Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Никколай Иванччӑ тата Витталий Григорччӑ

Agabazar17.04.2017 17:476862 Пурĕ пăхнă

Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор.

Статья тӗшшине сӑнарлӑн кӑтартни. (хаваслӑ шарж тейӗпӗр, хамӑр ӳкермен пулсан та).

1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?" статйи пичетленсе тухнӑ. Ахӑртнех, чӑваш тенине ҫӑваҫ тенипе чӑнласах ҫыхӑнтарас шухӑш чӑн малтан ҫавӑнта палӑрӑннӑ пулмалла.

Малалла ҫав статьях "Тӑван Атӑл" журналта (1980, февраль, 2№) кун ҫути курать.

Ҫав вӑхӑталлах (1980, февраль, 12-13), Шупашкарти гуманитари институтӗнче В.Г.Егоров ҫурални 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса ӑслав сессийӗ пулса иртет. Ку сессире Н.И.Егоров "К этимологии этнонима чуваш" ятпа доклад туса парать. Докладӑн тезисӗсем ҫав ҫулах Шупашкарта пичетленсе тухаҫҫӗ (Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12–13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34–36.). Ҫав докладра та Н.И.Егоров,— В.Г.Родионов пекех! — хайхи "ҫӑваҫ-чӑваш" теорине ҫӗклет.

Ӗнтӗ епле пулса тухать-ха?

Икӗ ҫын, Виталий Григорьевич Родионов тата Николай Иванович Егоров, пӗр харӑсах тенӗ пек, ЧӐВАШ сӑмах ӑҫтан тухса кайни тӗлӗшпе пӗр теориех кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Малтан иккӗш пӗрле калаҫса татӑлнӑ-ши?

Е калаҫса татӑлмасӑрах, пӗр-пӗринчен пачах та уйрӑммӑн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ-ши? Енчен те кунта иккӗмӗш сӗм тӗрӗс пулсан, ҫакна самаях тӗлӗнмелле япала тесе шутламалла. Апла-и, капла-и, кун пек япаласем ӑславсен историйӗнче пайтах хутчен те пулнӑ.

Исаак Ньютон акӑлчан тата Готфрид Лейбниц нимӗҫ пӗр-пӗринчен уйрӑммӑн дифференциаллӑ тата интеграллӑ шутлавсен никӗсӗсене хывнӑ.

Эчсемӗр, Никколай Иванччӑпа Витталий Григорччӑ тӗлӗшпе те шӑпах ҫавнашкал пулса тухнӑ мар-и? Паллах, вӗсем иккӗш те Шупашкарта пурӑннине кура, ҫакна пит ӗненесех те килмест пек. Тен, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапах та калаҫкаланӑ? Канашлама та пултарнӑ-тӑр, тен?

Пулӗ те. Анчах та ҫавнашкал тӗлпулусем пулни-пулманни пирки ниҫта та нимӗнле йӗрсем те ҫук! Ҫапла вара, хуть те мӗнле пулсан та, уйрӑммӑн пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ темешкӗн тиветех!

Икӗ ҫын — пӗр уҫнӑлӑх!

Асӑннӑ икӗ ӑславҫӑн асӑннӑ ыйтупа чӑн малтан тухнӑ ӗҫӗсене кӑтартрӑмӑр-ха.

Анчах та вӗсем кун хыҫҫӑн та "ҫӑваҫ-чӑваш" теорине малалла аталантарма пӑрахман! Ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ! Акӑ ҫавнашкал ӗҫсенчен хӑшпӗрисем:

В.Г.Родионов. Чӑвашсен вӑтам ӗмӗрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чӑваш литературию XVIII-XIX ӗмӗрсем. Чӑв.кӗнеке кӑларавӑшӗ, Шупашкар, 2006. — С.7-51.

Егоров Н.И., Егоров Э.Н.. Бесермяне и чуваши – этнонимы от конфессионимного происхождения // Диалекты и история тюркских языков во взаимодействии с другими народами: Сб. ст. ЧГПУ, ЧГИГН. Чебоксары, 2004. С. 146–158.

Егоров Н.И. Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология. Чебоксары: Новое время, 2009. 854 с.

Егоров Н.И. Динамика формирования национальных концепций идентичности у татар и чувашей: от конфессионального к этнонациональному / науч. ред. Г.А.Николаев. – Чебоксары, 2012. – 52 с. – (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 10).

Родионов В.Г. К ПРОБЛЕМЕ РЕКОНСТРУКЦИИ ЧУВАШСКОГО ОБРЯДОВОГО КОМПЛЕКСА ҪУ. // ЧГВ, 2007/2008 гг., № 3 — С. 53-62.

Родионов В.Г. К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, бесермян и чуваш// Ашмаринские чтения – VI: материалы Всероссийской конференции, проходившей 17–18 октября 2008 г. Чебоксары: ЧГУ, 2008. С. 169–179;

Ну, кунта пурте мар-тӑр-ха ӗнтӗ. Ҫапах та мӗнлерех ӗҫлени аванах курӑнать.

Уҫнӑлӑхӑн пӗлтерӗшӗ пирки кӗскен

Хуть те мӗнле ҫын та иртнӗ вӑхӑтсем пирки шухӑша каятех. Пӗлӗвӗ пур-и унӑн е ҫук-и — пурпӗрех! Ҫакнашкал туртӑнӑва ниепле те ҫапса хуҫаймастӑн! Кашнийӗ хӑйне майлӑ туртӑнать. Ҫапах халӑх ячӗ пирки шухӑша кайни пурин те пулать пуль. Шухӑша кайнӑ май ытти ыйтусене те пырса перӗнет. Ҫапла вара хӑй сисмесӗрех историлле тавракурӑмне анлӑлатать.

"Чӑваш" этнонимӑн тупсӑмӗ тӗлӗшпе те ҫавӑн пекех. Тӗп ҫул-йӗре уҫса памаллах! Ҫитет пулӗ тӗрлӗрен "савирсемпе", "суварсемпе", "табгачсемпе", "чаушсемпе", "йӑвашсемпе", "шӑвашсемпе" анкӑ- минкӗленме! Чӑнлӑх вӑл унашкал тӗлли-паллисӗр сапаланса кайнипе пирӗн ума нихҫан та хӑй тӗллӗн тухса тӑмӗ. Юриех ҫынсене минретес тӗллевпе кӑларса тӑратнӑ япаласене ним шеллевсӗр айккинелле сирмелле. Ала витӗр кӑлармалла. Юлашкинчен мӗн юлать — ҫавӑ чӑнлӑх пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ваççа // 9259.3.8429
2017.04.21 05:25
Вырăсларан куçармарăм.Знакомые слова в турецком языке. Сувар и çăваç. Так монго о них было сказано ,как много гипотез было выдвинуто. Пытались доказывать преемственность чуваш от çăваç,а çăваç от сувар. Странно,очень странно что никто не обратил внимание на то, что означают эти слова в турецком языке. Эти слова там тесно взаимосвязвны и относятся исключительно к военным терминам.süvari. всадник , конник , кавалерист , кавалерия , конница , капитан кавалерийский.
savaş
перевод с турецкого
би́тва
война
сраже́ние. Пытались слово "çаваç" обяъяснить как "летовщик",мол предки чуваш,возможно кочевали летом. Всеми путями пытались скрыть истинное значение слова "чăваш". По логике следовало бы в первую очередь обратить внимание на тот факт ,что в турецком языке все три слова "сувар"," саваç" и "чавуш" имеют параллельное хождение и не "расстянуты" по времени. Следовательно они максимально сохранили первоначальное значение. Думаю ,что турецкий язык даст много информации к размышлению и "чавушское " происхождение названия (подчеркиваю лишь названия) чувашского народа не покажется фантастичным.
Agabazar // 3720.22.7192
2017.04.21 11:43
Agabazar
Ырă Çыннăмăр Ваççа,
"Сувар — юланутçă" тенисемпе никама тĕлĕнтерейместĕр вара. Ун пирки эсир кăна мар, такам та çырнă. Калăпăр, Ваççил Ваççилччă Николаев. Вăл пĕлтерĕш темĕнле фарси чĕлхисенчен килет пулмалла.
Анчах та мĕншĕн-ха эсĕр "суваар-савир" тенисене туртса кăлартăр? Вĕсем пирки мар вĕт кунта сăмах. Кунта сăмах пырать чăваш этноним пирки! Савир тата Чăваш пĕр-пĕринпе нихăш енчен те çыхăнман вара! Унашкал çыхăну ниепле те пулма пултараймасть!

А леш "чауш", "саваç" тенисем пирки сире "Акапасар34" сайтçă (вăл — эп мар, урăх çын!) пит аван ăнлантарса панăччĕ. Астăватăр-и?
Ваççа // 9259.3.8429
2017.04.22 06:00
Мĕн ăнлантарса панă? Чăвашпа çăва пĕр пек тесе-и ? Ун пек сире чăваша "çава" коса сăмахран та ăнлантарса пама пултарĕç.
Agabazar // 4150.40.3211
2017.04.22 16:54
Agabazar
Ваççа, "Акапасар34" мĕн çырнине тупăр та вулăр.

Чăвашпа çăва пĕр мар. Пĕр пек те мар. Суятăр.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj