Телейлĕ мăшăр
Вутпа çулăм хуçаланчĕ
41-мĕш çулне.
Пĕр арçын, çамрăк юлмарĕ
Хуласемпе ялсенче.
Мирлĕ чух епле маттурччĕ,
Чупкалатчĕç ачасем.
Ял çынни уйра ĕçлетчĕ,
Тыр выратчĕ пикенсе.
Çамрăксем çемье çавратчĕç,
Ĕрчететчĕç выльăхне.
Вăййа савăнса тухатчĕç
Яшсемпе хĕрсем каçхине.
Вунтăххăрти ак пĕр каччă
Юратрĕ сарă хĕре.
Каçпа киле ăсататчĕ,
Хĕрететчĕ сăн-питне.
Веçех лайăх ялан пулнă,
Анчах çак тискер тăшман
Пĕтĕм çын çине вăл сурнă,
Тытнă аллине пăшал.
Çак вунтăххăрти яш каччă,
Мĕтри ятлă пулнă вăл.
Хĕрĕн питĕнчен шăлатчĕ
Ывçи-ывçипе куççуль.
Пуезд умĕнче тăраççĕ
Икĕ çамрăк калаçса.
Мĕтри ăна сăмах пачĕ
Сывă киле таврăнма.
Пĕр самант хĕр шăпăрт тăчĕ
Кайран тăсрĕ аллине.
Каччине вăл парнелерĕ
Хăйĕн кĕмĕл хĕресне.
«Нихăçан та ăна ан хыв,
Çак хĕрес телей кӳрет.
Вăл сана ялан сыхлатăр,
Инкеке санран сирет»,-
Куççульне çăтса каларĕ
Юлашки сăмахсене.
Пуйăсĕ тапранса кайрĕ,
Каччи ларчĕ ун çине.
Тем таранччен пăхса тăчĕ
Улька пуйăс хыçĕнчен.
Пуйăс курăнми пулсассăн
Утрĕ килнелле пĕччен.
Çичĕ тумлам куççуль
Çĕрĕпе хĕр çывăрмарĕ,
Шутларĕ савни çинчен.
Çĕрĕпе куçне хупмарĕ
Чӳрече панче пĕччен.
Хăй чунне лăплантарасшăн
Хĕр тухать таса уя.
Чĕркуçленсе вăл ларать те
Пуçлать хăйĕн сăмахне.
«Таса турă, пире пулăш,
Лайăх мар ĕçрен сыхла.
Юратсан ан пултăр кулăш,
Юратчĕр пурте чунпа.
Эпĕ ак чунтан юратрăм
Хамăр ялти Мĕтрие.
Чĕрене хыт ыраттартăм
Ăна ăсатнă чухне.
Çапăçать тăшмана хирĕç
Хăйĕн пĕтĕм вăйĕпе.
Турă, ăна эсĕ пулăш,
Ан куртăр вăл вилĕмне.
Эп пĕлетĕп, эсĕ вăйлă,
Эсĕ тем те пултаран.
Эсĕ яланах пит ырă
Çынсене эс ыр сунан».
Çапла пăшăлтатнă чухне
Хĕрĕн куçĕнчен пăт-пат.
Çичĕ вĕри куççуль ӳкнĕ
Курăк çине шăп-шăпăрт.
Хĕрĕн сăмаххи вĕçленчĕ
Анчах ку мĕскер тата?
Чăн-чăн ангел вĕçсе анчĕ
Пĕлĕтрен ак çутатса.
Йĕри-тавра халь çап-çутă,
Пычĕ вăл Улька патне.
Çамкинчен ăна чуп турĕ,
Пуçтарчĕ ун куççульне.
Каялла тӳпене вĕçрĕ
Йăлтăртатса хăвăрт çеç.
Тӳпере вăл çăлтăр пулчĕ,
Куçне хĕсрĕ майпен çеç.
Тӳпене хĕр пăхса тăчĕ
Çав самантра илемлĕн.
Куççульсем çăлтăрсем пулчĕç
Пĕринчен тепри хитрен.
Çичĕ çăлтăр ялкăшаççĕ
Тӳпере халĕ çап-çут.
Чĕре евĕрлĕ вырнаçнă
Пăхса тăранма-çке çук.
Тӳпене хĕр чылай пăхрĕ,
Кайран утрĕ килелле.
Мĕн пулни çинчен шутларĕ,
Кайран путрĕ ăш ыйха.
Тĕлĕк
Ирхине ирех ак кĕчĕç
Çапăçăва салтаксем.
Çав вăхăтра аса илчĕ
Мĕтри хăйĕн тĕлĕкне.
Хурлăхлăн Улька ларать пек
Уй варринче макăрса.
Куççульне çăтса ерипен
Кĕл тăвать халь вăл турра .
Унтан ангел вĕçсе анчĕ
Çӳлти янкăр тӳперен.
Улька куççульне пуçтарчĕ,
Вĕçрĕ тӳпене хуллен.
Куççульсем çăлтăрсем пулчĕç,
Чĕре евĕр-çке вĕсем.
Пуринчен хитре çутатрĕç
Йăлтăртатса пит хитрен.
Улька çинчен аса илсен
Кичемленчĕ-çке Мĕтри.
Чĕри кăлт турĕ те хуллен
Юхрĕ куççулĕ майпен.
Улька панă хĕресе
Вăл чуп турă ерипен.
Унтан чупрĕ уялла
Çапăçмашкăн ирсĕрпе.
Çур талăка яхăнах
Кĕрешрĕçĕ тăшманпа.
Кăштах канма ларсанах
Аса илет тĕлĕке.
Мĕтри хăюллăн çапăçать
Хаяр ирсĕр тăшманпа.
Анчах тахăш самантра
Вăл ӳке парать çĕре.
Юлташĕсем чупса пырса
Ăна хăвăртрах йăтрĕç.
Сурансене хăвăрт çыхса
Госпитале çитерчĕç.
Мĕтри тăнне çеç çухатнă,
Анчах вăл суранланман.
Пуля лекнĕ хĕрес çине,
Ăна çăлса хăварнă.
Хĕресĕ авăннă кăштах,
Анчах Мĕтри чăр пăхсан
Хĕрес тӳрленчĕ каяллах
Куç умăнчех сасартăк.
Каç пулнă, çăлтăрсем нумай,
Чӳречерен вăл пăхрĕ.
Çăлтăрсене сăнанă май
Ытла та пит тĕлĕнчĕ.
Ак çичĕ çăлтăр ялкăшаç,
Пуринчен те çутăрах.
Вĕсем хитре йăлтăртатаç,
Ытла та илĕртӳллĕ.
Мĕтри асилчĕ тĕлĕкне,
Хăй тĕлĕнчĕ ытла та.
Асилчĕ хăйĕн Ульккине,
Пит хытă тунсăхларĕ.
Çыру çырни
Мĕтри госпитальтен тухсан
Тӳрех пăшала тытнă.
Тăшмана хирĕç çапăçма
Вăл ялан хатĕр пулнă.
Паян шăпăртрах пулчĕ кун,
Разведкăна кĕтеççĕ.
Ачасем кайнă шăматкун,
Вырсарникун килеççĕ.
Паян постра тăрать Мĕтри
Юлташсемпе пĕрле вăл.
Тăшмансенчен асăрханни
Вăл яланах пит лайăх.
Кăшт пушă вăхăт тупăнсан
Çыру çырма вăл ларчĕ.
Çырăвне çырнă май хуллен
Питĕнче йăл кулă çуталчĕ.
1-мĕш çыру
Улька ларать килте пĕччен,
Вăл савăнса вулать-çке.
Çыру-çке килнĕ Мĕтрирен,
Чун савăнса юрлать-çке.
Чĕре çумне ун çырăвне
Вăл вăрттăн чиксе хучĕ.
Унтан вăл путрĕ шухăша,
Мĕтри çинчен шутларĕ.
Çапăçу
Каллех ак вирлĕн çапăçаç,
Тавра сĕрĕмпе тулнă.
Нумайăшĕ юн юхтараç,
Нумайăшĕ аманнă.
Нимĕçсен танкĕ ак пырать,
Ăна та сирпĕтеççĕ.
Анчах тăшман татах урать,
Вăйлах вĕсем переççĕ.
Ак пуля хăвăрт çеç вĕçет,
Вилет Мĕтрин юлташĕ.
Мĕтри хытах урса кайса
Тăшман çине перет.
Нумайăшне вĕлерчĕ вăл,
Анчах хăй те аманчĕ.
Пулмарĕ-çке ăна çăмăл,
Нумай вăл юн юхтарчĕ.
Чун сисни
Улька çывăрнă çĕртенех
Сасартăк сиксе тăчĕ.
Вăл чупрĕ уялла каллех,
Ангела шăппăн чĕнчĕ.
Вăл тархасларĕ пулăшма,
Мĕтрие курмалла ун.
Сисет вăл, тем пулнă унпа,
Выртмасть-çке вырăнта чун.
Сасартăк кайăк пулчĕ вăл,
Хăвăрт çеç вĕçсе кайрĕ.
Ун çивĕч çутă куçĕсем
Мĕтрие халь курасшăн.
Ак курчĕ хăйĕн Мĕтрине,
Ун патне вĕçсе анчĕ.
Улька Мĕтри аманнине
Пĕр самантра ăнланчĕ.
