Лантăш мĕншĕн наркăмăшлă?
Эпĕ — лантăш. Вăрманта çитĕнетĕп, пĕчĕк шăнкăрав евĕрлĕ шурă чечексем çуратăп. Çу уйăхĕнче чечеке ларатăп, 15-25 сантиметр çитĕнетĕп. Ман ачамсем — хĕп-хĕрлĕ çырласем. Тахçан авал вĕсем хура хурлăхан çырли пекех тутлăччĕ, ачасем те юратса çиетчĕç, анчах та...
Пĕррехинче ачасем вăрмана килчĕç. Эпир тин çеç вăй илсе чечек сарма ĕлкĕрнĕччĕ. Çурхи вăрман ачасен сассипе тулчĕ.
— Пăхăр-ха, чечексем! Мĕн чухлĕ лантăш! — пĕр-пĕринпе тупăшсах кăшкăраççĕ вĕсем.
«Мĕнех, эпĕ тăрăшни сая каймарĕ, ман илемлĕ чечексене çийĕнчех асăрхарĕç», — хĕпĕртерĕм эпĕ.
— Килĕр, пире пăхса савăнăр. Шурă юр мана хăй тĕсне парнелесе хăварчĕ. Манăн чечексем юртан та шурăрах, питĕ хитре, — терĕм ачасене. Чим-ха, ман кӳршĕ йĕрет мар-и? Чăн та, ман тус-тантăшăм куççуль тăкать,
— Чечекĕме татрĕç, мана амантрĕç.
Ытти лантăшсем те пĕр-пĕринпе тупăшсах йĕме-нăйкăшма пуçларĕç. Ачасем вĕсене тăпăлтараççĕ иккен. Ман йăмăка та çав шăпах лекрĕ, ăна та татакан тупăнчĕ. Вăл куççульне ман çине тăкса хăварчĕ, хăйне кӳрентернĕшĕн ачасене тавăрма ыйтрĕ.
Эпĕ хăрушлăха сиссе пуçăма çулçă айне чикрĕм. Ĕлкĕртĕмех-мĕн, ачасем мана кураймарĕç, хам çеç вĕсем мĕн хăтланнине вăрттăн сăнаса лартăм. Туратсене хуçаççĕ, чечексене тăпăлтараççĕ, хурăнсене çĕçĕпе касса амантаççĕ, кайăксене ухăсенчен переççĕ.
Ачасем килелле утсан эпĕ вĕсене тавăрма шутларăм. Çĕлен патне кайрăм, вăл мана наркăмăш пачĕ. Мана хама та пĕр ачи урипе тапса хăварнăччĕ. Эпĕ аманнă туратăма çав наркăмăшпа сĕртĕм, хурăнăн тăварлă куççульне сапрăм. Шăпах çавăн чухне эпĕ наркăмăшлă чечек пулса тăтăм. Манăн çырласене ачасем тек çимеççĕ. Чĕрене суранлатнине аса илсе эпĕ халĕ чĕрепе чирлĕ çынсене пулăшатăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...