Николай Ильмовский
Николай Александрович Ильмовский (Казаков) 1959 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче, вĕрентевçĕ кил-йышĕнче çуралнă.
1976-1979 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи (Чăваш Республики) вăрман техникумĕнче, 1979-1984 çулсенче Мари Республикинчи политехника институтĕнче вĕреннĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăрман ĕрчетекен техник, вăрманçă пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. 1984-1986 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Çартан таврăнсан Чĕмпĕр облаçĕнчи Тереньга районне пурăнма куçнă. Пĕр хушă райхаçат фотокорреспонденчĕнче ĕçлет. 1990 çулта ăна Ульяновскра тăван чĕлхепе тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине чĕнсе илеççĕ. 1999 çултанпа «Ульяновск облаçĕнчи вăрмана хӳтĕлекен Центрта» вăй хурать. Чăвашсен облаçри обществăлла организацийĕсен ĕçне активлă хутшăнать. Унăн чăвашлăх юхăмĕнчи ĕçне «Чăваш халăх академикĕ» хисеплĕ ят парса палăртнă. Вăл — Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен Союзĕсен членĕ.
Н. Казаков шкулта вĕреннĕ чухнех хаçатсене çырса тăнă, малтанхи заметки «Пионер сасси» хаçатра çапăннă. Вăрманçă пулса тăнă хыççăн çутçанталăк илемĕ çинчен тĕрленчĕксем сахал мар çырса пичетленĕ. Унăн вăрмана эффективлă касас енĕпе çырнă тĕпчев ĕçĕ те пур. Ăна «Лесоводство» вĕренӳ программине кĕртнĕ. Каярах çыравçă краеведени енне туртăнать. 1996 çулта «Канаш» хаçат çумĕнче «Тăван ен — Çĕнĕ Йĕлмел» ятлă историлле-этнографилле очерксен кĕнекине çырса кăларать.
Хайлавĕсем
- Çурхи вăрманта | Очерк | 2 650
- Мучи савăнăçĕ | Очерк | 2 830
- Йăнăш утăм | Калав | 1997 | 4 085
Шухăшсем
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...