Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Ашшӗ ячӗпе чӗнни сая кайнӑ

Таисия Ташней12.02.2017 15:535037 Пурĕ пăхнă

Хӑш-пӗр ҫынна мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ нумайрах тӗлӗнетӗн. Ларнӑ е тӑнӑ ҫӗрте шак хытарса лартаканни — икӗ питлӗх. Этем хӑй чӗлхине ирӗке янине ӑнланмалла пулӗ-ха: пӗр-пӗрин ҫинчен калаҫасси такамӑн та пулать. Ют ҫынна кӑна мар, тӑван-пӗтене, ҫывӑх пӗлӗш-юлташа та тепӗр чух «шӗкӗлчетпӗр». Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чунтан курайманлӑхпа мар, ҫав самантра тарӑхнипе-кӳреннипе. Капла чухне усал тӑвас шухӑш, курайманлӑх, тытса ҫурма хатӗрленни, пуринчен пахи — икӗ питлӗх — ҫук.

...Ку хыпара сумлӑ вырӑнта тӑрӑшакан пӗлӗшӗм каласа кӑтартнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗнче пуҫлӑх ылмашнӑ. Пысӑкрах ӗҫе куҫаканскере ӑсатма пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем тупӑшса тенӗ пек ӑшӑ сӑмах каланӑ. Ыттисене хӑратса пурне те пусӑрӑнтарма юратакан кӑмӑлӗшӗн тарӑхнисемех ертӳҫе ҫӗр тӗрлӗ сӑмахпа ырланӑ-мухтанӑ. «Сирӗн пеккине ӑҫтан тупӑпӑр? Сирӗн вырӑна кама лартӗҫ ӗнтӗ? Эсир пире сахал мар ырӑ тунӑ», — пурнӑҫри чи пысӑк ҫухатӑва тӳснӗн пуринчен ытла чанкӑлтатнӑ пуҫлӑхсене куҫ умӗнче йӑпӑлтатса куҫ хыҫӗнче кӑшлакан Мария Петровна (ятне, паллах, ылмаштартӑм).

Сӗтел хушшинчен тухсанах ҫак хӗрарӑм пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне ырлама пуҫланӑ. Хальччен ятпа кӑна чӗннӗскере ашшӗ ячӗпе калама тытӑннӑ. Ҫав хӗрарӑм йӑпӑлтатӑвне ӗненсен, пуҫлӑх пулмалли чи тивӗҫлӗ ҫын — директорӑн ҫумӗ, ӑна тилхепене тахҫанах тыттармалла пулнӑ. Ҫапла пек виҫӗ уйӑх «юрланӑ» Мария Петровна. Анчах кӑштахран ҫемҫе пукана пачах урӑххине шаннӑ: организацие ертсе пыма министерствӑра пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ арҫынна янӑ.

Хайхи хӗрарӑм тӳрех ҫав этеме вилесле йӑпӑлтатма пуҫланӑ. «Директор патӗнче вӗҫӗм ларатчӗ. Унтан тухатчӗ те пуҫлӑха тем тӗрлӗ хурлатчӗ», — тарӑхса каласа кӑтартрӗ пӗлӗшӗм. Унччен ашшӗ ячӗпе виҫӗ уйӑх чӗнсе пурӑннӑ директорӑн пӗрремӗш ҫумне Мария Петровна каллех ятран кӑна чӗнме пуҫланӑ.

Вӗренӗн вӗҫӗ пурах ҫав. Пӗр кунхине путишле япала сиксе тухнӑ. Мария Петровна директора яланхиллех «ҫисе ларнӑ» вӑхӑтра пуҫлӑх кӑритурпа пынӑ. Лайӑх хупман алӑкран пӳлӗмри калаҫу аван илтӗннӗ. Кӑштахранах хӗрарӑма вӑл хӑй патне чӗннӗ. Иккӗш мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлмест те пӗлӗшӗм, анчах Мария Петровна эрнекун юлашки кун ӗҫлени — факт.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj