Сывă пул, Таканай
Сурбанов ефрейтор демобилизаци йĕркипе киле каякансен малтанхи ушкăннех лекрĕ. Кунтах — Сабиров Вагиз та, Пархоменко Сашка та. Çĕркаç киле каяс хаваспа куç хупманран шăмшак йывăрланса çитнĕ. Ыйхă пуснăçем пусса пырать. Тепĕр вунпилĕк-çирĕм минутран туннель витĕр тухмалла. Кăшт уçăлас тесе, салтак сивĕ шывпа сапăнчĕ, тамбура тухрĕ. Часах вакун чӳречинчен чугун çул вокзалĕ курăнса кайрĕ: ун хыçĕнче, леререх, Таканай тăвĕ. Эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе тĕтре ăшĕнче пурăнаканскер, вăл паян та такамран именсе пытаннă пек.
— Пăхăр-ха, пăхăр, Таканай икке пайланнă! — кăшкăрса ячĕ халиччен ун пек-кун пеке асăрхасах кайман Пархоменко Сашка, вакун чӳречи патне пырса тăрсан. — «Шинель» аркисем курăнаççĕ те, «çĕлĕкĕ» кăшт палăрать.
— Çĕлĕкне хывсах кĕтсе илет, — кулса илчĕ чӳрече çумнех тĕршĕнсе шухăша кайнă Вагиз. — Халь мĕн вăл, çулла курасчĕ сирĕн. Хĕвел тухнă вăхăтра... Курсан, мĕн ĕмĕрне манайман пулăттăр.
— Çулла тӳр килмерĕ çав,— ӳкĕнчĕ Сашка.
Çара килнĕ чухне асăрхаман та эпир вăл тăва. Те вăл тĕтре ăшĕнче пулнăран, те хамăр тĕтрелĕхре ишнĕрен.
Сабиров Вагиз çулла пĕр-иккĕ те килсе кайнă Таканай хулине командировкăна. Çавăн чухне курнă та ĕнтĕ Таканай ирхи хĕвелпе пĕрле тӳпенелле туртăннине. Йĕкĕтсем салтака киличченех çакăнта хăй ĕмĕчĕпе йăпанса пурăннă ту. Унтанпа миçе çул иртсе кайрĕ акă. Ун пекех, хĕвеле миçе хутчен постра кĕтсе илнĕ.
Украина йĕкĕчĕ тапратнă сăмах кашнинех çывăх. Çамрăк салтак пурнăçĕ патне калаçса çитсен, пурте шăпланчĕç: çав эрнесенче йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă кĕçĕн сержанта ăшшăн аса илчĕç пулмалла.
Пуйăс вокзала çитсе чарăнаспа вĕсем патне взвод командирĕ Ющенко пычĕ:
— Çитрĕмер, атьсем, пуçтарăнăр.
— Хатĕрех эпир, аслă лейтенант юлташ, — юриех пĕр харăс хуравларĕç лешсем.
Ытти дивизионсенчи салтаксем маларах çитнĕ иккен. Плацăн пĕр хĕрне пухăнса тăнă. Часах кунта вĕсене ăсатакан салтаксем те взводăн-взводăн тăра-тăра тухрĕç. Музыкантсем те вырăнтах. Пурте командира — Быченко полковника кĕтеççĕ, штаб еннелле пăха-пăха илеççĕ. Тепĕр самантран плац çийĕн штаб начальникĕн хурçă сасси янăраса каять:
— Бригада, смир-но! Равнение на-лево!
Пурте сывламасăр тенĕ пек тăраççĕ.
— Полковник юлташ, чаçе демобилизаци йĕркипе киле каякансене ăсатма йĕркелесе тăратнă!
Быченко полковник, сывлăх суннă хыççăн, Сурбанов тăракан стройрисене демобилизаци хыпарне пĕлтерет, тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пурăнма, вĕренме ăнăçу сунать. Служба вĕçленнĕ ятпа кашнинех уйрăммăн саламласа ал тытать. Салтаксем пурте йăрăс, чăн-чăн ăмăрткайăксем — кăмăллăн кулкаласа илеççĕ. Сурбанов та кулать. Шинелĕ унăн хăй ятне çĕлетнĕ пекех, пĕтĕм кĕлеткине тăп-тăп тытса тăрать. Кăшт кăтрарах курăнакан çӳçне вĕр-çенĕ çĕлĕкĕ те хуплаймасть. Ваня ăна, çамрăкрах курăнас тесе, çамки çинче палăрма пуçланă йĕрсем çине юриех сапаланă пулмалла. Хурарах куç харшийĕпе кăвак куçĕ пĕтĕм сăнне илем кĕртсе тăраççĕ. Çинçе уссийĕ пичĕ шуранкарах пирки юри çыпăçтарса яна пекрех.
Юнашарах — Вагиз Сабиров, тутар йĕкĕчĕ. Ваньăран кăшт лутрарах анчах. Аттине хĕрĕх пĕрремĕш номер тăхăнать. Куçĕ чиканăнни пек вут-хĕм сапса тăмасан, сăмси Ваньăнни пек кăшт каçăртарах пулас-тăк, вĕсене иккĕшне пĕртăвансем теме юратчĕ. Пархоменко тата чăн-чăн пăхаттир! Виçĕмкун автоматпа аэростата персе антарма мĕнлерех тăрăшрĕ установка патĕнче. Ăна дивизион камандирĕ хăй тав турĕ. Сурбанов аслă оператора вара «кĕçĕн сержант» звани пама рапорт çырнăччĕ...
Быченко полковник ефрейтор тĕлĕнче чарăнсах тăрать. Сурбанов, полковникпа халиччен питех куçа-куçăн пулса курманскер, ярт! тăсăлса тăчĕ те: «Сирĕн умăрта — Сурбанов ефрейтор!» — тесе рапортларĕ. Полковник çакăн пек «сирĕн умăрташăн» урăх чухне нумай калаçса тăракан марччĕ: «Устава пăснăшăн — пилĕк талăк. Ăнланса ĕлкĕреймесен — тепĕр çавăн чухлĕ». Паян юрамасть. Демобилизаци. Çапах та Быченко Устава хӳтĕлесе илчĕ-илчех:
— Мĕншĕн Устава пăсатăр, кĕçĕн сержант юлташ?
— Никак нет, полковник юлташ. Сурбанов ефрейтор.
— Паянтан эсир, Сурбанов, — кĕçĕн сержант. Запасри кĕçĕн сержант. Ăнлантăр-и? Тăван çĕршыв хуралĕнче сыхă тăнăшăн...
— Так точно, полковник юлташ! Служу Советскому Союзу!
Ваньăпа юнашар тăракан Вагизпа Сашка «Сурбанова — урра!» —тесе кăшкăрма ун-кун пăхкаларĕç те, Ющенкăна курсан, шавламарĕç. Тепĕр вунпилĕк-çирĕм минут чăтма пулатех, вокзалта саламлĕç: ыталĕç те, юрлĕç-ташлĕç те. Юлашки хут пĕрле. Вара сывпуллашĕç. Тен, ӳлĕмрен тĕл пулма та тӳр килмĕ, ăçтан пĕлен: пĕри кăнтăрта, тепри Тутарта вĕт... Халех уйрăлма иртерех-ха. Малта — çур кун. Пуйăссем Мускав еннелле Таканай урлă каçалапа кăна куçма пуçлаççĕ.
Быченко киле каякансене ал тытса тухнă хыççăн музыкантсене паллă пачĕ. Марш кĕвви плац тепĕр енчисене вырăнтан хускатрĕ. Шак! шак! шак! пусса иртет часть киле каякансен умĕнчен: ĕмĕрхи пыçăк чыс. Сурбановăн ăшне тем капланса килчĕ... Тин çеç алла пăшал тытса строй умĕнче тупа тунăччĕ. Халĕ ак — киле. Салтаксем паçăрах утса иртрĕç пулин те, хăлхара çав-çавах ура сасси илтĕнсе тăрать-ха: шак! шак! шак!
Документсем илсе тĕрĕслев пунктĕнчен тухсан, Сурбанов каялла çаврăнса пăхрĕ. Крыльца çине çамрăк салтаксем пухăнса тăнă, алă сулаççĕ. Быченко та унтах. Çĕлĕкне хыçаларах лартнă хăй. Çӳçе-пуçĕ кĕмĕлленнĕ те, пĕрех çамрăк курăнать-ха: патвар та вăр-вар.
— Борис Васильевич, эсир те вĕсемпе мар пуль те? — шӳтлесе илчĕ Быченко, салтаксем енне пуçĕпе сĕлтсе.
— Лартсах ярас тетĕп, полковник юлташ, — хуравларĕ Ющенко. — Çарти пек каласан, юлашки тивĕçĕме пурнăçлатăп...
— Юрать, юрать, — кăмăллăн кулчĕ ракетчиксен чаçĕн командирĕ.
Командăна полковник сăрт леш енне каçса кайичченех пăхса ăсатрĕ. Шухăшлăн, савăнăçлăн. Çакна тĕтре пĕркенчĕкне сирсе пăрахнă Таканай вăрахчен сăнаса тăчĕ. Вара, Пархоменко Сашка каланă пек, каллех «икке пайланчĕ». Яшсене юлашки хут çапла ăсатать кашни ир тенĕ пек хĕвелпе пĕрле кăшт та пулин тӳпенелле çĕкленекен Таканай. Ку таврари чи çӳллĕскер, Азирен Европăна, Европăран Азие каякансене пăхса юлаканскер, хĕлĕн-çăвĕн симĕс тумлăскер.
Мускав пуйăсĕ тепĕр сехетрен килсе çитмелле. Билетсем кĕсъере. Шавлать, халь-халь çĕкленсе каясла кĕрлесе тăрать Таканай вокзалĕ. Ăçта пăхнă унта салтак. Кĕреççĕ, тухаççĕ. Гитара каласа юрлаççĕ:
Сывă пул, Таканай, Таканайăм,
Эс юлан, эп каятăп киле, —
илтĕнет пĕр кĕтесрен чăвашсен сасси. Пуйăс кĕтекенсен тепĕр залĕнче каллех гитара сасси. Тăван çĕре таврăнни çинчен юрлать пĕр ушкăн салтак. Салтак маррисем те вĕсен тавра пухăнса тăнă, пĕрле юрлаççĕ. Сурбановпа Сабиров ентешĕсене шырарĕç. Салтаксемпе пĕрле питĕ юрлас килет, анчах вăхăчĕ пĕртте юлман-çке! Тепĕр пилĕк минутран «Таканай — Челепе» электричка çула тухать.
Пархоменкăпа Сабиров Челепе электричкине курсанах, çарти тусĕсемпе сывпуллашса, ун патнелле уттарчĕç, çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Перрон çинче Сурбановпа Ющенко тăрса юлчĕç.
Çил вăйланнăçемĕн вăйланса пырать. Рельссем хушшинчи мĕнпур пек юра вĕçтерме тапратрĕ. Çӳлтен çӳле çĕклесе çавăрттарать. Ющенко шухăшлă: мĕнпур ăста специалист килне каять-çке паян! Сурбанов Ваня пĕрремĕш класлă оператор, чăтăмлă телефонист. Сабиров Вагиз — çыхăну «патши»: радиостанцин армак-чармак антеннине ун пек хăвăрт майлаштараканни урăх никамах çук пĕтĕм дивизионĕпе те. Вĕренӳсем вăхăтĕнче талăкĕ-талăкĕпе аппаратура умĕнчеччĕ. Унăн айăпĕпе пĕрре те çыхăнусăр ларман. Пархоменкăна та Ющенко питĕ лайăх пĕлет. Украина йĕкĕчĕ — стартовик, пĕрремĕш номер. Вĕсен расчечĕ мишень-самолета пĕр ракетăпах персе антарнă.
Пурте каяççĕ. Килнĕ çамрăксене çар ĕçне хăвăртрах вĕрентсе çитермелле. Çăмăл мар. Шухăшлă аслă лейтенант.
Мускав пуйăсĕ килни курăнчĕ. Вокзал тĕлне çитеспе пуйăс илемлĕн кăшкăртрĕ. Килех, килех. Кĕçĕн сержант тахçанах кĕтет ĕнтĕ сана. Ющенко перронри вăрăм сак çине ларчĕ, çил-тăман çавăрттарнине пăхмасăрах, кĕçĕн сержант мĕн хăтланнине сăнарĕ: «Эх, Сурбанов, Сурбанов, çăмăл мар пуль çав салтак пăттине пĕрле çинĕ туссенчен уйрăлма!» Вăл виçĕ халăх ывăлĕ — виçĕ тус шартлама сивĕре çыхăну линине юсаса таврăннине ăшшăн аса илчĕ.
Кун çинчен Сурбанов взвод командирне хăй каласа панăччĕ. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ вара Ющенко куçĕ умĕнчех иртнĕччĕ.
...Старта тăрас умĕн Ющенко: «Сурбанов, эсĕ пĕрремĕш батарейăрисене шăхăртса хăварма тăрăш-ха, атту тек мухтанаççĕ», —тенĕччĕ. Ефрейтор шухăшлакаласа пынă вăхăтра лешсем вăрмана кĕрсе курăнми те пулчĕç. Ющенко шӳтлесе: «Приказ — малта пулма»,— тенине илтсен тин Сурбанов йĕлтĕр йĕрĕпе ыттисем хыççăн вăрманалла çил-тăвăл пек çавăрттарса кĕрсе çухалчĕ. Пилĕк çухрăмра Сурбанов пилĕк çынна çитсе иртнĕ. Малта — тепĕр вунпилĕк-çирĕм çын, малта — вунă çухрăм. Ющенко тĕлне çитсен, ефрейтор ыйтуллăн пăхса илчĕ. Взвод командирĕ шарламарĕ. Тепĕр пилĕк çухрăмран умра тата пиллĕкĕн юлнă. Пурте пĕрремĕш батарейăран. Юлашки çаврăм, чи йывăрри. Сурбанов тăпах чарăнчĕ те туйисем çине таянчĕ, никам çине те пăхмасть.
— Мĕн пулчĕ, Сурбанов? — чупса пычĕ Ющенко. — Йывăр-им?
— Йывăр мар, аслă лейтенант юлташ, — тарăннăн сывласа илет Сурбанов. — Канам-ха кăшт...
— Маттур, маттур, Сурбанов, — судьясем енне пăхса хĕтĕртре Ющенко.
Салтак, йĕлтĕр йăллисене юсакаласан, каллех йывăçсем хыçĕнче çухалчĕ.
Курма пухăннисем Сурбанов тăвăннă терĕç пулмалла Унта та кунта шӳтлекелени, тăрăхлакаласа кулни илтĕнкелет. Ющенко шарламасть. Вăл шутланипе, финиш енчи хурăнлăхран Сурбанов вирхĕнсе тухмалла. Судья сĕтелĕ патĕнчисем те сехетне пăхкаласа тăраççĕ. Çав вăхăтра: «Килеççĕ, килеççĕ!» — кăшкăрчĕ тахăшĕ.
— Симаков килет! Симаков!
— Симаков мар вĕт, пăх-ха лайăхрах!
— Сурбанов! Сурбанов малта!
Ющенко «вăрман халăхне» сире-сире чи мала тухса тăчĕ. Салтак енчен енне сулăнса хĕрлĕ «финиш» патне çывхарать.
— Ваня! Сурбанов! — кăшкăрмасăр чăтса тăраймарĕ аслă лейтенант.
Ефрейтор финишран иртсе хăй командирĕ умне пырса чарăнчĕ, тӳрленсе тăчĕ:
— Аслă лейтенант юлташ, приказа пурнăçларăм, — аран-аран сывлăш çавăрчĕ вăл.
Ющенко Ваньăна çĕлĕкне тăхăнтартрĕ, шинельне уртса ячĕ.
Темиçе минутран йĕлтĕр йĕрĕ çинче тепĕр спортсмен курăнчĕ. Хыçранах — тата виççĕн. Малтине çитес пек. Вĕсенчен иккĕшĕ Вагизпа Сашка-мĕн. «О-па! Çул пар!» — илтĕнет вăрманта...
Вокзал çийĕнчи репродуктор хыттăнрах калаçма пуçларĕ:
— «Челепе—Мускав» пуйăс тепĕр минутран тапранать. Ăсатакансене вакунсенчен тухма ыйтатăп.
Шухăша кайнă Сурбанов ток çапнă пек карт туртăнса илчĕ те пуйăс патнелле аçа-çиçĕмле тапса сикрĕ. Хăй вакунĕ тĕлне çитеспе вăртах çаврăнса электричкăсем тăракан виççĕмĕш çул еннелле пăхрĕ: çарти тусĕсене шырарĕ-шим. Вакун пусми çине хăпарса тăчĕ, тинех перрон çинче тăракан Ющенкăна асăрхарĕ:
— Борис Васильевич, чипер юлăр!
— Ырă çул! Пире те манса ан кай!
Пуйăс сăрт кукăрне пăрăнса кĕрсен те, Ющенко çаплипех хускалмарĕ-ха: «Килне кайса тĕрĕс тăватăн, Сурбанов. Анне пĕрре кăна, савни те...»
Сурбанов сентре çине улăхса ӳпне выртрĕ те чӳречерен курăнакан ту хысакĕнчи пăт-пат çутăсене пăхса илчĕ. Кăнтăрла сăртсем çумĕнчи чăрăшсем лайăхах палăратчĕç ĕнтĕ. Çапах та кĕçĕн сержант вĕсене тĕттĕмре те аванах туйрĕ: «Сывă пулăр, çамрăк чăрăшсем. Юнашар тăраймăп текех. Урăххисем килĕç. Вăхăт çитсен, вĕсем те кайĕç çак çулпа: хăйсен çамрăклăхĕнчен уйрăлнă пекех уйрăлĕç. Эсир çеç ĕмĕр çамрăк, ĕмĕр симĕс пулăр, чăрăшăмсем».
Салтак куçне хупать кăна, каçхи тӳпенелле кăнтарнă шĕвĕр ракетăсем туха-туха тăраççĕ. Çӳллĕ те лăпсăркка хурăн тăрринчи армак-чармак антеннăна Вагиз тревога вăхăтĕнчех кирлĕ майла çавăрса лартать. Сашка ракетăна авăрлать. Ющенко, экран умĕнче çумлăн ларса, Сурбанова тӳпене хыпашлама вĕрентет пек... Виçĕ тус çыхăну линине юсама кайнăччĕ тата.
Çул хĕррине тухасси те нумай мар, татăлнă пралук çав-çавах тупăнмарĕ-ха. Малалла вăл, хула линийĕпе пĕрлешсе, юпасем тăрăх каять. Салтаксем, самаях йывăрланса çитнĕ йĕлтĕрсене йывăç айне пытарса, çул çине тухрĕç, çула май машина тупăнчĕ.
Яла çитеспе, çул юппинче, пĕр çĕре ункăланса пухăннă пралук тĕркине асăрхарĕ Сурбанов:
— Пĕр-пĕр автокран татса хăварнă пулмалла.
— Пĕр кунхине те çак вырăнтах татăлнăччĕ, мухмăрлă-сухмăрлă шоферсем хăтланаççĕ ĕнтĕ куна, йĕксĕксем! — ятлаçса илчĕ Вагиз, «чĕрнисене» сырнă май. — Эсĕ тепĕр енчи юпа çине улăх, — хушрĕ вăл хăйсене пулăшма килнĕ Сашкăна.
Сурбанов ункăланса выртакан пралук вĕçĕсене тепрер татăкпа вăрăмлатса салтаксене тыттарчĕ, лешсем вĕсене туртса карăнтарнă вăхăтра килекен машинăсене асăрхаса тăчĕ. Хăшне-пĕрне, автокран пеккисене, самантлăха чарса та тăратрĕ.
Телефон юписем пăрланса кайнă. «Чĕрнесем» те шăтараймаççĕ. Вагизĕ, мĕнпур службине çыхăну ĕçĕнче ирттерекенскер, пăрланнă енне тăрса чĕрмеленет: изоляторсем патне çитме те инçе мар. Пархоменко çур юпана та çитмен-ха. Сурбанов, телефонистсенчен асли сăнчăрпа çыхăнса майлашăннине курсан, «çамрăкки» енне çаврăнчĕ. Лешĕ Сурбанов çур сăмах каласа ĕлкĕриччен юпа тăрăх йăррр! ярăнса анчĕ. Юр пек шуралса кайнă хăй. Юрать-ха, ачин кăштах ăраскăлĕ пур та. Кăпăшка юр тĕлне лекрĕ.
— Эй, ачам, авланаймасăрах пĕтен вĕт кун пек, — шеллерĕ Сашкăна «çӳлти патшалăхри» ефрейтор-телефонист. — Ваня, эсĕ хăпар-ха тепĕр юпа çане, — аллисене вĕре-вĕре ăшăтрĕ вăл, халь-халь вĕçсе каяс пек сулăна-сулăна илекен виçĕ сыпăклă юпа çинче ĕнтĕркесе тăраканскер.
Прăлуксене туртса карăнтарма карăнтарчĕç, пăрса хума тытăнсан вара иккĕшĕн те пӳрнисем шăнса кӳтсе, тытаймиех пулчĕç.
— Вăйлах тайăлаççĕ, тĕпĕсем çĕрĕшнĕ пуль юпасен, — юлташĕсене ӳкĕтлеме тапратрĕ «тĕнче уçлăхĕнчен» ытла та çемçен анса ларнă стартовик. — Тем курасси пур...
Икĕ ефрейтор ним те чĕнмест. «Салтакăн кирек епле çанталăкра та чăтмалла», — шухăшларĕ Сурбанов. Тек-текех Сабиров Вагиз мĕнле тăрмашнине пăхкаларĕ.
— Мĕнле унта сан, Ваня, сыпăнчĕ-и? Манăн пĕтрĕ.
— Эпĕ — паçăрах.
— Апла-тăк, ма анмастăн, пăрланса ларас тетĕн-им? — тĕлĕнет телефонист Сурбанов халь те çӳлте шăхăрса ларнинчен.
— Калаçса пăхас тетĕп дивизионпа. Аппаратне пĕрлех илсе хăпарнă.
— Тĕрĕсле эппин. Эпĕ анап. Сурбанов аппарат индукторне çавăрчĕ:
— Алло, «улттă-вунпиллĕк»!..
Хулари телефон станцийĕнчен те сас пачĕç: çыхăну пур!..
Салтак месерле çаврăнса выртрĕ. Вакун, демобилизаци салтакĕсемпе тулса ларнăскер, шавласа-кĕрлесе пырать: юрлани, калаçни — пурте пĕрле, пĕр вăхăтра Сурбанов çеç шухăшĕсене тытса чараймасăр тертленет: акă вăл килне çитсе тăнă. Амăшĕ ирех вăраннă та ашшĕне каç тĕлленнĕ тĕлĕкне каласа кăтартать: «Тĕлĕкре хамăр Ванюка курнă. Таçта хурал тăрса таврăннă та, Мана: «Анне, хырăм пит выçрĕ те, мĕн те пулин çитер-ха», — тет. Ыранлă-мĕнлă çитетех пуль — чĕре сисет. Шăнăрсем те туяççĕ».
Ашшĕпе амăшĕ сăмахне Сурбановăн кĕçĕн шăллĕ илтнĕ те: «Ман валли тете кĕсье хунарĕ, значоксем, пилотка илсе килет, — унтан, чӳречерен пăхса: — анне, анне, урамра мĕн чухлĕ юр! Мĕн чухлĕ юр çуса тултарнă. Улмуççисем те чечеке ларнăнах курăнаççĕ», — тет пек.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...