Вăрмана кайрăм...
Вăрмана кайрăм. Пĕр-ик утăм турăм-ши е тăваймарăм — çил-тăман пуçланчĕ. Пăхатăп та, Хĕл Мучи чăрăш умĕнче тăра парать.
— Хĕл Мучи, эсĕ чăнниех-и?
— Чăн-чăнниех.
— Апла пулсан, эсĕ манăн ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăн пулĕ?
— Ĕмĕтсем? Нумай-и вĕсем санăн?
— Ытлашши нумаях мар.
— Каласа пар-ха эппин.
— Эпĕ лайăх вĕренесшĕн. Яланах.
— Кăна пурнăçлама пулать. Ытларах çеç тăрăшмалла.
— Эсĕ мĕн пур çынна ĕç укçи вăхăтра пар-ха.
— Тăрăшса пăхăп.
— Эп Африкăна кайса курасшăн. Унта слон çинче ярăнасшăн, пĕчĕк тигр çурине илесшĕн.
Çак самантрах Африкăна çитсе тăтăм. Слон çинче ярăнтăм, — тигр çурине тупаймарăм.
Çакăн хыççăн Хĕл Мучи мана каялла илсе килчĕ.
Тепĕр кунне каллех вăрмана кайрăм. Тухатмăш карчăка куртăм та хăраса кайрăм. Ун патаккине туртса илтĕм. Пăшалпа пересшĕнччĕ те — таçта тарса пытанчĕ. Вăл пытанчĕ — темĕнле ĕмĕлке сиксе тухрĕ. Чĕтремех пуçларăм. Çав вăхăтра Хĕл Мучи çитсе тăчĕ. Вăл ĕмĕлкене таçта çитиех вĕçтерсе ячĕ. Йĕпе вырăн çеç тăрса юлчĕ. Вăл мана выляса çӳренĕшĕн ятларĕ. Тепре тĕл пулсан мана велосипед, пукане, пĕр хутаç конфет тата елка парнелĕп, терĕ.
Хĕл Мучи пĕлĕт çинчен пăлансем кӳлнĕ лавпа аннă-мĕн, пирĕн вăрмана çитсе тăнă. Мана та хăйпе пĕрле лартса ярăнтарса çӳрерĕ. Çул çинче çăлтăрсемпе куç хĕсмелле вылярăмăр, пĕлĕтсем çинче шыва кĕтĕмĕр, усалсенчен тартăмăр. Унтан Юр Пикепе паллаштарчĕ.
Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм, Хĕл Мучи керменĕнче питĕ сивĕ, анчах та эпĕ пачах та шăнмарăм, шăнас вырăнне ăшша пиçрĕм, часрах килелле чупрăм.
Марина Росскова, Вероника Семенова
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...