Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аркадий Русаков: Малашлӑха пӑхса...

Аркадий Русаков29.11.2019 11:4510614 Пурĕ пăхнă

Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?

Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.

Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ. Пирӗн хисеплӗ депутатсен Патшалӑх Думинче тухса калаҫнинче те кун пеккине час-часах асӑрхатпӑр: вӗсем, хӑйсене «чӑнкӑ» ҫынсем пек кӑтартас шутпа пулас, питӗ нумай акӑлчан сӑмахӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Юрӑҫ-артистсем те телекурӑмра тӑтӑшах акӑлчанла юрлаҫҫӗ. Ку пулӑм, пирӗн нумай каппайчӑк чӑваш хамӑрӑн чӑваш чӗлхине хисеплемен пекех, депутатсемпе артистсем те вырӑс чӗлхине хисеплеменнине кӑтартать. Малашне те ҫапла кайсан, паянхи кун «тӗнче чӗлхи» пулса тӑракан акӑлчан чӗлхи вырӑс чӗлхине майӗпен пурнӑҫран хӗссе кӑларасси патне илсе ҫитерме пултараймасть, тесе калаймӑн.

Тепӗр енчен, халичченхи этемлӗх историйӗнчи пӗрин хыҫҫӑн теприне улӑштарнӑ тапхӑрсенче темиҫе тӗрлӗ «тӗнче чӗлхи» пулнине те пӗлетпӗр. Философсем: «Пурте юхать, пурте улшӑнать», — тенӗ пекех, ӗлӗкхи «тӗнче чӗлхисем» пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса пынӑ, хӑйсен позицийӗпе статусне ҫухатнӑ. Авалхи шумер, латин, грек, рим чӗлхисем нумай халӑхсене ҫыхӑнтаракан, вӗсен чӗлхисене хӑйсен чӗлхисенчи сӑмахсене кӗртсе аталантаракан чӗлхесем пулни ҫинчен те кашниех вуланӑ пуль. Сӑмахран, Н.Я.Марр академик сӑмахӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин тымарӗ пулса тӑнӑ авалхи анлӑ сарӑлнӑ шумер чӗлхи те нумай-нумай чӗлхене пуянлатнӑ-ҫке, ҫавна пула чӑвашла сӑмахсем паянхи чылай Европа чӗлхинче палӑраҫҫӗ. Ӗлӗкхи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесем вырӑнне паян акӑлчан чӗлхи «тӗнче чӗлхи» пулса тӑрать, ун сӑмахӗсем ытти чӗлхесене вӑйлӑн кӗреҫҫӗ, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те.

Анчах малашлӑхра акӑлчан чӗлхи те «тӗнче чӗлхи» пулма пӑрахмӗ-ши? Пӑрахать! Мӗншӗн тесен, ҫакӑн ҫинчен паянхи Европӑри халӑхсем, ҫав шутра акӑлчансем те, сахал ача ҫуратни калать. Европӑна юлашки ҫулсенче Азипе Африкӑран нумайӑн куҫса е тарса килнӗ арап ҫемьисем темиҫешер ача ҫуратнӑ вӑхӑтрах, нимӗҫ, акӑлчан, грек, француз... ҫемьисем пӗр-икшер ҫеҫ ача ҫуратаҫҫӗ-ҫке. Пӗр-пӗр халӑхӑн популяцийӗ ан пӗттӗр тесен, ҫемье иккӗрен нумайрах ача ҫуратмалла, тесе калаҫҫӗ ӑсчахсем. Ҫакна пула, темиҫе вунӑҫуллӑхран Европӑна Африкӑпа Азирен килнӗ халӑхсем вырӑнри халӑхсенчен шутпа нумайрах пулса тӑрасси патне илсе ҫитеретех. Урӑхла каласан, Европӑри акӑлчан тата ытти халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул сахалланса пыни, кунта куҫса килнӗ халӑхсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳсни вырӑнри Европа халӑхӗсен чӗлхисем те пуласлӑхра ҫухалма пултарасси ҫинчен калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, кунта куҫса килнӗ мӑсӑльман-арапсем хӑйсен чӗлхисемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, акӑлчан, француз е нимӗҫ чӗлхисене пӗлмеҫҫӗ. Пӗлесшӗн те мар.

Чӗлхесен ҫакӑн пек лӑпкӑ мар перспективине шута илсе, пирӗн, чӑвашсен мӗн тумалла-ха? Инерципе «вырӑсланса» пымалла-и? Кайран «акӑлчанланмалла-и»? «Вырӑспа акӑлчан» сӑмахсене юриех кавычкӑна илтӗм, Мӗншӗн тесен, чӑваш, вӑл епле лайӑх вырӑсла е акӑлчанла калаҫсан та, пурпӗрех нихӑҫан та вырӑса е акӑлчана ҫаврӑнаймасть: унӑн чӑвашла сӑн-сӑпачӗ вӑл вырӑс е акӑлчан маррине инҫетренех кӑтартать. Генсем вӑл чӑваш иккенне тахҫанах унӑн ҫамки ҫине ҫырса хунӑ. Эрмене вӑл эрмен иккенне кӑтартнӑ пекех. Ҫакна шута илсе, эпир малашлӑхра «вырӑсланмалла» та мар, «акӑлчанланмалла» та мар: чӑвашсемех пулса юлмалла, тесе шутлатӑп эпӗ. Чӑваш пулса юлас тесен, хамӑрӑн чӑваш чӗлхине пӑрахмалла мар. Ма тесен, хӑйсен позицийӗсене майӗпен ҫухатакан акӑлчанпа вырӑс чӗлхисен пуласлӑхӗ те пысӑк ыйтуллӑ тесе каларӑм ӗнтӗ. Сӑлтавне те уҫса патӑм. Хамӑрӑн чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварни ҫеҫ пире малашне пӗтме памӗ, чӑваш халӑхӗ пулса юлса малашлӑха хӑюллӑн пӑхма шанчӑк парӗ. Статьяна вулаканӗсене ҫакӑн пирки ытти ҫынсене каласа ӑнлантарма ыйтатӑп. Пӗрле пулар!

 

Аркадий Русаков, ҫыравҫӑ, Пушкӑртстан

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вулакан // 5066.667
2019.12.05 05:11
Паллах, Акапасар тĕрĕс тумасть, ҫапла шутласа кӑларса. Ансатлас вырӑнна, кӑткӑслатса тӑрать, "ҫурҫĕр" ђӑваш сӑмахна шута илмесĕр. Пит кӑмӑллать вӑл ҫапла хӑтланма. Ун хӑйĕн ирĕкĕ ҫапла тумашкӑн. Ĕпир пурте тĕрлĕрен-ҫке. Ĕп те акӑ, ђӑваш мар сӑмахĕсене ђӑвашлатса пырасшӑн, анђах ансатласа, паллах, ман шутпа. Ђи мӑнӑ, сӑмах пĕлтерĕшне ӑнланни те Акапасар ђӑвашла ҫырса пыни.
Де Герсо хуҫа, ҫапла тесе ђĕнни, Сире хисепленни (респектлени) те ĕпир тӑван-пĕлĕш мар тесе ҫех. Тата хӑҫан та тĕл пулмӑпӑр. Пире Аслӑ Ђĕлхемĕр ҫех ҫыхӑнтарать.
2019.12.05 15:13
Вулакан, халĕ вырăс чĕлхине те акăлчанлатса пыраççĕ, уборщица вырăнне клининг-менеджер. Пĕлместĕп ăçта кăна пырса çитĕпĕр
Agabazar // 3475.69.0315
2019.12.05 15:25
Agabazar
Менеджер теççĕ пулсан — вăл ахаль уборщица мар. Çав уборщицăсен пуçлăхĕ пулма кирлĕ.
2019.12.05 15:38
Акапасар, пуçлăхĕ паллах пур, анчах именно уборщица менеджер. Паян чиновниксен каланине итлесен çуррине ăнланмастăн енчен те ăлчанла пĕлмесен. Ку аван-и? Сире пурпĕрех пулĕ, мана апла мар, сана вара пачах, санăн Хĕл учипе Дед Мороз хушшинче те çыхăну çук, Турăпа ГШосподь Бог та тĕрлĕрен
Вулакан // 1955.0.5758
2019.12.06 04:57
Тӑп-тӑрӑ вырӑс та такӑнса ӳкмелли сӑмахĕ "уборщица" вырӑнна, ђĕлхе комиссийĕ темиҫе ҫул каллах ҫирĕплетсе кӑларнӑ "тирпейҫĕ" текен сӑмахĕпе ма усӑ курас мар, ђĕлхемĕрне аталантарса та пуйанлатса.
МенедшЕр ҫав йĕркелӳҫĕ (органисатОр). Ҫавӑнпа вӑл клинИнг (тирпей) ĕҫне пӑхса та хушса тӑрать та. Пур браусерте ыйтӑвна тӑратса пĕлме вӑхӑт ҫук-им, е ӑсӑр ҫитмест?
ĔнглИш ђĕлхине кӑшт та пулин пĕлмесен, вĕренес пулать, йапӑх пулмĕ ҫав.
Вот и // 7221.9.6262
2019.12.06 11:21
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ
2019.12.06 19:32
Вулакан, паянхи кун кашни хăй вырăнĕнче менеджер. Кун пирки улталанса ан лар. Эсĕ вулатăн пулсан, эпир те ÿкерчĕк кăна пăхса лармастпăр. Сайтра вара чĕлхе ыйтăвне тĕпчемеççĕ, кам хăйне ытларах пуçлă тесе тапаçланаççĕ. Акапасар, ав, çенĕ сăмхсем калăплать, чăвашла куçарнă сăмахсене вырăсла пĕлтерĕшсемпе пĕрре мар тет. Аташнăсем
Agabazar // 1182.39.3135
2019.12.09 01:09
Agabazar
Пуçлăх мар çынна менеджер темеççĕ.
Пул эс хуть бандит, анчах та ăна менеджер теейместĕн.
Менеджер ят илес тесен бандитсен пуçлăхĕ пулмалла.

Ахаль бандит — менеджер мар.
Атнер // 1726.84.3785
2019.12.09 14:54
Бандтсен пуҫлӑхӗ бригадир пулнӑччӗ халиччен.акапасар хушсан,тен,ҫакскерсем тепӗр хут пуҫтарӑнса кавар туса менеджер туса хурма пултараҫҫӗ.
2019.12.10 10:14
Акапасар калать-тăк калать, хăть лар, хăть кайса ÿк. Тен, тата кунта пуринчен те ăслăраххи мар-ши? Çавтериех ăслă пулсан, мĕншĕн-ха вăл Канаша кайса лармасть? Тен, кирлĕ саккунсем йышăннă пулĕччĕ

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj