Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto ermakowanadejda

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе

  05.03.2019 13:30 | 6547 Пурĕ пăхнă

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе. Чӑвашлӑх Чутайра упранать!

Мӑн Этмен тӑрӑхӗнчи халӑх Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ пуҫарнӑ «Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе» проект малалла ӑнӑҫлӑ ӗҫленине хӑй куҫӗпе хӑй курса ӗненчӗ.

Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче конгресс хастарӗсемпе пӗрле шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ, культура ӗҫченӗсем ку проектпа килӗшӳллӗн пысӑк мероприяти йӗркелерӗҫ.

Ку пӗтӗм Чутай тӑрӑхӗшӗн анлӑ та пӗлтерӗшлӗ чӑвашлӑх уявӗ пулса тӑчӗ!

Далее...

 

Скворцов Михаил Иванович ырӑ сӑнарӗ асӑмӑртах пулӗ

  02.12.2016 19:34 | 3132 Пурĕ пăхнă

Чӑваш халӑхӗн чӑн-чӑн ывӑлӗ — Скворцов Михаил Иванович — чӑваш тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, пурнӑҫран уйрӑлса кайни питӗ пысӑк ҫухату. Тӑванӗсемпе, тусӗсемпе пӗрле хурланатпӑр, кулянатпӑр.

Хӑй пурнӑҫӗнче халӑхӑмӑршӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сӑваплӑ ӗҫсем туса хӑварма пултарнишӗн унпа мухтанатпӑр.

Унӑн ырӑ сӑнарӗ асӑмӑртах пулӗ.

 

Орлов Г.В. хатӗрленӗ концертри самантсем

  23.04.2013 05:13 | 4101 Пурĕ пăхнă

Атнар шкулӗнчи музыка учителӗ, Г.В.Орлов,ертсе пыракан коллектив хатӗрленӗ концертри самантсем.

 

http://fotki.yandex.ru/users/ermakowanadejda/album/202095/

 

Ермакова Н.В, Орлов Г.В.. пухса хатӗрленӗ.ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНАССИ

  03.02.2012 20:12 | 8218 Пурĕ пăхнă

ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРАНАССИ

Ҫемьери хутшӑнусен пӗлтӗрӗшӗ.

Нумай ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ.

Мӗншӗн килӗштерсе пурӑнайманнин сӑлтавӗ пирки шутласах кайман ашшӗ-амӑшӗсем тӗлӗнсе час-часах ҫапла калаҫҫӗ:

— Мӗншӗн ҫапла пулать-ха вӑл? Эпир яланах хамӑр ачасемпе пӗрле-ҫке, вӗсене эпир ҫуралнӑ кунранах пӑхатпӑр, вӗсен хамӑр кӑна ӑнланакан пӗрремӗш сӑмахӗсене илтетпӗр, вӗсем чӗвӗлтетнипе чунтанах савӑнатпӑр... Чи малтан вӗсем пирӗнпе калаҫаҫҫӗ. Эпир ачасемшӗн яланах пӑшӑрханатпӑр, вӗсем ҫинчен пурне те пӗлес тесе тӑрӑшатпӑр.

Далее...

 

Н.В.Ермакова пухса хатӗрленӗ АШШӖ-АМӐШНЕ ХИСЕПЛЕССИ МӖНРЕН КИЛЕТ

  12.12.2011 05:31 | 5002 Пурĕ пăхнă

Н.В.Ермаковӑпа Т.В.Горбунова пухса хатӗрленӗ

АШШӖ-АМӐШНЕ ХИСЕПЛЕССИ МӖНРЕН КИЛЕТ

 

"Ҫыннӑн чи пысӑк ӗҫӗ ҫынна ырӑ тӑвасси мар, ҫынна усал тӑвасран хӑйне хӑй чарасси. Эпӗ кирек мӗнле ҫынна та ҫапла каласшӑн: эсӗ мана ырӑ ан ту, анчах мана усал тӑвасран хӑвна ху чар", - тенӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Митта Ваҫлейӗ хӑйӗн кун-ҫул кӗнекинче.

Мӗн вӑл ҫынлӑх? Митта шучӗпе, хӑй асӑннӑ йӗркене тытса пырсан тӗнче йӑлтах чиперленсе улшӑнать. Анчах ҫапла пулма чун-чӗрере, кӑмӑл-туйӑмра, ӑс-пуҫра куна тума хистекен вӑй-хал ҫуралмалла вӗт-ха. Ҫынлӑха вӑратакан, ӑна сӗткен парса тӑракан ҫӑлкуҫран тухмалла вӑл.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)