Çĕнĕ çул юмахĕ
Кĕçех Çĕнĕ çул çитет. Пирĕн чăрăш çук. Аттепе вăрмана кайрăмăр. Çитрĕмĕр, анчах та çунашкана киле манса хăварнă-мĕн. Чăрăша епле киле çитерес? Атте киле çунашка илме чупрĕ. Эпĕ чăрăш касма пикентĕм. Пуçларăм çеç, чăрăш çын чĕлхипе калаçма тытăнчĕ. Хăранипе чăрăш патĕнчен пăрахса тартăм, юнашар ӳсекен йывăç тăррине хăпартăм. Пĕр çур сехет пек лартăм пуль чĕтресе, чăрăш урăх шарламаннине кура çĕре антăм. Каллех чăрăш калаçать, «Мĕн кирлĕ сана, хĕрĕм, эпĕ сан пĕр ĕмĕтне пурнăçлама пултаратăп», — тет. «Мĕн ыйтас?» «Манăн Хĕл Мучипе тĕл пулас килет», — тетĕп чăрăша. Пăх та кур, эпĕ темĕнле пӳрт умĕнче тăратăп. Хăра-хăрах пӳрте кĕтĕм. Пӳртре Хĕл Мучи лара парать. Хĕл Мучи ман еннелле пăхрĕ те, «Эсĕ Марта вĕт?» — тет. «Çапла, — тетĕп. — Эсир ман ята ăçтан пĕлетĕр?»
— Нумай пĕлсен час ватăлатăн.
Пăртакран вăл мана калать, «Эп халь йывăçсене капăрлататăп, эсĕ унччен пӳртре тирпейле. Çак патака ан тыт, вăл асамлă».
Çапла каларĕ те Хĕл Мучи тухса кайрĕ. Вăл тухса кайрĕ çеç, патак хыçĕнчен кушак сиксе тухрĕ. Вăл Хĕл Мучипе пурăннă иккен. Кушак мана темшĕн килĕштермен, çак патака урипе ман еннелле тапса ячĕ. Патак мана пырса перĕнчĕ çеç, эпĕ çывăрса кайрăм. Кушак мана ылтăн тупăка тирпейлесе хунă-мĕн.
Тантăшăм мана çухатнă та шыраса шăпах çак пӳрте çитсе кĕнĕ. Инна (çапла чĕнеççĕ ман тусăма) мана калать, «Марта, вăран, тархасшăн!» Ун сассипе эпĕ вăрантăм.
— Ăçта эпĕ?
Хĕл Мучи те кунтах иккен, «Нумай пĕлсен час ватăлатăн».
Хĕл Мучи манпа сыв пуллашса пĕр арча ылтăн кĕпе парнелерĕ.
Куçсене шăлса илтĕм. Аттепе иксĕмĕр чăрăш касрăмăр, ăна киле илсе килтĕмĕр, капăрлатрăмăр. Елкăра эпĕ пуринчен хитри пултăм, Хĕл Мучи парнеленĕ ылтăн кĕпепе чун тăраниччен ташларăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...