Аптраса ӳкрĕ халь Улька,
Мĕн тумалла-çке унăн.
Вăл сăмсипе чакаласа
Туртса кăларать пуля.
Унтан вĕçет çынсем патне,
Чĕнет вăл пулăшмашкăн.
Çулне майĕпен кăтартса
Çăлма хушать савнине.
Улька виç кун кайăк пулать,
Мĕтри панче ларать вăл.
Анчах туять, килте инкек,
Унта çитмелле халь ун.
Улька çитрĕ тăван килне,
Лараççĕ пурте шăпăрт.
Амăш выртать вырăн çинче
Чĕнмест ним те, шăп-шăпăрт.
Йăмăкĕ каларĕ Ульккана: «Шăп,
Тин çеç çывăрса кайрĕ.
Вăл кăтăш пулчĕ халĕ çеç,
Ик çĕр сана шырарĕ.
Сана фронта кайнă тесе
Эпир хăраса ӳкнĕ.
Текех килместĕн пуль тесе
Эпир чунтан хăранă.
Ак амăш Ульккан вăранать,
Тӳрех хĕрне курать вăл.
Ытла та вăйлă савăнать,
Хăйне çăмăл туять вăл.
Ак уйăх иртет унтанпа,
Анчах каллех инкек-çке.
Улькка тăван йăмăкĕпе
Амăшĕсĕр юлаççĕ.
Пит йывăр лекет Ульккана,
Веçех ăна лекет-çке.
Мĕн тăван, анчах тӳсмелле,
Йывăрлăха çĕнтермелле.
Мĕтри те чуна çунтарать,
Сывах-ши халь унта вăл.
Улька кашни кун ас илет,
Унсăр халь питĕ йывăр.
Хĕр
Мĕтри паян госпитальтен
Хатĕрленет тухмашкăн.
Ун чĕринче пысăк хĕлхем
Тăшмана тавăрмашкăн.
Госпитальте выртнă чухне,
Кунти медсестра Аня.
Юратрĕ хайхи Мĕтрие,
Пуçне-çке вăл çухатрĕ.
Хĕрĕ вара питĕ хитре:
Сар çӳçлĕ, кăвак куçлă.
Вăл та килĕшрĕ Мĕтрие,
Паллах, юлташ пек пулнă.
Мĕтри Улька çинчен нихçан,
Манман вăл пĕр самант та.
Шутланă ун çинчен ялан,
Чĕрине хыт çунтарнă.
Аня каларĕ Мĕтрие:
«Юлташ пек аса ил хуть,
Тен, куркала та тĕлĕкре,
Мана ан ман тархасшăн».
Хитре хĕре Мĕтри курсан
Пуçне-çке çухатмарĕ.
Пĕрре чунтанах юратсан
Никам та кирлĕ мар-мĕн.
4 çул иртсен
Çапла тват çул хăвăрт иртет,
Мĕтри фронтрах-ха çапăçать.
Улька колхозра вăй хурать,
Каçпа савнине ас илет.
Курман пĕр-пĕрне тватă çул,
Анчах туйăм пурнать-çке.
Тăкман ахаль вĕри куççуль,
Телей пулмалла-çке.
Салтаксемпе пуйăс килет,
Улькка чупать вокзала.
Шырать унта вăл Мĕтрие,
Ăна курасса вăл шанать.
Çынсем саланчĕç килнелле,
Камсем савнаç, кулаççĕ.
Тепри ларать чĕркуçленсе,
Йĕрет пĕр чарăнмасăр.
Сасартăк Улькка хыçĕнче
Такам тăрать шăп — шăпăрт.
Çаврăнчĕ Улька ун енне,
Курать — хăйĕн савнине.
Мĕн–мĕн курман пурнăçĕнче
Çак икĕ хитре çамрăк.
Анчах хăйсен чĕрисенче
Юратăва упранă.
Хăй сăмахне тытрĕ Мĕтри,
Киле таврăнчĕ сывă.
Улькка Мĕтрипе пурнăçра
Тĕслĕх пулаççĕ маншăн.
Çичĕ çăлтăр
Çак çичĕ çăлтăр тӳпере
Халĕ те çутатаççĕ.
Вăл курăнать çав çынсене,
Камсем чăнах саваççĕ.
Çак ангелĕ те пур тет вăл,
Анчах пурин патне те
Пымасть, унăн таса кăмăл,
Вăл кăмăллать тасине.
Чăн-чăн юратакан çынсем
Кураççĕ ангела та.
Куç умне çичĕ çăлтăрĕ
Тухса тăраç каçпа та.
Чăнах, хитре теç вĕсене,
Çиччĕшĕ те çич тĕрлĕ.
Вырнаçнă чĕре евĕрлĕ,
Ытла та пит илемлĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...