Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаАли-паттăрСунарçă халлапĕсемХĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томҪул юлташӗ

Сакĕ çине сарă саппун...


Сакĕ çине сарă саппун

сартăмăр,

лĕпĕшсем пек иккĕн çуммăн

лартăмăр.

Саппун çине икĕ паллă

юлмĕ-ши,

 

пирĕн çинчен аннӳ ирпе

пĕлмĕ-ши?

 

5.05.1976.

Икĕ питлĕ çăкăр


Кăвас хутăм ир-ирех,

Çăртăм ӳркенмесĕрех.

 

Килти çăкăр тутлăрах,

Вăл тата усăллăрах.

 

Анне çук-çке. Мĕн тăвас?

Атя тăрăшса пăхас!..

 

Чусти хатĕр паçăрах,

Газĕ çунтăр вăйлăрах.

 

Эй, тĕрмешрĕм кунĕпех

Ачи-пăчи нумай пек.

 

Пиçсе тухрĕ чиперех,

Анчах икĕ питлĕрех.

Çăка пылĕ


Виççĕри Ваççа киле

Юлнă аппăшпе пĕрле.

Тем çитмерĕ Ваççана,

Тытăнчĕ кутăнлашма.

Аппăш тем пекех ăна:

«Чарăн-ха, — тет, макăрма, —

Йӳçĕхтертĕн хăлхана».

Çакна илтрĕ те пыл хурчĕ

(Инçе марччĕ ун кил-çурчĕ):

«Атя, терĕ ачине,

Хăвăртрах Ваççа патне.

Çăка пылĕ çитерсен,

Макăрма пăрахĕ, тен».

Çил армань...


– Çил армань,

е çилĕ çук-и,

мĕншĕн усăк

çунатту?

 

– Ах, тăванăм,

çилĕ пур-ха,

типĕ чулăм

тĕпренет.

 

- Авăртмашкăн

тырă çук-им,

хăнара-им

мельник кум?

– Тырри пурччĕ,

хуçам пурччĕ,

кумĕ пурччĕ

ĕлĕк ман.

 

– Халĕ мĕншĕн

авăртмастăн,

чулусене

çавăрмастăн?

 

– Ыр çынсемпе

кумлашать халь

электричество

армань.

 

3.05.1976.

Пилĕк ан тӳшек сарсан та...


Пилĕк ан тӳшек сарсан та,

çич ан çитти витĕнсен те

ыталанса çывăрма

ытам тулли мăшăрăм çук,

эхер мăшăрăм пулсан та

вун çич çулхи вĕрилĕх çук.

Çеçпĕл


Ăна асилсессĕн — хĕçсем чанклатса

Хаяррăн ялтраççĕ çеçен хирсенче,

Çураç хăлхана тупăсем ухлатса,

Ача выçăпа макăрать сак çинче.

 

Кăшлать шелсĕр çулăм чипер çуртсене,

Тусан çулсем тăрăх пал-пал! Хăпарать.

Пĕртанлăх юрри Раççейрен тĕнчене

Пур тĕрлĕ юрра хуплас пек сарăлать.

 

Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинче — хурçă сас.

Хĕвеллĕ ыр шанчăк чĕртсе вăл янрать,

Янрать Çĕнĕ Куншăн тăма йыхăрса.

Ав Çеçпĕл мĕлки улăп пек палăрать.

 

Илтетĕп поэтăн сулмак уттине —

Асар-писер çил те ăна хăруш мар.

Вут-хĕмлĕ ялав çĕкленет çĕр çине,

Юрлать пирĕн Çеçпĕл тăвăллă марш.

Кĕсре хӳри пек илĕрмерĕм те...


Кĕсре хӳри пек илĕрмерĕм те

ялта ята ямарăм çав.

Асран мăшăрăма ямарăм та

ытла ир туялантăм çав.

Ачине шурă тетчĕç те...


Ачине шурă тетчĕç те

хĕрпе выртрĕ – хĕрелчĕ,

хĕрне хура тетчĕç те

арпа выртрĕ – саралчĕ.

Эп хĕрлĕ мар, сарă мар,

хĕрлех тăлăх ят илтрĕм.

Ытах тăлăх пуличчен

тӳшек тĕкĕ пулас-мĕн,

хĕрлĕ-сарă мăшăра

каçăн-ирĕн ăшăтас-мĕн.

Ик куç тулли ыйхăм пур...


Ик куç тулли ыйхăм пур, –

кампа выртса, кампа çывăрам-ши?

Çамрăк пуçăм тулли хуйхăм пур, –

кампа ларса, кампа пайлам-ши?

Поэт йыхравĕ


Вăранăр, тапранăр

чăваш çыннисем!

К Иванов

 

Умăмра — Константин Ивановăмăр бюсчĕ,

Сăнĕнче — тарăн шухăш куллен:

«Савнă халăх, ан йăшчĕ, ан юсчĕ, ан тусчĕ —

Патшаран хăраса ан куклен.

Халиччен тӳснине тепĕртак эсĕ тӳсчĕ —

Ăмăрт кайăк пек паттăр çĕклен!

 

Тӳсессе чăнахах та тӳсме питĕ йывăр —

Пусарать тĕрлĕрен терт-инкек.

Çутталла туртăнса, анлăраххăн çул хывăр —

Хăвăра хăвăр туйăр çын пек!

Тĕттĕмре, мĕскĕнре, эй, тăванăм, ан çывăр!

Иксĕлмен-ха санра та кĕрнек.

 

Сăмăхна, юрруна, тĕррӳне сăнасамччĕ —

Вĕсенче çитмĕл çичĕ тĕспе

Йăлкăшать çивĕч ăс та илем асамачĕ,

Ырă чун ăшăтатъ ăшшипе.

Вĕсене тимлĕрех упрама ан мансамччĕ, —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 737 738 739 740 741 742 743 744 745 ... 796