Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Тӑван е тӑван мар Атӑл? (2-мӗш пай)

Виталий Станьял19.09.2020 13:365175 Пурĕ пăхнă

2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?

Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем. Чухӑн пирӗн альманах, чуххӑм пирӗн журнал тесе калаймӑн.

«Трактӑрӑн» пӗрремӗш кӗнекинче (1931, январь-февраль) Василий Краснов-Аслин «Тӑвалла» сыпӑкӗсем (кун ҫути курнӑ пӗрремӗш чӑваш романӗ) пичетленме пуҫланӑ, Мӗтри Юманӑн «Колхоз новеллисем», Николай Патманӑн «Вобла ҫинчен» калавӗ, Сергей Ялавинӑн «Савӑт сасси» пьесси, Илле Думилинӑн эскимоссем ҫинчен «Самоедсем патӗнче» очеркӗ, Кӗркури Келин «Ҫилапӗкпе тонӗк ҫинчен тавлашни мӗнле сӳтӗлсе тухрӗ» статйи, Андрей Петтокин «Ҫирӗм иккӗ» поэми, Василий Алагер, Валентин Ахтупай, Ехрим Иванӗ, Николай Пиктемир, Куҫма Наманган сӑввисем пичетленнӗ. «Литархив» пайра Ҫеҫпӗл Мишшин алҫырӑвӗсене кӑларнӑ. Кусем пурте литература историне манӑҫми ҫирӗппӗн ҫырӑнса юлнӑ ятсем!

Журналӑн кунҫулӗ мухтавлӑ та пуян. Чӑвашӑн ХХ ӗмӗрти маттур ҫыравҫисем пурте унта пиҫӗхсе ӳснӗ. Журнал редколлегийӗн пайташӗ чухне «Трактӑр»–«Илемлӗ литература»–«Тӑван Атӑл» кӗнекисенчи хайлавсен тупмаллине (библиографи справочникне) уйрӑм кӑларӑмлӑх (журналӑн пӗр номерӗлӗх) хатӗрленӗччӗ. Ун тӑрӑх пӗтӗм чӑваш литературин утӑмӗсене, паллӑ ҫыравҫӑсен ячӗсене, ҫамрӑкла уйрӑлса кайнисен, Чалтан вӑрҫинче пуҫ хунисен хайлавӗсене асӑрхаса ларатӑп. Йӗрсӗр ҫухалнӑ ятсем альманахра ҫукпа пӗрех. Эппин, вӑл литература пахалӑхӗшӗн хытӑ кӗрешнӗ. Критика пайӗ, теори ыйтӑвӗсем, тишкерӳсемпе хире-хирӗҫ хаклав статйисем тӑтӑшах пичетленнӗ. «Тӑван Атӑл» номерӗсенче чӑнласа критика тахҫанах ҫук. Ҫыравҫӑпа вулакан е критиксем куҫа куҫӑн калаҫни, писательпе тӗпчевҫӗ пурнӑҫпа литература пахалӑхӗ ҫинчен шухӑшласа ҫырни, тӗплӗ диспут е «ҫавра сӗтел» мӗнтелӗсене шыраса тупаймӑн. Вӗсем вырӑнне интервьюсем йышӑнчӗҫ. Критика пулман, хайлавсене никам асӑрхаман, редколлегисене ячӗшӗн тунӑ чухне литература анине графомансем, мухтанчӑксем ҫул тупаҫҫӗ, идейӑпа эстетика, сӑнарпа сӑнарлӑх мӗнне чухламан, кучухнехи тӗнче литературинчи ӑспа илем тӳпине пӑхса илмен, философилле ӑслӑлӑхсене «чун инженерне» кирлӗ чухлӗ ӑнланман ӑҫтиҫуксем сырса илеҫҫӗ. Вара литература пурри-ҫуккинчен нимӗр пӗҫерет, хаҫат шайне анса ларать.

Эпӗ халӗ Хусанкайпа Ухсай, Миттапа Петтоки, Тукташ Янкас, Пайрашпа Эллиев, Айзманпа Хумма Ҫеменӗ япалисене вуласа савӑнатӑп. Тепӗр 100 ҫултан паянхи «ТА» номерӗсене уҫса пӑхсан, ХХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи писательсем ҫинчен ҫапла савӑнса калаҫӗҫ-ши пирӗн тӑхӑмсем? Эпӗ, тӗрлӗ сӑлтавпа, иккӗленетӗп.

