Григорий Краснов-Кĕçĕнни
Григорий Иванович Краснов-Кĕçĕнни 1908 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Кипеккассинче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1926-1928 çулсенче Шупашкарта рабфакра вĕреннĕ, ун хыççăн Патшалăхăн Мускаври иккĕмĕш университетне кайса кĕнĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра ССР Союзĕнчи халăхсен Тĕп издательствинче чăвашла кĕнекесем редакциленĕ.
1931 çулта Г.Краснов-Кĕçĕнни Шупашкара куçса килнĕ, Чăваш АССР кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. 1936-1938 çулсенче Мускавра кинематографи институчĕн сценари факультетĕнче вĕреннĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче вăл Ленинград блокадине аркатнă çĕре хутшăннă. Вăрçă чарăннă хыççăн поэт малтан Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕнче литература консультанчĕ, унтан Чăваш АССР кĕнеке издательствин редакторĕ тата «Тăван Атăл» альманах редакцийĕн секретарĕ пулнă.
Г.Краснов-Кĕçĕнни 1934 çултанпа — СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Поэтăн малтанхи сăввисем хаçат-журналсенче 1930 çулта пичетленнĕ. Г.Краснов-Кĕçĕнни вырăс писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлет. Куçарнă произведенийĕсенчен унăн пултарулăхĕнче Л.Толстойăн «Казаксем» повеçĕ, М.Шолоховăн «Лăпкă Дон» романăн хăш-пĕр сыпăкĕсем тата В.Маяковскипе С.Маршак сăввисем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Унăн çакăн пек кĕнекесем пичетленсе тухнă: «Çункав» (сăвăсемпе поэмăсем, 1932), «Культпоходăн хăш-пĕр ыйтăвĕсем» (1932), «Сăвăсем» (1934), «Ача-пăча сăввисем» (1944), «Сарпулат çинчен хунă юрă» (сăвăлла юмах, 1946), «Кĕсле» (сăвăсем, 1947), «Асамат çинчен хунă юрă» (поэма, 1956), «Юлташсем» (повеçсемпе калавсем, 1959), «Кĕсле» (сăвăсемпе поэмăсем, 1960), «Виçĕ хĕр» (сăвăллă легенда, 1961), «Виçĕ тăван» (сăвăлла юмах, 1963), «Кĕрхи çеçке» (повеçсем, 1962).
Хайлавĕсем
- Атăлпа Сĕве хушшисем | Сăвă | 1948 | 496
- Ваттисем çапла каланă | Сăвă | 1941 | 558
- Ахах-мерчен акса | Сăвă | 1955 | 664
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...