Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
 

Reklamo

Тимӗр Акташ: Чӑваш театрӗсенче ӳсменни пур — Тутарстанри ӗҫтешсем ҫапла шутлаҫҫӗ

Тимӗр Акташ17.03.2017 22:09596 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче Тутарстанри Пӑва (Буинск) драма театрӗнче регионсен хушшинчи театраллӑ фестиваль пырать. Унта чӑваш театрсене чӗнмен. Ҫак ҫинчен «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.

Мӗншӗн пире йыхравламан? Ҫак ыйтуна хӑш-пӗр кӳршӗ республикин театр ӗҫтешсем хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӑваш театрсенче ӳсменни (застой) лару-тӑру имӗш.

Тӗрӗс-и ку шухӑш? Эпӗ ку ыйтуна — «Тӗрӗс мар!» тесе хуравлатӑп. СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн чӑваш театрсенче нумай ырӑ улшӑнусем иртсе кайрӗҫ. Актуаллӑ, пурнӑҫа ҫывӑх, тӗрӗс кӑтартакан пулӑмсене чӑваш театрсенче хамӑр артистсем ӑста выляҫҫӗ.

Тӗслӗхсем — Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне илӗпӗр. Унта Афган вӑрҫинче пулнӑ хӑрушӑ пулса иртнӗсем, вилӗм, бомбӑсемпе, ракетӑсемпе мирлӗ кишлаксене пӗтерни, чӑваш салтака плена илни, моджахедсем, совет ҫар ҫыннисем наркӑмӑшсене (наркотиксене) унтан СССР пата вӑрттӑн яни.

Ҫакна кӑтартакан ҫинчен хӑш-пӗр «афгансен» пӗрлӗхӗн ертӳҫисем, «замполитсем» килӗшмен. Вӗсем ҫӑхавсемпе ЧР Культура министерствине, театрӑн худрук патне кайса ҫӳрени сахал мар пулнӑ. Пирӗн Чӑваш Енӗн обществӑлла пурнӑҫра ҫакӑ пӗчӗк мар ахрӑмлӑ пӑтӑрмах пулнӑ. МИХсенче те ҫак ҫинчен статьясем пулчӗҫ. Хам ҫыртӑм. Анатолий Хмыта — Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ — манӑн Тутарстанра ҫуралнӑ ентеше — хӳтӗлесе ҫӳрерӗм, статьясене ҫыртӑм.

Тата ҫак авторӑн Чӑваш ҫамрӑксен театрсенче лартнӑ «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пьесӑна та ырлатӑп. Вӑл чӑваш драматургийӗнче пӗрремӗш хут ҫӗнӗ темӑна уҫнӑ — Холокост ҫинчен. Ҫак спектакльне пӑхма эпӗ Шупашкарти еврейсен пӗрлӗхӗн ҫынсене те йыхравларӑм. Вӗсем спектакльне пӑхнӑ, ырланӑ. Ку та паха.

Нумаях пулмасть Владислав Николаевӑн «Пихампар чунӗ манра» мюзикл Чӑваш академилле драма театрӗнче лартнӑ. Мӗнле «застой»?

Тата Марина Карягина, Римма Прокопьева, Арсений Тарасов, Ольга Туркай, Геннадий Кириллов, Олег Прокопьев пӗлтерӗшлӗ пьесӑсене ҫырса театрсенче лартнӑ. Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» драмӑна Ҫамрӑксен театрӗнче лартнӑ, Турцире ӑна лауреат ятпа хакланӑ.

Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» драма Раҫҫей Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.

М.Сеспель ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев (Трер) тӗп режиссёрӗ авторсем валли ятарлӑ театраллӑ лабораторине уҫнӑ. Ҫак ҫинчен Интернетри «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче вуларӑм. Театр ҫӗнӗ темӑсене шырать, ачасем валли те. Мӗнле «застой»?

Римма Прокопьевӑн «Тӑххӑрмӗш хутри Асамат кайӑкӗ» хальхи хулари чӑвашсен Шупашкарти общежитийӗнчи пурнӑҫа ӑста кӑтартнӑ. 2005-мӗш ҫулта М.Сеспель ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче Анатолий Кипечӗн «Ехрем Хуҫа» спектакль лартнӑ.

Тата Борис Чиндыковӑн, Валери Туркайӑн драматургийӗ. Вӗсем — пултаруллӑ авторсем. Угарин, Сидоров, Пртта, тата ытти чӑваш драматургсем пур. Шел пулин те, вӗсемпе паллашман. Тен, вӗсен спектакльсене ҫӳременччӗ.

Ресторансенче хӑш-пӗр чух Яков Ухсая, Николай Терентьева, вӗсем апатланнӑ чух, кӑна куртӑм.

Тата Перестройка (1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗ — 1990-мӗш ҫулсен пусламӑшӗ) тапхӑрччен эпӗ чӑваш театрсене ҫӳременччӗ. Тӑван чӗлхене те манса пытӑм. Ҫурри манкурт пулса. Нумайӑшӗ хулари ҫамрӑк чӑвашӗсем эпир совет саманинче вырӑсланса пытӑмӑр.

Хӑш-пӗр чух Чӑваш телевиденийӗпе кӑна ӑнсӑртран чӑваш спектакльсен сыпӑкӗсене асӑрхарӑм. Аса илетӗп — унта яланах ҫӑмӑл комедисене кӑтартнӑ. Кӑшкӑракан, вӑрҫакан ялти карчӑксем туясене ҫӗклесе, ялан чупса ҫӳренӗ. Ку мана килӗшмен.

Эпӗ театральный критик мар. Ытла театрал та мар. Театрсене тӑтӑшах ҫӳреместӗп. Анчах авторсем йыхравласан пыркалатӑп. Обществӑлла пӗлтерӗшлӗ спектакльсене, е чуна тивекен темӑсене, пушӑ вӑхӑт пулсан, пӑхма пултаратӑп.

Ҫук, чӑваш театрсенче нимӗн те ӳсменни ҫук! Чӑваш театрсем аталанаҫҫӗ! Хамӑр театрсене пирӗн халӑх юратать. Пурӑнатпӑр-ха. Тата малалла талпӑнатпӑр! Ҫапла пултар!

 

Хыҫран калани: Енчен такама тивсен, е аса илмесен, каҫару ыйтатӑп.

Сайт редакторӗнчен: Текстри автор стильне хӑварнӑ, орфографи йӑнӑшӗсене ҫеҫ тӳрлетнӗ (хӑшӗ-пӗрине те, автор стилӗ тесе хӑварнӑ). Ҫапла туса эпир автор вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та ҫырма ӑнтӑлнине кӑтартасшӑн. Тем тесен те автор, хулара ӳснӗскер, тӑван чӗлхене ҫитӗнсе ҫитнӗ хыҫҫӑн кӑна вӗреннӗ. Тепӗр самант: автор текстри чӑваш саспаллисен тӑррисене лартмасӑр ярса парса. Хӑш-пӗр вырӑнта саспалли тӑррине лартманни тӗл пулма пултарать. Асӑрхамасӑр хӑварнӑ йӑнӑшсемшӗн каҫару ыйтатпӑр.

 

Komentoj:

елена хелхем // 1399.29.0061
2017-03-22 12:02
Статйи аван - шухӑшламалӑх пур кунта, ҫивӗч ыйтусем хускатни паха. Анчах та йӑнӑшсем нумай пулни кулянтарчӗ мана. Е япӑх куҫару ӗнтӗ ку терӗм е васкаса ҫырни. Хӑйӗнни пек хӑварма шухӑшланӑ иккен эсир. Пӗтӗмлетсе каласан маттур эсир, ӗҫтешсем. Чӑваш сайтне юрататӑп эп. Тавах сире. Маттур! Пысӑк ӗҫ тӑватӑр. Салампа Алена Алексеева.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Радио (25.04.2017)

15:10
 
Чăваш Наци радиовĕ 8 çулта (12+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Чăваш Наци радиовĕ 8 çулта (12+)
16:40
 
Чăваш Наци радиовĕ 8 çулта (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Чăваш Наци радиовĕ 8 çулта (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Чăваш Наци радиовĕ 8 çулта (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Асăмри юрăсем (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Каçхи мик (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Каçхи мик (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Reklamafiŝoj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru