Николай Гаврилович Ершов (псевдонимĕ - Янгер) 1942 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă.
Тăван ялти пуçламăш, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, партин Аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, çарта офицер пулнă.
Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи, Çĕнел Упири библиотека заведующийĕ, Шалти ĕçсен районти пайĕнче паспорт службин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Райхаçат редакцийĕнче вăй хунă тапхăрта литература сотрудникĕ, яваплă секретарь, ял хуçалăх тата парти пурнăçĕн пайĕсен ертӳçи, редактор çумĕ пулнă.
Пĕрремĕш хайлавĕ 1956 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче район хаçатĕнче кун çути курнă. Сăввисемпе тĕрленчĕк-очеркĕсем «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнăç сăпки» (1992), «Пурнăç сакки» (2006), «Çулсем иртеççĕ» (2002), «Пурнăç илемĕ» тата «Пурнăç элемĕ» (2007) кĕнекисенче пичетлвнсе тухнă.
Вун икĕ çул районти çыравçăсен Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пынă. Халĕ — унăн хисеплĕ председателĕ. 1990 çултанпа Нестер Янкас ячĕллĕ литература музейĕн канашĕн ертӳçинче тăрăшать.
2004 çултанпа — Раççей журналисчĕсен, Чăваш Республикинчи писательсен союзĕсен, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ. 1993 çулта Нестер Янкас, 2005 çулта Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ.
Николай Янгер — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
2006 çултанпа Красноармейски район хаçатĕнче пичетленекен чи лайăх литература хайлавĕсен авторĕсене хăй ячĕллĕ преми тата диплом парса чыслать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...