Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: 2018-2024 ҫулсенче пире мӗнле президент кирлӗ?

Аçтахар Плотников11.01.2018 17:14885 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна каярах ҫырасшӑнччӗ, анчах та Анатолий Кипечӗн ҫырӑвӗ хыҫҫӑн халех калӑплас терӗм. «2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кам суйланӗ?» тесен пурте тенӗ пекех пӗр харӑс пӗр ята кӑна асӑнма пултарӗҫ. Ав, пирӗн шурсухал Анатолий Кипеч те (комментари ҫыракан пӗр сайтҫӑ ӑна вырӑс тесе каларӗ пулин те пирӗн ку тӗлӗшпе пысӑк иккеленӳ пур — эпир пӗлнӗ тӑрӑх Анатолий Ильич Канаш тӑрӑхӗнче чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ), ав, Владимир Путин пирки ҫырать. «Ваше желание еще раз стать Президентом страны одобряю. Надо быть смелым и решительным человеком, чтобы взвалить на себя эту тяжелую ношу», — тет вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Вырӑсла пӗлменнисем валли ятарласа хамӑрла куҫарса та парӑп: «Ҫӗршыв Президенчӗ пулма тепӗр хут шут тытнӑ Сирӗн шухӑша ырлатӑп. Ҫак йывӑр ҫӗклеме хӑйӗн ҫине илес текенӗн хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла». Иккӗмӗш пуплевӗшӗпе (предложенипе) килӗшетӗп-ха та, анчах пӗрремӗшне тем тесен те ырлас килмест. Ҫавӑнпа та хамӑн шухӑша пӗлтерем.

Владимир Путина ҫынни лайӑх-ха та, анчах пуҫлӑх улшӑнманни, пирӗн патшалӑх ертӳҫинче нумай-нумай ҫул пӗр ҫын ларни патшалӑх аталанӑвне пысӑк сиен кӳрет. Темле маттур ҫын пулсан та, темле хастар та хӑюллӑ пулсан та темиҫе ҫул ларакан пуҫлӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ ҫулран ҫул чакса пырать. Мӗншӗн? «Ӑшӑ пукана» хӑнӑхса каять. Ҫавӑнпа та Путина сӗнекен ҫын ман шутпа Раҫҫей малашлӑхӗ пирки мар, паянхи «хӑнӑхнӑ» куншӑн ҫеҫ пӑшӑрханать. Ку хамӑр кӗтесе те, Чӑвашстана та, пырса тивет — тем тесен те Мускав витӗмӗ питӗ пысӑк. Раҫҫей аталанать пулсан — Чӑваш Ен кун-ҫулӗ те малалла шӑвать.

Паянхи пурнӑҫа сӑнланӑ чухне чылайӑшӗ «стабильность» сӑмахпа усӑ курать. Тепӗр май каласан пӗтӗмпех йӗркеллӗ, пӗтӗмпех шайлашуллӑ, яланхилле — нимӗн те тӗкӗнмелле мар. Хӑнӑхнӑ пурнӑҫа улӑштарас килменнисем аталану ҫуккине ырӑ ен тесе хак парасшӑн. Сӑмах май, унччен маларах кунашкал лару-тӑрӑва «застой» сӑмахпа палӑртатчӗҫ, хаҫат-журналта та чӑвашла ӑна «аталанусӑрлӑх», «ӳсӗмсӗрлӗх» тесе куҫаратчӗҫ.

Ҫавах та ҫак «стабильность» сӑмахра пӗр кирлӗ япала ҫеҫ ҫук — шанӑҫ. Пурнӑҫ улшӑнас шанчӑк. Анатолий Кипеч, паллах, ҫӗнӗ кивӗ президентра шанӑҫ курать, ҫӗнӗрен суйланнӑ хыҫҫӑн лешӗ правительствӑна улӑштарасса шанать. Анчах ҫӗнӗ кивӗ пуҫлӑхран ҫакна кӗтсе илме май пур-ши? Ман шутпа ҫук. Нумай ҫул «ӑшӑ пукан» йышӑнакан ҫыншӑн хӑнӑхнӑ япалана улӑштарма питӗ йывӑр. Асӑрхӑр, юлашки ҫулсенче пирӗн премьер-министрсем те улшӑнми пулчӗҫ. Япӑх ӗҫлет-и, лайӑх-и (паянхи пурнӑҫа хӑвӑрах хак парӑр) — пуҫлӑхра пӗр ҫыннах. Кунашкал лару-тӑрура Анатолий Ильич мӗнле улшӑнусем тӑвасса кӗтет-ши?

Хӑҫан пӑхнине астумастӑп, анчах ку тахҫанах пулнӑччӗ. Телекуравпа пӗр кино кӑтартнӑччӗ, Францири пӑлхавӑр пирки. Фильм ятне те астумастӑп, анчах унти пӗр самант ман асра юлнӑччӗ. Хайхи пӑлхавҫӑсем патне хыпар ҫитет — патша вилнӗ иккен. Иккӗн калаҫнине кӑтартаҫҫӗ. Пӗри калать: «Савӑн, патша вилнӗ!». Тепри вара ӑна пӑшӑрханса хуравлать: «Питӗ шел», — тет, — «капла эпир хамӑр шухӑш-кӑмӑлсене пурнӑҫлаймастпӑр». Пӗрремӗшӗ тӗлӗнсе лешӗ мӗншӗн ҫапла шухӑшлани пирки ыйтать. Иккӗмӗшӗ вара патша улшӑнни халӑхра шанчӑк ҫуратни пирки пӗлтерет. Апла-тӑк, унӑн шухӑшӗпе пӑлхав пӑчланать.

Паянхи лару-тӑру куҫӗпе пӑхас пулсан «патша» улшӑнманни ҫав шанчӑка нимӗнле те ҫуратаймасть. Ку тӗлӗшпе АПШ-на тӗслӗх пек кӑтартма пулать — вӗсен нихӑш президенчӗ те икӗ срокран ытларах лармасть, яланах (4-8 ҫул хӑвӑрт иртсе каять вӑл) улшӑнаҫҫӗ (консерваторӗсемпе демокрачӗсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнса пыни тата та вӑйлӑрах витӗм кӳрет). Кашни ҫӗнӗ президентпа халӑхӑн ҫӗнӗ шанӑҫ ҫуралать. Сӑмах май, асаилӗр-ха Владимир Путина Дмитрий Медведьев ылмаштарнӑ саманта. Е Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич ларнӑ вӑхӑта? Улшӑнусем пуласса пурте кӗтрӗҫ. Сӑмах май, пысӑках мар пулин те вӗсем ҫав-ҫавах пулчӗҫ. 2018 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем кӗтесси вара — кӑлӑх япала.

Хурларӑм-хурларӑм та, халь вара пулас президентран мӗн кӗтни пирки сӑмах пуҫарма вӑхӑт ҫитрӗ пуль. Владимир Путинӑн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — патшалӑха 1990-мӗш ҫулсенчи шурлӑхран туртса кӑларни. Ку ӗҫе тума, тен, чӑн та саккунсене ҫирӗплетни кирлех пулнӑ. Йӗркесӗрлӗхрен йӗрке туни, ирӗклӗхе хытарни. Анчах та ку ӗҫе «шурлӑхран тухнӑ» хыҫҫӑн та туса пыни патшалӑх аталанӑвне калама ҫук пысӑк сиен кӳрет. Йӗрке тунӑ хыҫҫӑн аталану валли, пач урӑхла, ирӗклӗхсене ӳстермелле. Вара усси пулӗ. Хальлӗхе вара эпир ҫав шурлӑхран тухнӑ самантра ҫеҫ чарӑнса тӑнӑ темелле. Енчен те малалла та ытларах хӗсӗҫ пулсан — каялла, «шурлӑха», лекес хӑрушлӑх пур. Шел те, пӗрре ҫирӗплетнӗ-хытарнӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынах ирӗклӗхе ярасси сайра хутра ҫеҫ тӗл пулать.

Пӗтӗмлетсе каласан, президентӑн «ӑшӑ пуканне» урӑх ҫын йышӑнмалла. Собчак-и вӑл, е Грудинин-и — пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, тӗпрен илсен ҫав-ҫавах. Чи кирли — урӑх ҫын пултӑр.

 

Komentoj:

Dfcbkbq // 4126.85.5431
2018-01-20 18:20
Çĕнĕ пурнăçа çĕнĕ этем тумалла, киввине кăларса пăрахмалла!
Dfcbkbq // 4126.85.5431
2018-01-20 18:25
Кипече чăваш Турри каçартăр ĕнтĕ
Хурт // 1039.8.4424
2018-01-31 10:05
::"...чăваш ачи хăйĕн тăван амăш чĕлхипе калаçайманни. çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕ сÿрĕкленни т.ыт. те ВВПа шанма кăмăл çук." - куншӑн Путин пичче айӑплӑ- шим е хӑй Иралин пичче.
Пур япалана та Путин пичче ҫине йӑывнтврма хатӗр мӑнтарӑн чӑвашсем. Хусанкай пиччене лартса пӑхмаллаччӗ президент вырӑнне, вара пурнӑҫ йӗркеленсе кайнӑ пулӗччӗ кашни йӑваш чӑваш валли.
Хурт // 1039.8.4424
2018-01-31 10:13
" ...Е Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич ларнӑ вӑхӑта? Улшӑнусем пуласса пурте кӗтрӗҫ."- кӗтсе илимасси малтанах паллӑ пулнӑ. Биолог финанс кушелне тытса пыма тӑрӑшать. Тӗнче кулли. Е фотограф ҫул-йӗр министрӗ. Пӗтӗм уҫлӑх кулать.
Agabazar // 3757.96.0470
2018-01-31 12:02
Agabazar
Мухтав В.В.Путин "пиччене"! Утăрья!

Куратăр-и, "Хурт" текеннни мĕн тери ăслă! Вăт камсенчен тĕслĕх илмелле пирĕн, вăт кам пуç çапмалла!
Agabazar // 3757.96.0470
2018-01-31 12:02
Agabazar
Мухтав В.В.Путин "пиччене"! Утăрья!

"Хурт" йышши Улăпсем пулсан, пĕтместпĕр-ха, пурнатпăр!
Базиль Кириллов // 2288.68.8495
2018-01-31 16:46
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: кӳрентерӳ пур
Agabazar // 3285.03.4519
2018-02-01 13:36
Agabazar
Базиль Кириллов юлташ, модераторсем сире кунтан Путина ытлашши хытă тиркенешĕн сирпĕтнĕ пулмалла. Е апла мар-и? Эп вуласа ĕлкĕреймен.
Базиль Кириллов // 2288.68.8495
2018-02-01 17:16
Акапӑсар тенӗшӗн ӗнтӗ. Эс васкарах вула...
2018-02-01 17:24
Аçтахар Плотников
Ăнах асăрхамарăм-ха, пĕр кайăкпа танлаштарнишĕн вăл комментарие йышăнмарăм.
Тавлашатăр пулсан оппонентсене хисеплĕр, тархасшăн. Уйрăмах «комментари ҫырмалли йӗркепе килӗшетӗп» текен вырăна чанапа палăртатăр пулсан. Вуламан пулсан — вуласа тухăр. Мĕн çырма юраманнине унта йăлт ăнлантарса панă.

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Радио (20.02.2018)

02:00
 
Юрă вăчăри (12+)
03:20
 
Шурăмпуç (12+)
04:10
 
Янра, юрă! (хит-парад) (12+)
05:10
 
Пĕррехинче (12+)
06:00
 
Хыпарсем (12+)
06:20
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Хыпарсем (12+)
07:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Новости (12+)
08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:20
 
Ĕçне кура-хисепĕ (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:20
 
Присягая Родине (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:20
 
Ачалăх урхамахĕ (6+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:20
 
Cас (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:20
 
Чăваш Ен: çулсем тата çынсем (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Асăмри юрăсем (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Кĕрекене пуçтарăнсан (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Reklamafiŝoj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru