Шуçăм шывĕ тăрăх çӳрерĕм...
Кампа кăна тĕл пулман-ши, мĕнле кăна инкек тӳсмен-ши хăйĕн ĕмĕрĕнче çак сăпайлă та ырă кăмăллă çын... Кунçул шăпине кура, Аслă Октябрьти социализмлă революци умĕнхи йывăр та асаплă çулсенчех вăл, тутарсен ытти талантлă çыравçисемпе пĕрле, тăван халăхĕн культурине аталантарас ĕçе хутшăннă. Вăл — тутар литературин сумлă аксакалĕ, Габдулла Тукайпа Маджит Гафурин, Шейхзаде Бабичăн, Константин Ивановпа Николай Шелепин, Тайăр Тимккин саманташĕ. Вăл хăй мĕн курнине, ăçта çитсе кампа тĕл пулнине пĕтĕмпех çырса хăварма ĕлкĕрнĕ пулсан, мĕн тери кăсăк кĕнеке пулĕччĕ. Шел, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пĕтĕмпех, вĕçне çитиех пурнăçлаймарĕ ватă поэт...
Сăмахăм ман Николай Иванович Шелепин çывăх тусĕ пулнă паллă тутар çыравçи Зафир Башири çинчен, вĕсен туслăхĕ çинчен пырать.
...1960 çулхи çулла, институтра экзаменсем вĕçленсен, каникула тухнă хыççăн, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ И. В. Скворцов ятарласа чĕннипе эпĕ Хусана тухса кайрăм. Тутар республикинчи чăвашсем валли тухса тăракан хаçатра, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен тесе, литсотрудникра ĕçлеме тытăнтăм. Пăва хулннчи «Новый путь» тата «Янга юл» хаçатсенче, ВЛКСМ райкомĕнче пĕрле ĕçленĕ тусăм, тутарсен паянхи паллă çыравçи Барлас Камалов ун чухне «Татарстан яшьлере» хаçатăн редакторĕччĕ. Ĕçрен пушаннă вăхăтсенче эпĕ час-часах Барлас тусăм патне кĕркелесе тухаттăм, тăван Тутарстан çамрăкĕсен хаçачĕпе кăсăкланаттăм.
Эпĕ, яланхи йăлапа редакцие иртерех пынăскер, пĕррехинче çапла çитес номер валли тĕрленчĕк çырса ларатăп. Сасартăк умри телефон чăнкăртатса илчĕ. Трубкăна тытатăп та Барлас сассине илтетĕп:
— Тусăм, пĕлетĕн-и, паян пирĕн пата Уфаран Зариф-ага Башири килсе çитрĕ. Халь вăл ман пӳлĕмре ларать. Эсĕ унпа виç-тăват çул каялла Пăвара тĕл пулса калаçнине, ун чухне сана мĕн кăсăклантарнине аса илтĕм те пĕлтерес терĕм. Килсе лар, вăхăт тупса. Зариф-ага ыран хăйĕн тăван ялне тухса каять.
Барлас Хамитович ларакан пӳлĕмĕн алăкне уçатăп. Ун умĕнче — тутар литературин аксакалĕ Зариф Шарафутдинович Башири, тутарла хисеплесе каласан — Зариф-ага ларать. Эпĕ пӳлĕме кĕрсен вăл ури çине тăчĕ хирĕç пырса алă пачĕ. Ман иккĕленĕве, пăлханăва туйрĕ пулас, тӳрех калаçма, ыйтусем пама тытăнчĕ:
— Нумай пулать-и Шупашкартан килни? Мĕнле пурăнаççĕ унта пирĕн Хусанкайпа Кăлкан, Краснов-Асли ентешсем? Сывлăхпа çӳреççĕ-и?
— Сывлахпах-ха, кунта тухса килес умĕн виççĕшне те курсаттăм,— тетĕп эпĕ.
— Ху тата мĕн ĕçлетĕн? Халăх сăвви-юррисемпе халĕ те кăсăкланатăн-и-ха? Пăвара, хаçат редакцийĕнче, леш Атав Тăлăмпай ялĕнче çырса илнĕ «Сехиме юррине» вуласа панине халĕ те астăватăп. Килĕшнĕччĕ вăл юрă мана. Ун пек юрăсене эпĕ хамăрăн Кĕтнепе Пăла тăрăхĕнче те илтнĕ. Вĕсемпе ман ятарласах паллашма тиврĕ. Ку вăл ак çапла пулчĕ. Хусанта тухса тăракан «Казан мохбире» хаçатра тата «Шура» журналта (Оренбург) çапăннă тĕрленчĕксене эпĕ 1909 çулта кĕнеке туса кăлартăм. Çакăн хыççăн манăн Хусанта паллă тюркологсемпе, Н. И. Ашмаринпа тата В. В. Радловпа, çывăххăн паллашмалла пулчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те чăваш чĕлхине юратса тĕпчекен çынсемччĕ. Çак çынсем мана чăвашсен пурнăçне, культурине тата тимлĕнрех тĕпчеме, çырма канаш пачĕç.
«Чăвашсем сăвă-юрă енчен питĕ те пуян. Вĕсен кашни ялтах юрă ăстисем пур. Çав юрăсене сирĕн ним ӳркенмесĕр çыра-çыра илмелле, ытти тĕрĕксен сăвви-юррисемпе танлаштарса пăхмалла. Çак ĕçе тума сире йывăрах пулас çук. Эсир чăвашла та аван пĕлетĕр, — терĕ мана Н. И. Ашмарин.
Эпĕ вара çанна тавăрсах çак ĕçе пуçăнтам. Чăвашсене кирек ăçта тĕл пулам — калаçăва хутшăнатăп. Яла таврăнсан, таврари чăваш ялĕсене туха-туха çӳретĕп. Анчах та шел, çапла хавхаланса тытăннă ĕçĕме эпĕ вĕçне çитереймерĕм. 1911 çулхине мана, Хусан кĕпĕрнатăрĕн хушăвĕ тăрăх, тăван ялăмран ниçта та тухса çӳремелле мар тесе, полици куçĕ умне тăратрĕç. Манăн кашни утăма старшинапа уретниксем йĕрлеме тытăнчĕç. Малашне мĕнле пурăнмалла, мĕн тумалла?.. Çук, текех чуна хĕнеттерсе выртам мар, ăçта та пулин инçетелле тухса шăвăнам тетĕп. Чăнах та, теветкелленсе Хусана тухса тартăм. Хусанти тусăмсем пулăшнипе Ĕпхĕве персе çитрĕм, унтан — Семипалатинск хулине. Семипалатинскран, çичçĕр çухрăм хушши ем-ешĕл ешерсе выртакан Казахстан çеçенхирĕ тăрăх, пĕр ямшăк кӳми çинчен теприн çине куçа-куçа ларса, инçетри Капал хулине пырса çитрĕм.
Капал хулинче ун чухне казахсемпе узбексем çеç мар, тутарсем те йышлăн пурăнатчĕç. Çак хăйне евĕрлĕ шăв-шавлă, пысăках мар хулара эпĕ виçĕ çул хушши ачасене вĕрентсе пурăнтăм.
1916 çулхине çулла аннерен: «Ывăлăм, хуçалăхăмăр питĕ те юхăнса кайрĕ. Вунвиç çулхи Халим шăллу акапуçне лаша вырăнне кӳлĕнсе суха тăвать», —тесе çырнă хурлăхлă çыру илсен, ирĕксĕрех яла таврăнмалла пулчĕ.
Яла таврăнсан, тăвансемпе, тус-юлташсемпе курăшса лăплансан, эпĕ хамăн киле хăварнă алçырăвăмсене йĕркене кĕртме шутларăм. Чăланта ларакан печĕк арчана пӳрте йăтса кĕтĕм... Пушă арчана курсан, йĕрсе ятăм. Ман тетрадьсенчен пĕр хут татăкĕ те юлман. Становой приставпа уретниксем кил-çурта ухтарма пырсан, ман тетрадьсене, юлташсен çырăвĕсене йăлтах хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Эпĕ вĕсене кайран, революци хыççăн, архивсенче те шыраса пăхрăм, анчах та вĕçне-хĕрне тухаймарăм. Н. И. Ашмаринпа В. В. Радлов хавхалантарнипе пуçланнă ĕçĕм патша йыттисене пула харама кайрĕ. Кайран çав ĕçе çĕнĕрен пуçлама пачах та май килмерĕ. Ман каллех Вăтам Азие тухса кайма тиврĕ. Ĕлĕкхи пек вăрттăн-хĕрттĕн мар, хам ирĕкпе, чунăм туртнипе. Унта эпĕ Ташкент хулинче кĕнеке издательствинче ĕçлерĕм, университет çумĕнчи рабфакра çамрăксене вĕрентрĕм. Çак хĕрӳ ĕçсем мана вăрах вăхăтлăха чăвашсенчен уйăрса ячĕç. Кайран, 1929 çулхине пулас, пĕр уйăхлăха яла таврăнсан, эпĕ каллех кӳршĕри чăваш ялĕсене тухса çӳрерĕм. Шел, эпĕ ĕлĕкрех калăçнă ватăсем çукчĕ ĕнтĕ. Вĕсен халап-юмахĕсем, юррисемпе пейечĕсем маншăн илемлĕ легенда пек кăна тăрса юлчĕç. Асăмра юлнă йĕркесем халĕ те кĕсле кĕвви пек янăраса тăраççĕ:
Ик караппăл, икĕ ăмăртка
Тусем çипе вĕçеççĕ шуйханса.
Чĕпписене, ай-хай, çухатнă пуль,
Çавăнпа хурланса йĕреççĕ пуль...
Пĕр вăхăтлăха Зариф-ага калаçма чарăнать. Унтан тем аса илнĕ пек мана куçран пăхать:
— Кала-ха, тускайăм, Николай Иванович Шелепи пурнăçĕпе ĕçĕ çинчен сирĕн мĕн те пулин пур-и? Тĕпчеççĕ-и чăваш ученăйĕсем ун ĕçне-хĕлне? Ярса пар-ха мана çав ĕçсене, поэтăн юлашки çулсенче тухнă сăвви-юррисене.
Эпĕ Зариф-агана институтра хама вĕрентекен юратнă профессорăн М. Я. Сироткинăн виçĕ çул каялла çеç çапăнса тухнă «Н. И. Полоруссов (Шелеби)» ятлă брошюрипе сăвăçăн тинтерех тухнă кĕнекисем çинчен каласа паратăп, Шупашкара таврăнсанах ярса пама пулатăп.
— Малтанхисене сирĕн, çамрăксен, нихçан та манмалла мар. Çав тери йывăр саманара та вĕсем тăван халăхăн культурипе пуласлăхĕ пирки шухăшлама пăрахман.
Николай Иванович Шелепи манран çичĕ çул аслăрах пулсан та, ман саманташăм пулнă. Эпир унпа литературăра пĕр сывлăшпа сывланă.
Н. И. Полоруссов-Шелепи ятне, хушаматне эпĕ чи малтан 1906—1909 çулсенче илтнĕ. Вăл çулсенче Хусанта «Хыпар» хаçатра ĕçлекенсем, вĕренекенсем тата тĕрлĕ учрежденисенче хĕсметре тăракан чăвашсем чылаях йышлăччĕ. Çав çынсенчен нумайăшĕпе, ытларах та вĕренекенсемпе, Бурган, Гильмутдин, Шихабудин Шарафсем çывăх тăратчĕç. Чăваш çамрăкĕсем час-часах Шарафсем патне пуçтарăнатчĕç. Унта вара ялан чăваш чĕлхи, юрри янăраса тăратчĕ.
Пĕртăван Шарафсем хальхи Аслă Елчĕк патĕнчи Тутар Шуршăвĕнчен (Тутар АССРĕнчи Пăва районĕ. — В. А.) тухнă çынсемччĕ, чăвашла та вĕсем аван пĕлетчĕç. Пуян килйышран пулсан та, халăха пусмăрласа услам çумне услам хушас ĕмĕтпе пурăнмарĕç Шарафсем. Хăйсен пурлăхне, пĕтĕм вăйне-халне тăван халăхне çутта кăларас, ун ăстăнне малалла туртас ĕçе пачĕç, типографисем уçрĕç. Шарафсен типографийĕсенче Г. Тукайпа М. Гафурин тата ытти паллă çыравçăсен кĕнекисем, социализм идейисене çутатса паракан брошюрăсем пичетлесе кăларчĕç. Хусанти социал-демократсем те Шарафсемпе çирĕп çыхăну тытнă. Çак пĕртăван Шарафсенчен илтрĕм те ĕнтĕ эпĕ чи малтанхи хут Н. И. Полорусов-Шелепи ятне. Ун чухне Н. И. Шелепин пĕр хăюллă сăвви «Хыпар» хаçатра çапăнса тухнă тетчĕç.
«Хыпара» хупсан, Н. И. Шелепи хăйĕн сăввисене, корреспонденцийĕсене тутарла çырма тытăнать, вес «Казан мохбире». (Хусан), «Вакыт» (Оренбург) хаçатсене ярса парать. Хăшне-пĕрне вăл, тен, чăвашлах та ярса панă пулас. Мĕншĕн тесен «Казан мохбире» хаçатăн яваплă редакторĕ Бурган Шараф, каларăм ĕнте, чăвашла питĕ те лайăх пĕлнĕ.
Н. И. Шелепи ятне çавăн чухнех илтнĕ пулсан та, хăйĕнпе куçа-куçăн паллашма Октябрьти социализмлă аслă революци хыççăн çеç тӳр килчĕ.
1926 çулта çулла эпĕ пĕр вăхăтлăха Хусана таврăнтăм. Утса пыратăп урампа çапла.
— Башири, эсĕ мар-и ара ку? — илтĕнчĕ сасартăк палланă сасă. Çаврăнса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: турă ут кӳлнĕ тăрантас çинче Галимджан Ибрагимов лара парать.
Васкасах ун патне пырса аллине чăмăртатăп.
— Атя, лар. Ман санпа питĕ те калаçас килет. Курманни те пĕр ĕмĕр, — тет Галимджан.
Ун чухне Галимджан Ибрагимов Тутарстанăн Çутеç комиссариачĕ çумĕнчи Академи центрĕн председателĕнче ĕçлетчĕ. Пĕр-пĕрне тунсăхласа çитнĕскерсем, эпир ун ĕç пӳлĕмне кĕрсе лартăмăр. Вăрахчен калаçрăмăр: çак çĕнĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă тусăмăрсене аса илтĕмĕр, паянхи тутар литературин ыйтăвĕсем çинчен калаçрăмăр. Ларсан-ларсан Галимджан Ибрагимов мана:
— Башири тусăм, пĕлетĕн-и, ак мĕнле шухăш килсе ӳкрĕ ман пуç çине, — тет: — эпир сана чăваш, узбек, уйгур литературисем çинчен пĕрер япала çыртарас тетпĕр. Ку халăхсен пурнăçне, сăмахлăхне эсĕ аван пĕлетĕн. Чăвашсем çинчен те революцичченех кĕнекесем кăлартăн. Пуçăн-ха çав ĕçе çĕнĕлле. Кун пирки эпĕ ыранах Кави Наджмипе калаçса пăхас тетĕп.
Паллах, тусăм сĕнекен сумлă ĕçрен эп пăрăнмарăм. Ун сĕнĕвне эпĕ чыслă, яваплă шанăç вырăнне хурса йышăнтăм.
Иккĕмĕш кунне мана Кави Наджми хăй патне килие чĕнтерчĕ. Ун чухне эпĕ «Гранд-Отель» хăна килĕнче пурăнаттăм.
Пырса кĕретĕп те Кави хваттерне — унта пĕр хуп-хура сухаллă, уçă пит-куçлă çынна куратăп. Кил хуçи мана çак мăн сухаллă çынпа паллаштарать. Эпир пĕр-пĕрин умне пырса тăратпăр.
— Николай Иванович Полоруссов-Шелепи, — тет мана леш çын алă парса. Алли тимĕрçĕ алли пек çирĕп хăйĕн. Ятне, хушаматне каласан, эпĕ ун аллине тата хытăрах чăмăртаса илетĕп.
— Тахçанах илтнĕ эпĕ сирĕн çинчен, Шелепи юлташ, анчах та хăвăрпа паллашма телей пулман, — тетĕп эпĕ хĕпĕртесе.
— Ак мĕнле майлашать пирĕн шухăш, — тет Кави Наджми те хаваслăн. — Ваттисем каларăшле, кăвак тӳперен кĕтнĕ япала ура айĕнчен сиксе тухрĕ. Пĕр-пĕрне кăштах пĕлетĕр те иккен. Башири юлташ, сана эпир, Галимджан Ибрагимовпа иксĕмĕр, чăваш литератури çинчен пĕрер кĕнеке çырма сĕнес тесе шутлатпăр. Пирĕн шухăша пĕлнĕ пекех, паян акă Николай Иванович та килсе кĕчĕ. Ăна та пирĕн икĕ литература хушшинчи хутшăнăва вăйлатас шухăш канăç памасть иккен. Эсĕ те ак, Башири юлташ, малтан калаçса татăлнă тейĕн, Хусана килсе çитрĕн, — тет Кави. Кĕçех пирĕн умри сĕтел çине ĕçме-çиме, сăмавар тухса ларать. Непмансен халвипе чей ĕçе-ĕçе, пулас кĕнеке çинчен канашлатпăр.
— Эпир халь çĕнĕ саманара пурăнатпăр. Икĕ халăх хушшинчи туслăх та çĕнĕлле пулмалла. Çак çĕнĕ туслăхăн çĕнĕ кĕперне пирĕн хăвăртрах тумалла. Унăн пĕрремĕш сăвайне хăвăртрах çапмалла. Ку тĕлĕшпе пирĕн ӳлĕмрен те тăрăшса ĕçлемелле, — хĕмлентерет пире Кави Наджми.
Çак тĕлпулу хыççăн тепĕр кунхинех эпĕ Тутарстан кĕнеке çуртне кайрăм: чăваш, узбек, уйгур литературисем çинчен пĕрер кĕнеке çырса пама договор турăм, ĕçе тытăнтăм. Кулленхи хавхалануллă ĕçре мана, хăш чухне иртен пуçласа сĕм каçчен, Николай Иванович Шелепи пулăшать. Чăваш çыравçисен произведенийĕсене лайăхрах ăнлантарас тесе, хăшпĕр вырăнсене куçара-куçара парать.
— Литературăна лайăхрах ăнкарас тесен калаçу чĕлхине пĕлни çеç çителĕксĕр, кĕнеке чĕлхине те лайăх пĕлмелле, — тет вăл.
Ĕçрен пушаннă вăхăтсенче эпир пăртакçă «çуттине» те сыпкаласа илетпĕр. Николай Иванович вара хаваслăн юрласа ярать:
Шуçăм шывĕ тăрăх çӳрерĕм,
Сарă тилĕ йĕрне йĕрлерĕм.
Йыттăмсем ырнине сисмерĕм,
Хура куç кĕтнине пĕлмерĕм.
Мĕн чухлĕ халап-легенда, историлле калав, юрă пĕлетчĕ пулĕ Н. И. Шелепи: Искендерпе Чингиз хан, Батый хан, Уксах Тимĕр çинчен. Илемлĕ каласа паратчĕ Николай Иванович вĕсене. Туртса карăнтарнă хирлӳ пек туйăнатчĕ мана юрăçă чунĕ, кăшт сĕртĕнсенех вăл илемлĕн янăраса каятчĕ. Тĕлĕнеттĕм: ăçтан çавăн чухлĕ юрă, легенда упранса юлнă чăваш халăхĕн асĕнче, унăн çак талантлă юрăçин чĕринче теттĕм. Çапла çав, халăхĕ пулсан ун чунне хĕмлентерекенсем, ун ятне çĕклекен юрăçсем çуралаççех, тупăнаççех. Пурнăç йĕрки çапла.
Пĕр уйăх хушши ырми-канми ĕçлесе, Николай Иванович Шелепи чунне парса пулăшнипе çĕкленсе, «Чăваш литератури» кĕнекене ăнăçлăн çырса пĕтертĕм те издательствăна кайса патăм. 1928 çулта вăл çапăнса тухрĕ.
Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ Н. И. Шелепи. Кервен кĕлеткеллĕ, хуп-хура сухаллă, çынна куçран тӳррĕн пăхакан хастар чунлă сăвăç. Мана вăл хаклă йышши чулсемпе ылтăн-кĕмĕлсенчен юрла-юрла тĕрлĕрен хитре япаласем тăвакан хаваслă ăстана аса илтерет. Чăнах та çавăн пек ăстаччĕ Николай Иванович Шелепи поэт. Çавăн пек юлчĕ вăл ман асăмра.
Туслăх кĕперне хывакансен ĕçĕ ахаль çухалмарĕ, вăл тата та хăватлăрах вăй илчĕ, тĕрекленчĕ. Ав мĕнле çитмĕл çичĕ чĕнтĕр-эрешпе çиçет халь çав туслăх кĕперĕ. Ун илемĕ ӳлĕмрен те тĕссĕрленес çук. Ĕмĕрех çутă вăл, ĕмĕрех вĕр-çĕнĕ».
Çакăн хыççăн тата тепре те тĕл пулма тӳр килнĕччĕ мана Зариф Шарафутдинович Баширипе. Ку вăл Хусантах, тутар çыравçисен Габдулла Тукай ячĕпе хисепленсе тăракан клубĕнче, пулнăччĕ. Ун чухне Зариф-ага шап-шурă çӳçлĕ Хасан Туфанпа калаçса ларатчĕ. Эпĕ, чунăм çав тери туртсан та, сумлă ватăсем патне пырса ларма, вĕсен илемлĕ калаçăвне татма хăяймарăм. Именереххĕн çеç сывлăх сунса иртсе кайрăм.
...Пăрĕ те çапнăччĕ вĕсене, тăмĕ те тивнĕччĕ — çапах та çирĕпчĕ вĕсен чун хавалĕ. Сывлăхĕсене, ватлăхĕсене пăхмасăр, хĕвел еннелле туртăнса ларакан капмар нар йывăçĕсем евĕрлĕн, тутлă çимĕçĕсене паратчĕç. Çимĕçĕсем вара вĕсен, мĕн калăн, техĕмлĕччĕ, сиплĕччĕ. Эпир халĕ те вĕсен çимĕçĕсене астивсе ăс-хакăла туптатпăр, вай-хал пухатпăр.
Хусан—Шупашкар, 1960-1963 çç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...