Николай Константинович Кадебин 1944 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Кивĕ Улхаш ялĕнче, колхозник кил-йышĕнче çуралнă.
1960 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕлле Чăваш патшалăх институчĕн художествăпа графика факультетне кайса кĕнĕ. Ăна 1972 çулта пĕтерсе тухнă. Кун хыççăн Кивĕ Улхашри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1975-1978 çулсенче Пухтелĕнчи вăтам шкул директорĕ пулнă. 1982-1990 çулсенче — Кивĕ Улхашри вăтам шкул директорĕ. Халĕ çак шкултах сăнарлă искусствăпа черчени тата тăван чĕлхепе литература предмечĕсене илсе пырать.
Чăнлă районĕнчи паллă краеведсенчен пĕри. Унăн тăван тавралăхпа паллă ентешсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсем «Танкист», «Çилçунат» журналсенче, «Ульяновская правда», «Канаш» тата «Чăнлă хыпарĕсем» хаçатсенче чылай пичетленсе тухнă. Çаплах сăвăсем те çырать.
Н.К. Кадебин учитель тăрăшнипе 1978 çулта Кивĕ Улхашри вăтам шкулта краеведени музейĕ уçăлнă. Халĕ вăл районти чи лайăх йĕркеленĕ музейсенчен пĕри шутланать. Краеведени енĕпе нумай çулсем хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна çаплах «Чăваш халăх ăсчахĕ», «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...