла чĕнмесĕр? Нивушлĕ вара пирĕн нимĕн çинчен калаçмалли те çук?
— Калаçмаллийĕ пур-ха вăл, пур. Сахалах та мар. Хуçалăх тĕрекленес вырăнне юхăннăçем юхăнса пырать те, епле калаçмалли çук пулать-ши вара?!
— Вăт-вăт, пур-тăк, калаçăр, пĕтĕмпех калăр. Анчах, палласа илеймерĕм те, кам пулчĕ-ха çак?
— Эпĕччĕ-ха ку...
— Тăрса калаçас пулать, тăрса. Пухăвăн йĕрки çапла.
— Калаçмалла-тăк, калам эппин, — сак çинчен ватă енне сулăннă хĕрарăм çĕкленет. — Çакна каласшăн, ара, эпĕ: начар ĕçлерĕ пирĕн председатель, питĕ начар. Колхоза вăл, малалла ярас вырăнне, каялла ячĕ. Виçĕмçулхинчен нумай каялла. Эпир вĕт ăна шаннăччĕ...
— Шаннă та улталаннă!
— Район центрĕнче пурăнать пулсан, сан колхозупа мĕн тăвать вăл?!
— Çемйи çеç райцентрта-иç, хăй — Шупашкартах!
— Унта ăна вĕренме кăна янă темеççĕ-и, вăл пурăнмаллипех кайнă пулать-и вара?! — каллех кĕрлесе илет халăх.
— Эпĕ те çавнах каласшăн. Пирĕн председатель вăхăтне ялта мар, урăх çĕрте ытларах ирттерет, — тăсрĕ сăмахне ватă колхозница. — Чăннипех те ĕçлесшĕн пулсан, çемйине унăн яла куçармалла. Хăналла вылянипе кăна эпир ниепле те малалла каяймăпăр. Вăт çапла.
— Яла куçсан, çурт лартса тертленмелле мар-и-ха? Лере хваттерĕ янтă ун!
— Пĕчĕк пӳлĕмлĕ хваттер-и? Хи-хи-хик...
— Пĕчĕк пулсан та, хысна туса пани.
Сăмах хулăн сасăллă арçын илет. Вăл çак куна çитсе те ĕç хатĕрĕсене юсаманни, вăрлăхсене сортламанни çинчен калать.
— Çуркунне çывхарса килет. Эпир, пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ пек, çаплах-ха ним ассăр саркаланса ларатпăр.
Йăрăс пӳллĕ те нар пек хĕрлĕ питлĕ хĕре фермăри ĕçсем пăшăрхантараççĕ.
— Докладчик хăй сăмахĕнче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сахал туса илетпĕр, терĕ. Тĕрес каларĕ. Анчах вăл çакăн сăлтавне темшĕн уçса памарĕ. Кирлĕччĕ. Выльăхсене апат çителĕклĕ çитерейменни —çак тĕп сăлтав. Кун çинчен вара, Ильин юлташ, ним хăрамасăр, пĕр пытармасăр каламалла. Продукци туса илесси апатран килнине эсир лайăх пĕлетĕр. Пиртен нумай лайăхрах. Апла пулин те, çав çити-çитми рационран та тăтăшах каса-каса илетĕр. Виçĕмкун татах каснă-ха. Ку, ман шутпа, ниçта шăнаçман япала.
— Эпĕ те пĕр-ик сăмах калам-ха, — лӳпперрĕн çĕкленет кĕреш пек арçын. — Эпĕ, мĕн-ха, минимум çинчен-ха...
— Мĕн тес кăмăлу пур вара санăн минимум пирки? — Çавăнтах темиçен пĕр харăс çаврăнаççĕ ун енне.
— «Мĕн тес кăмăл пур...» Пысăкрах тесшĕн эпĕ ăна. Çĕр çирĕм ĕçкунĕ тумалла та... — хăй çине çилĕллĕн пăхнине туйса, йавашшăн мăкăртатать вал.
— Çак пуçупа çавнашкал нăйкăшма мĕнле намăс мар сана?
— Эй, эсĕ, шабашник! Çичĕ тинĕс леш енчен таврăннă-им-ха ?
— Асту-ха ăна, ĕç вăхăтĕнче таçта çӳрерĕ-çӳрерĕ те халĕ халăх умне тăрса палкама та вăтанмасть, кĕççе пит...
— Лар эс, лар! Пухура калаçма сан праву çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...