2020 ҫулхи 1-мӗш номерте литература хайлавӗсенчен Куславкка райхаҫачӗн тӗременӗн Валентин Константиновӑн «Тупа» повеҫӗн пуҫламӗшӗ пичетленнӗ, «ТА» тӗременӗ пулнӑ Лидия Филппован «Питӗр парни», Пушкӑртстанри Микул Ишимбайӑн «Мӑйрака» калавӗсем, Муркашъен учителӗн Николай Захаровӑн «Чӗкеҫ килсен пӑр тапранать» пьеси тухнӑ. Кӑҫалхи 1-мӗш номертех Лидия Филиппова бурятсем патӗнче пулни ҫинчен ҫулҫӳрев очеркӗ тухнӑ. Танлаштарӑр ӑна Илле Думилин очеркӗпе, вара пӗр ӗмӗр хушшинче эпир пурнӑҫра та, литературӑра та мӗн чухлӗ улшӑнса тӑни тӳрех курӑнӗ.

Ку авторсен пултарулӑх утӑмӗсене эпӗ тахҫантанпах сӑнаса пыратӑп. Савӑнатӑп вӗсем тӑван сӑмаха хисеплеме пӑрахманшӑн, ытти ӗҫсем хушшинчех вӑхӑт тупса, хӑйсен сӑмахне калама мехел ҫитернӗшӗн. Ҫапах та, вӗсем хушшинче ҫӗнӗ ӗмӗрти Миттана, Эллиева, Трубина Мархвине курмастӑп. Пысӑк литература ҫырвҫӑна пӗтӗм хевтепе чӑмӑртанма хистет, Николай Максимов пӑраснаҫӑ пек пӑрӑнмасӑр кӗрешме, Борис Чиндыков шилӗкҫӗ пек чӑтӑмлӑ тертпе ӗҫлеме, Валери Туркай сӑвӑҫла хастар хӑюлӑхпа талпӑнма ыйтать, Чӑваш писателӗ пулма халӗ Тӑхти вӑхӑтӗнчинчен темиҫе хут йывӑртарах, мӗншӗн тесен йӑр-япӑша та укҫана пуҫ ҫапакан капитализм саманине ӑслӑ литература кирлӗ мар, кирлӗ те пулмасть. Литературӑшӑн тӑрмашакан пултаруллӑ тӑванӑмсене эпӗ ӗҫ паттӑрсемпех танлаштаратӑп, вӗсенче халӑх чун-хавалне куратӑп. Эппин, тӑван сӑмах хӑвачӗ — пурнӑҫ темле улшӑнсан та — сӳнме тивӗҫ мар.

...1981 ҫулта «Тӑван Атӑл» ҫур ӗмӗрне питӗ чыслӑ паллӑ тунӑччӗ. Журнала «Хисеп палли» орденпа палӑртни, Верховнӑй Совет (ун чухне Аслӑ Канаш темен) ҫыравҫӑсене хисеплӗ ятсем, Министрсен Совечӗ Хисеп грамотисем пани аса килет. «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» тата ытти хаҫатсем журнал ҫинчен тулли страницӑсем панӑччӗ. Паян мӗнле? «Пӑртмани пӗрле те пасарӗ расна» теҫҫӗ пирӗн ялсем. Пирӗншӗн пулсан, идеологи пасарӗ пӗрре чухне те тӗременӗсем тахӑшин аллинче пулни тӗрӗс маррӑн туйӑнать. Ун пек пӑхӑнчӑк чухне ҫынсем тӑван литературӑна юратни-юратманнинчен, хаҫат-журнала кашни йӗркеллӗ килтех ҫырӑнса илме пӑрахнинчен тӗлӗнмелле-и вара?

Республикӑн ҫӗнӗ элтеперӗ Олег Николаев тытӑмӗ журналӑн ҫӗнӗ тӗременне Арсений Тарасова (ӑна ҫеҫ-и? — пӗтӗм культурӑпа ӳнер, хыпарлавпа воспитани фронтне!) пуҫарупа пултарулӑх ирӗкӗ парса, пӗр туртӑмлӑ «Пӗрле!» чӗнӳ айне тӑратасса кӗтетӗп. Сайта вулакансем мана «кӑлӑхах шанатӑн, пуҫлӑх Мускав ҫынни» тесе ятлаҫҫӗ. Пултаруллӑ, пуҫаруллӑ ӗҫлеме халӑхсене Мускав чараймасть. Пирӗн элтепер хӑй Чӑваш ачи пулнине манман-ха, вӑл тӑван халӑх чысӗшӗн тӑрӑшма пӑрахмасть тесе ӗненетӗп. Мӗншӗн халь тин, пин чӑрмавсем витӗр тӗрӗс-тӗкел тухнӑ хыҫҫӑн, пирӗн каялла чакмалла?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3190.30.5381
2020.09.19 15:02
Agabazar
Василий Краснов-Аслин «Тăваллине» чăвашсен пĕрремĕш романĕ темелле мар пуль.

Мĕншĕн тесен чăвашла романсем маларах та пулнă. Сăмахран, Иван Юркин та романсем çырнă («Мул», «Çыннăн пырĕ тутă та куçĕ выçă» тата ытти те).
Хэ-Хэ // 5593.0.3361
2020.09.19 21:25
Иван Юркинăн Мулĕ те,ВЫçă куçĕ те романсем мар."Тăркăнĕсем" те пулса пĕтмен... М. Юманăн "Тăвалла сукмакпа" романне пичетлемесĕр вăрланă..Вăл пĕрремĕш пулнă.
Вула, Акапасар тусăм
Вĕрентекен // 7214.5.6644
2020.09.20 09:13
Виталий Петрович, çав «Трактӑр»–«Илемлӗ литература»–«Тӑван Атӑл» кӗнекисенчи хайлавсен тупмаллине (библиографи справочникне) кĕнекелесе пичетлесен аван пулмалла та. Наци библиотеки пичетлеме пултарать пуль ăна
Agabazar // 1277.95.1659
2020.09.20 10:46
Agabazar
«Тусăма».

Аха, Ваççил Иванччăн «Тăвалли» пулса çитнĕ япала ĕнтĕ. :-)

Эс çав пулсаçитнĕлĕхе мĕнле «градусникпе» виçсе пăхма пултаран?

Пĕлетĕн-и, Геннадий Хлебниковăн "Чувашский роман" текен монографийĕ пур. Автор унта Иван Юркинăн шултра хайлавĕсене роман шутне кĕртет тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Вĕрентекене

Паллах, эс асăнакан библиографи хăнарлăхне ăсталама пулать. Анчах та вăл — ÇăМĂЛ ĔÇ МАР. Вăй-хал тата сывлăх кирлĕ. Кам песплат чакаланса ларма килешĕ-ши? Камăн вăхăчĕ тата вăйĕ ниçта шăнăçми капланса тăрать?
Пĕри // 7214.5.6644
2020.09.20 15:10
Хэ-Хэ // 5593.0.3361,
"Тăвалла" 1931 ç. тухнă-çке, ун чух Юман чĕрĕ пулнă, литературăра ĕçленĕ. Пурнакан çынăнне мĕнле вăрласа пичетленĕ пулать вара?
Agabazar // 1106.70.8621
2020.09.20 19:24
Agabazar
«Пĕрремĕш» текен япаласемпе эпир яланах ухмаха тăра-тăра юлнă.

Акă Н. В, Никольские «чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ» тетчĕç.

Чăннипе вара В. П. Вишневский 1828-мĕш çултах философи прфессорĕ пулса тăнă.

Пĕрине
Краснов-Аслин — «Тăвалла»
Мĕтри Юманăн — «Тăвалла сукмакпа» (кăна никам та курман...)

Пĕри тепринчен «вăрланă» тесе кам каларĕ сана? Никам та апла каламан.
Кукша // 2802.53.0912
2020.09.21 13:49
"Ялав" журнала кам тата мĕншĕн хупрё, çавна калăр-ха. Сементер хупса хăварнё-и звани илес тесе?Может,Лизакова министр? Апла халь вăл "Тăван Атăла" хупать пуль.
Евразиец // 1977.69.9930
2020.09.28 11:46
Журнал нужно было назвать с перспективой на будущее не "Тăван Атăл", а "Родная Волга", тогда бы статьи писались бы и русскими и чувашами, да всеми народами, кто пожелает... А так ведь нужно писать только на чувашском... Журнал может и закрыться, ибо читателей всё меньше становится, другие народы, кроме чувашей читать не могут. Как говорил мудрец, зри в корень. Этого не хватает.
Малай // 2362.80.1949
2020.10.07 15:01
Туйāнать:пēри те "Тāван Атāлне" аллине тытса курман. Юлашки 7,8,9 номерсене вуласа пāхасчē, интересли пур унта.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj