Çӳл ту çинче, çеçен хирте...
Çӳл ту çинче, çеçен хирте,
Ӳссе ларать юман.
Пĕр-пĕчченех çавра çилпе
Кичем кашлать, айван.
Хуралçă пек, пĕччен, тăлăх,
Ялан куç умĕнче.
Шанкăртатать чулсем тăрăх
Çырма ун айĕнче.
Çутă хĕвел иртен каçчен
Ăшшăн, вăрттăн шăвать,
Ситрен-хутран пĕлĕт çинчен
Хуллен йĕпхӳ çăвать.
Çӳл ту хыçне, вăйĕ пĕтсен,
Хĕвел канма анать.
Тĕттĕм чухне ытлах кичем —
Юман салхуланать.
Анчах юман нумая мар
Пĕччен тăрса юлать,
Кĕмĕл уйăх кăштах тăрсан
Лăплантарма тухать.
Таса пĕлĕт ун çинелле
Куçĕсемпе пăхать.
Йăлтăр-ялтăр, çĕрĕпелех
Хăй çуттине тăкать.
Тулли уйăх ачашланса
Пытанмалла вылять,
Унтан каллех, сиксе тухса,
Йăл-йăл кулса ярать.
Хăш чух пĕлĕт, уйăх пекех,
Хăй кăмăлне уçать:
Çӳлти çутă çăлтăрсемпех
Перкелешме пуçлать.
Астумасăр вылянипе
Çăлтăрне вĕçертет,
Мĕскĕнскерне ĕмĕрлĕхе
Çĕр çине ӳкерет.
Çапах юман салху шавлать,
Кичем-кичем кашлать.
Пĕчченскерĕн чунĕ çунать,
Хăйне юлташ ыйтать.
Ун çумĕнче тепĕр юман
Çукран вăл авăнать,
Вăл çавăнпа чунтан-вартан
Ахлатнăн хурланать.
Мĕне ăна çутă хĕвел?
Мĕне çутă çăлтăр?
Мĕншĕн ăна ăшă хĕлхем?
Ăна юлташ пултăр.
Çу пăччинче пĕччен пиçсе
Юман ларнă чухне,
Аçа çапса, çиçĕм çиçсе
Çумăр çунă чухне,
Вăйлă тăвăл тымарсене
Татса хускатнă чух,
Шеллемесĕр туратсене
Хуçса амантнă чух,
Камăн çывăх чунĕ-чĕри
Хĕрхенĕ тăлăха?
Камăн ăшă сăмахĕсем
Йăпатĕç-ши ăна?
Хĕл шартлама сиввисенче
Кам ун хутне кĕрет?
Пулас кунри инкексенче
Кам унпала йĕрет?
Ак мĕскершĕн вăл хуйхăрать,
Ак мĕншĕн хурланать,
Ак мĕн пирки юман хăрать,
Мĕскĕн чунĕ çунать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...