Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та вăрттăн юратуĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томИлле ТăхтиКĕтмен венчетХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхТаркăнӐшӑ ҫумӑр

Ылтăн хутаç


Ку ĕç пулнă пит авал.

Карчăккипе старикки

Мул таврашĕ çук пирки

Панă виличчен халал,

 

Икĕ ывăлне пĕр тан

Килĕшсе пĕр çăвартан,

Туслăн иккĕш пурăнма,

Пĕр-пĕрне шав пулăшма.

 

Асли ĕçчен пулнăран

Пуйнăçем - пуйса пырать.

Кĕçĕнни ĕç юратман,

Нишлĕ çавăнпа юлать.

 

Кĕçĕн ывăлĕ Йăван,

Нихăçан пĕр ĕç туман.

Хăйĕн тăхăр ывăлне

Тăрантма тупман мелне.

 

«Мĕншĕн чухăн пурăнап?

Акма вăрлăх тупаймап?» -

Шухăша пĕрре каять,

Мул пухма кĕçех шутлать.

 

Шанмалла халь çынсене.

Çӳресе ыйткаласа,

Пĕр пăт пăрçа вăрлăхне

Хатĕрлерĕ, тет, пухса.

 

Çуркунне те кĕç çитет.

Ашшĕ-амăш халалне

Астутарса пиччĕшне,

Ак çапла каларĕ тет:

 

«Кĕç çĕр сухаламалла,

Пар, пичче, хăв лашуна..

Çĕнĕ тырă тумалла,

Пулăш акма пăрçана.

 

Çын пĕрле пурăнмалла,

Пур – пĕрле, çук – çурмалла», -

Килĕшеççĕ ик тăван.

Малалла

Этем тени


Чăтма çук хаяр хĕл тăратчĕ. Уяр чухнехи тĕтреллĕ сивĕ сывлăшĕ çăралса кайнăнах туйăнатчĕ. Çил-тăманĕ ахăрма пуçласан вара… талăкĕ-талăкĕпе тулхăрать, куçа уçма та çук.

Çакăн пек çанталăкра эпир Колпино патĕнче уйăха яхăн фашистсемпе тытăçкаласа тăнă хыççăн, пĕр ирхине, тул çутăласпа, татăклă наступление тухрăмăр.

Вăрçă вăл — вăрçă. Çапăçу пуçлансан çур сехетренех амантăм та, акă ĕнтĕ Ленинградри пĕр госпитале лекрĕм. Пĕрремĕш хут. Кам мана çапăçу хирĕнчен илсе тухнă, сурана кам тирпейленĕ, Ленинграда мĕнле илсе çитернĕ — халь ĕнтĕ калама пултараймастăп, çавна çеç астăватăп: мана, ураран аманнăскере, икĕ санитарка, насилкки-мĕнĕпех, машина çинчен антарчĕç те госпиталь коридорне йăтса кĕчĕç.

Кунта, калăн, пире юриех кĕтсе тăнă: коридор тулли сывалакансем пухăнса тулнă.

— О-хо! Çĕнĕ пополнени килчĕ. Хăш кĕтесрен? — ыйтаççĕ пĕрне-пĕри пӳле-пӳлех.

— Колпинăран.

— Мĕнле унта? Пит вĕри теççĕ, чăнах-и?

— Хĕртетпĕр. Наступление тухрăмăр, — тетĕп, кулам пек тукаласа.

— Кам кама тӳпкет? Пирĕннисем вĕсене е…

— Халех чупса кайса килетĕп те тĕпĕ-йерĕпех каласа парăп.

Малалла

Ленин ялта


Çунат çапать те шăнкăрч, çуркунне

Илем кӳрет кермен пек çурт умне.

 

Çĕр типшĕнет, курăк тухать шăтса,

Тусан пĕрчисене хуллен йăтса.

 

Хĕвел шевли кĕрет чӳречерен:

Кантăк çинче чупса çӳре-çӳре

 

Вăл ывăнмасть, паян мĕн иртенпех —

Çиçет, вылять çурхи кун чунĕ пек.

 

Урам тулли хавас ача-пăча

Ынатланса çӳрет, канмасть пачах.

 

Каç пулттипе вара юри, ятне

Пĕр шур сухал тухать вĕсем патне.

 

Ача-пăча шавланă вăхăтра

Туйи çине вал таянса тăрать.

 

Пĕрмек питне витет йăваш кулли…

Савнăç урам тулли, чĕре тулли!

 

Ак асăрхаççĕ ачасем ăна:

«Мучи, пулсамăр пирĕн ыр хăна?

 

Хапха умне, тенкел çине, ларсамăр,

Халап-юмах пире ярса парсамăр?»

 

Пĕрре куç хупса илнĕ самантра

Ача-пăча тулать мучи тавра.

 

Леш шăлчĕ меллĕн шурă сухалне,

Вара пуçларĕ лăпкă сăмахне:

 

«Ку юмах мар, ачсемĕр, тупата,

Малалла

Ăнтăлу


Чун ман вĕри.

Ăшра вут-хĕм вăл пĕрĕхет

Домнăра шăраннă йăмăх хĕрлĕ хурçă евĕр.

Туртса илмешкĕн вилĕмрен

кашни куна,

минута е çеккунта

Çак тĕнчере «а-а» тесе хаяр саспа çуралнă эпĕр.

 

Касать-и çил,

Тулать-и тăвăл — пурпĕрех

Хĕвел пекех йăл-ял çиçет умра тĕллевĕмĕр.

Нихçан-нихçан та ӳлĕмрен

хупас çукла,

хĕрнĕ йĕп пек хĕм сапса

Пуласлăха алмаз куçпа инçе-инçе тĕллерĕмĕр.

 

Кун-çул, каçар.

Питех те савăк кирлĕ чух

Паян эпир минтер йăтса рая кĕмерĕмĕр.

Акатпăр ПУРНĂÇ çĕр çине,

тăкатпăр тар

суха туса е чул касса —

Пĕр çакă çеç, пĕр çакă çеç таса чăн-чăн

телейĕмĕр.

Чун ман вĕри.

 

Ăшра вут-хĕм вăл пĕрĕхет

Домнăра шăраннă йăмăх хĕрлĕ хурçă евĕр

Туртса илмешкĕн вилĕмрен

кашни куна,

Малалла

Коммунистсен маршĕ


Эпир вăтăр ултă мĕльюнăн

Пыратпăр пĕр ĕмĕтпеле.

Сахал-и пиртен ӳксе юлнă,

Çунтарнă пире чĕрĕлле.

 

Пире яланах вилĕм суннă,

Хупланă хаяр элекпе.

Таптанă та сĕмсĕррĕн кулнă

Çӳренĕшĕн çут тĕллевпе,

 

Рабочи клас çирĕп пилленĕ

Ăру шăпине хамăра.

Çулпуçăмăрсем Маркспа Ленин

Пире çирĕплетнĕ вутра.

 

Эпир ĕмĕрех харсăр пулнă,

Тăшман умĕнче нăйкăшман.

Эпир, вăтăр ултă мĕльюнăн,

Ĕçре çирĕпленнĕ ялан.

 

Эпир вăтăр ултă мельюнăн —

Çапăçăва тухнисем.

Кам ирĕкшĕн, кам хĕрӳ юнлă —

Каятпăр хыçран халь ертсе.

 

Эпир халăха йăлтах панă,

Çулпуç вăй-хал хушнă чуна.

Эпир пусмăртан хăтарнă

Тĕнчери миллиард çынна.

 

Хурçă ту евĕр çирĕп тăратпăр,

Хĕрет кĕрешӳ хĕрнĕçем,

Пĕр кăмăллăн харăс утатпăр

Октябрьпе вăй илнисем.

 

Паратпăр-çке çĕнĕ саккунăн

Мĕн пур ырлăхне çĕршыва.

Эпир, вăтăр ултă мĕльюнăн,

Никам çĕнми паттăр хăват.

Малалла

Хĕвелпе Пĕве


Çырансем хĕснĕрен пĕчĕкленнĕ Пĕвен

Мĕскĕнле пурнăçне чĕм кĕрет ирсерен:

Кăн-кăвак кĕленче куçĕнче ирĕлме

Ăнсăртран тытăнсан тĕлĕнтермĕш Хĕвел...

 

Мĕн шырать вăл унра? Мĕн кĕтет вăл унран?

Явăнать-явăнать именми ун тавра:

Тĕнчере унсăрах чечексем, уй-çаран,

Суйламалăх тата çырласемлĕ вăрман...

 

Ирĕкпе сывлакан аслăрах тӳпене

Тиркесех-шим анать ӳркенмесĕр куллен?

Хускатса хăварать тĕлĕрес хумсене,

Пĕр чĕнмесĕр унтан çухалать каçсерен...

 

Кăвак куç хупăнмасть ун пирки шутласах:

Çăлтăрсем вĕтĕрех, сивĕрех, шупкарах.

Ир пулсан таврăнать ун патнех, çав-çавах!

Кăтрине тураса кун ирттерĕ унпах!..

 

Шурăмпуç каррине сирсе ячĕ Хĕвел...

Ытармалăх сăмах тупаймарĕ Пĕве:

Пĕр-пĕрне çăтасла тинкереççĕ: вĕсем:

Пĕр-пĕрин куçĕнче шăратаççĕ илем.

Сунчăк


Тĕксĕм, çăмăрлă кĕр. Николай Иванăч аптраса çитнĕ паян. Тавар илме пыракансем пурте сунчăк сутма ыйтаççĕ.

Колхозниксем пуян пурнăçа куçрĕç те сунчăк илесшĕн ĕнтĕ, — шутлать Николай Иванăч. — Çанталăкĕ те йĕпе сăмсалăланса карĕ, çапах та хальхи пек сунчăк нумай кайнă кунсем пулманччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку?

Тавар илекенни кĕрет.

— Сунчăксем пур-и сан, Николай Иванăч? Тăваттă кирлĕччĕ.

— Тăваттăпа мĕн тăван? Мĕн чухлĕ илмерĕç пуль паян, пурĕште пĕрер штук, е пĕрер мăшăр ыйтаççĕ, тăваттă труках илекенни пулмарĕ.

— Мĕн тăвăн ĕнтĕ, — тенĕ тавар илекенни. — Ачи ман тăваттă-çке. Учитель сунчăксăр çӳреме хушман.

— Ачасем шкула çӳренĕ чухне йĕпенсе пăсăласран хăрать эппин, вăл.

— Унпах та мар пулĕ тетĕп. Шкулта, вĕрентнĕ вăхăтра, сунчăк кирлĕ теççĕ.

— Мĕн тума кирлĕ вара вĕрентнĕ вăхăтра сунчăк?

— Эпĕ пĕлетĕп-и, ачасем сунчăксăр пынă та каялла янă.

— Тĕлĕнмелле, — тенĕ Николай Иванăч пынă çынна тăват сунчăк тыттарса, — илсе кай та, анчах ыттисем валли юлмарĕ. Урăх çук. Çулталăк тăршшинче те паянхи пек сунчăк сутман.

Татах тавар илме тепĕр çын кĕрет.

Малалла

Хĕнлĕхре хĕрнĕрен хитререх


Хĕпĕрте: пур-пĕрех пĕрехет вут-хĕмне

Хĕвĕме хевтине хĕвекен чун-чĕре!..

Хĕтĕхле, хивререх хĕнеме хĕтĕхле:

Хĕнлĕхре хĕрнĕрен эп тата хитререх

Сан шутпа.

 

Хĕсчĕрех: хирĕнсе тухакан хĕвеле

Хĕрхенмен пĕлĕтсем пĕветес пиркепе

Хирĕçӳ хирĕнче хĕвĕшеç — хĕçпеле:

Хĕлхемсем пĕрехеç... Çĕнтеретĕп эпех

Сан шутпа.

 

Хĕн-асап хĕррипе хĕрупраç тĕррипе

Хĕреслерĕм пайтах хăтăлса херĕпрен.

Хĕлĕхсем ирĕлсе хурçăлла хĕрнипе

Хӳхĕмрех. Хама мар çав, сана кирлĕрен.

Ман шутпа.

Мăшăр шăнкăрч


Икĕ шăнкăрч килсе ларчĕç

Пирĕн пӳрт çине.

Савăнса çеç юрра ячĕç,

Сапрĕç çунатне,

Йышăнаççĕ, вырнаçаççĕ

Çĕнĕ йăвана.

Шăхăраççĕ, йыхăраççĕ

Урама мана.

 

Юрласа-ши кăтартасшăн

Аякри çинчен?

Тен, пире салам каласшăн

Кăнтăр çĕрĕнчен?

Ăшă çумăр


Çумăр, çумăр,

Ăшă çумăр!

Ăш тумламлăскер,

Килех!

Çуртсем çумĕн

Эпир пурте

Халь васкатпăр

Килелле.

 

Çумăр, çумăр,

Ăшă çумăр!

Шӳтеретĕн

Чĕресрен.

Йĕпенет пулин те

Тумăм —

Чупса тухрăм

Хӳтлĕхрен.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 ... 796

Шухăшсем