Кăвак çеçке
Юлташăм тухрĕ ирхине
Йĕпе окопăн хĕррине.
Сасартăк курчĕ вăл çеçке.
Кăвак çеçке илемлĕ-çке.
Ăна татса, конверт ăшне
Чиксе ăсатрĕ инçене.
Çеçке йăпатĕ инçетре
Фиалка куçлă пĕр хĕре.
Çеçки типсен те, пӳртĕнче
Çеçке пек туйăнĕ тĕнче.
Кăвак çеçкеЮлташăм тухрĕ ирхине Йĕпе окопăн хĕррине.
Сасартăк курчĕ вăл çеçке. Кăвак çеçке илемлĕ-çке.
Ăна татса, конверт ăшне Чиксе ăсатрĕ инçене.
Çеçке йăпатĕ инçетре Фиалка куçлă пĕр хĕре.
Çеçки типсен те, пӳртĕнче Çеçке пек туйăнĕ тĕнче.
|
Надежда евдокимова (2017-01-15 19:23:58):
Сăвви кеске пулсан та шухăшĕ питĕ тарăн. Кăмăллатап çакăн пек сăвăсене.вулас килет.