Çылăхлă чун
Çĕр пăч тĕттĕм, пĕтĕм ял
Ĕçрен канса çывăрать...
Ват тимĕрçе пĕр усал
Лаççа тухма тăратать.
Ват тимĕрçĕн лаççине
Çĕрле тухма чун туртмасть,
Анчах улпут лашине
Таканламасăр каймасть.
Хакне хăй хаклă парать —
Çĕр тенкĕлĕх хут укçа
Старик пăхса шухăшлать:
«Пуянскер, чаплă хуçа».
Старик, ăшă вырăна
Прахса, лаççа сулăнать.
Стана кĕртсе лашана
Таканлама тытăнать.
Старик чакать пĕр хĕрне,
Алри млатук тухс[а] ӳкет —
Лаши ури вырăнне
Этем урисем лекет.
Лаши куççуль юхтарса,
Чарна пĕлми ĕсĕклет;
Этем саспе уласа,
Хăй пурнăçне ӳпкелет.
«Мĕнле тӳссе пурăнан
Ак çак шуйттан аллинче!..
Хăтласси çук ĕнтĕ ман!..
Çунап шуйттан çуртĕнче.
Птерчĕ мана йӳç эрех!
Ăна ĕçсе хам чуна
Патăм ĕмĕр-ĕмĕрех
Тарçа — ак çак шуйттана!..
Куна пĕлнĕ пулса, эп
Тумлам ĕçмен улăттăм!
Тăватă çул тертленеп,
Паян та-ха пурнăттăм!..»
Старик калать шуйттана;
«Пулмасть санпа çыхланса,
Таканламасп эп куна,
Каях кунтан пăрахса».
«— Старик! Апла юрамасть,
Эп шыв кӳреп вĕт унпа, —
Таканламасăр туртмасть!»
Тет хай шуйттан — хыт саспа.
Старик храса таканлать
Этем-лаша урине.
Шуйттан унтах уткалать,
Унтан татмасть сив куçне.
Таканласа пĕтерсен,
Укçа тӳлет тимĕрçе.
— Сиен курас килмесен,
Çынтан пытар ку ĕçе!»
Тесе калать те шуйттан
Куçран çĕтет çавăнтах.
Старик храса лаçăран
Юхать килне хăвăртрах.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...