Порфирий Васильевич Афанасьев 1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, 1960-1964 çулсенче Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, диплом илсен тăван ялĕнчи ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн икĕ çул Çарăмсан район хаçачĕн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литçотрудникĕ, пай заведующийĕ, «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулнă, пилĕк çул Чăваш писателĕсен çоюзĕн правлени председателĕ, Чăваш Республикин Мире хӳтĕлекен комитечĕн тата Раççей мир фончĕн ертӳçи пулнă, Чăвашрадион тĕп редакторĕнче, каярах Чăваш Республикин Пичетпе информаци политики министрĕн çумĕнче вăй хунă.
П.В.Афанасьев поэзире, прозăра, драматургире, куçару жанрĕнче ăнăçлă ĕçлет. Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» (1992) тата «Чăваш Республикин халăх поэчĕ» (1998) хисеплĕ ятсем панă. Сăвăç çавăн пекех Çеçпел Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2001).
Паллăрах кĕнекисем: «Чун çути» (1980), «Сан ятупа» (1986), «Хĕвел хапхи» (1988), «Тав» (1999), «Юрату çĕршывĕ» (2002), «Писатели Чувашии» (2006).
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...