Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

Аçтахар Плотников18.06.2019 09:351283 Пурĕ пăхнă

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.

Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.

Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.

Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.

Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.

Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!

 

Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.

 

Komentoj:

Agabazar // 6712.8.1399
2019-06-21 16:29
Agabazar
Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.
Хуть те мĕн каласан та — халь ĕнтĕ пурпĕрех.
Ак, калăпăр, Акапасар: <<Сывă пултăр Путин, мухтав Путина!>> — теме пултарĕ. Вара — мĕн улшăнать?
Акапасар мар кунашкал япаласене сĕтĕрме пултараяканни.

Çавăн пекех халь тин Виноградов та нимĕн улăштарма пултараймасть. Пушали кăшкăртăр!
2019-06-21 19:18
Аçтахар Плотников
«Виноградов мĕн каланипе ним те улшăнмасть.»
Шел те апла мар ҫав. Орфографи словарьне вӑл хатӗрлет. Кун ячӗсене тата «вунпӗр», «вуниккӗ»-сене орфографи айкомиссийӗ пӗрле ҫырма йышӑнчӗ пулсан та халӗ те ҫак словарьте вӗсене уйрӑм ҫыртарасшӑн тет. Парӑнасшӑн мар. :( Ҫавах кӗҫех орфографи словарьне ҫирӗплетӗҫ пулас — курӑпӑр мӗн йышӑннине...
Agabazar // 3706.30.5859
2019-06-21 21:13
Agabazar
Виноградов Айкомисси мĕн каланисене хăлхана чикме пĕтĕм халăх умĕнче сăмах панă.
Малай // 2812.20.0669
2019-06-22 10:58
Ăслă çын иккĕленет, тăнкăри яланах хăйне тĕрĕс тесе шутлать, пуçсăр ашак пек кутăнлашать.Вино Градовпа Петр Яккусене, Леонтьевсене мĕн чухлĕ ăслă, авторитетлă, чĕлхене Вино Градовсенчен çĕр лайăхрах чухлакансем (Станьял,
Юрий Артемьев, Денис Гордеев, ыттисем) çĕнĕ орфографин киревсēрлĕхĕ пирки ĕнентерме тăрăшса пăхрĕç - пулмарĕ.Вино Градов эшкерĕ шухăшласа пăхас та темерĕ.Неуштă хăвна çапла пуринчен ăслăрах теме пулать?
Agabazar // 4205.61.5669
2019-06-22 17:10
Agabazar
Виноградов Айкомисси ларăвĕнче пулнă. Унта мĕнле йышăнусем тунине хăй хăлхипе хăй илтнĕ.
Паллах, вăл çав ларура хăй шухăшне каланă, анчах та Виноградов Айкомисси йышăнăвĕсене хирĕç пулма пултараймасть.
Agabazar // 1581.65.2653
2019-06-24 05:46
Agabazar
Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур.
https://ru.wikipedia.org/wiki/Памятник_Кул_Гали_(Ульяновск)
Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур.
Аçтахар акăлчансем енне куçса кайнăччĕ-ха. Кунта вара, курăсăн, унталла кайса пăхмасан та тĕленмеллисем пур.
Пулкар // 3142.42.5654
2019-06-25 09:33
"Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур. Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур." Чĕмпĕрте богданов тутар ҫынни пит хытӑ айкашать. Морозовӑн наци ыйтӑвӗн советникӗччӗ. Хӑйӑн ҫумне чӑваш халӑх сутӑнчӗкӗсене пуҫтарнӑ.Вӗсен хушшинче кандрашкин пур. Пит хӑрушӑ чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ. Ҫийӗнчен пӑхсан чӑваша майлӑ пек, шалта вара - этем мар. Вырӑсла " оборотень" теҫҫӗ. Ҫак ҫынсем пӗтӗмпех пӑтраштараҫҫӗ. Часах чӑваш хули - Чӗмпӗр тутарсен пулӗ.
Атнер // 4176.90.2625
2019-06-26 10:43
Пала иккен.То тӑ Кондрашкин нихҫан та чӑвашла калаҫмасть.Ма ҫав териех хисепеместь вара вӑл чӑваша
Инерпи // 3819.06.4624
2019-06-28 11:25
Чемпер чем марта, Шупашкар та савранать. Паянхи вырасла, ыранхине тутарла, Палхара Аскольд калашле сухатрар. Сайт синче манкка чамласа ларсан ку куранса паларсах тарать.
2019-06-29 07:06
Акапасар, пирĕн ку ĕнтĕ пурнăçа тахçанах кĕнĕ: çумрине курмастпăр, инçете кармашатпăр.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru