Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
 

Reklamo

Аскольд Де Герсо: What is your name? Эсир мӗн ятлӑ?

Аскольд Де Герсо02.10.2018 19:39614 Пурĕ пăхнă

Тӗрлӗ йышши социаллӑ сетьсенче ларакансем хӑйсен ятне пытарса ларни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, куна пурте хӑнӑхса ҫитнӗ темелле. Юрать, унта тӗрлӗ пулӑмсем ҫыраҫҫӗ, тен чӑмӑр лекесрен те шикленеҫҫӗ, пурнӑҫра вӗт тӗрлӗрен пырса тухать. Анчах та чӑваш сайчӗ ҫинче диспутсем ирттериш пулаҫҫӗ, дискуссисем, хӑйсем вара ҫӑмӑлпа тӗмӗсем хыҫне тухнӑн никсем хыҫӗнче пытанса лараҫҫӗ. Енчен те сирӗн мӗн-тӗр калас сӑмах пур, калӑр уҫҫӑн е шикленетӗр ҫын кулли пуласран? Хӑшӗ регистрациленме те сисчӳвленет, вӑрттӑн кӗрет комментарисем ҫырма. Мӗскертен шикленетӗр? Хӑвӑр чӑваш пулнинчен? Чӑвашсене вара мӗскер пулнӑ? Хӑрах куҫлӑ е тата мӗскер тӑр пур?

 

Komentoj:

2018-10-27 10:22
Тĕрлĕ йышши пур-çукпа аппаланса ларма кăмăллăрах çав, кам пĕлесе çитертĕр: пулнă-и, çук-и? А вăт хăйсен ятне уççăн палăртма кунта теветкеллĕх кирлĕ. Ник хыçĕнче, хÿме хыçĕнчи анчăк евĕр, хăть мĕнле ăçтиçук та вĕрсе ларма хăять...
Хăшне сиртен чăнласа тарăхтарать чăваш чĕлхи? Акапасара е Микулана, е Лешкукшана? Пĕрне те тарăхтармасть... Акапасар - плужий рынок пулмасть-и вырăслана куçарсан?
Agabazar // 4190.12.9086
2018-10-27 11:05
Agabazar
Ун пек каламаççĕ. Тĕрĕс ыйту ак çапла — What is your name?
2018-10-28 06:29
Акапасар, ку хурав мар)))
Agabazar // 1413.5.6849
2018-10-28 09:41
Agabazar
Кунта никам та сана хуравласа лармасть. Йăнăшна тÿрлет!
2018-10-28 16:40
Тĕрĕс, кунта сирĕн картнă картсем витмеççĕ. Чăнлăхран таратăр, чăнлăхран вара тарма çук. Паян мар-тăк, ыранхине хуса çитет. Ыйту пирки ятарласа пăхрăм словарьте, ку йышши вариант та пур. Кăлăхах ларатăн кĕвĕçсе, Акапасар. Тата, мана уйрăмлăхĕ çук пур-и, çук-и, манăн ыйту ун пирки мар, пачах урăххи çинчен. Эсир кунта ача-пăча вăйи выляса ларни пирки, анчах та сире çавна тавçăрса çитме çук пулас

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru