Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
 
 Sistemo
 
 Menuo
 
 Gallery
 
 Reklamafiŝoj
 
 Reklamo
 
 Малалла утар!

Малалла утар!

Тăвалла пулсан та маллалла! — тенĕ пĕр сăвăра. Çавна асра тытса пирĕн те малалла утмалла! Çулĕ темле йывăр пулсан та утма çăмăл мар пулсан та — малаллах утар!

 Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ

 2010-09-02 12:27:25 :: 112 Пурĕ пăхнă
Канашлу пуçелĕкне «Королева» (http://mavra.boshetunmay.com/) хатĕрленĕччĕ. Хăй таçта çухалчĕ ĕнтĕ, анчах та питĕ пултаруллă хĕрача. Пурнăç йывăççинчи «туратсене» мĕн чухлĕ курман пулĕ, анчах та вăл хĕрача вĕсене хирĕçле вырнаçтарса питĕ ăнăçллă та интереслĕ элемент туса хучĕ. Мана вăл килĕшрĕ — ăна канашлу пуçелĕкне вырнаçтартăм.
Паян ак çак ӳкерчĕке куртăм:

«Отзывы о Чувашии» баннер валли усă курнă... — http://gov.
Далее...

 Пуçелĕк версийĕсем

 2010-08-31 00:11:30 :: 104 Пурĕ пăхнă
Сайтăн пуçелĕкне менлерех тăвас-ши тесе пуçа самай ватрăм. Пĕр тĕрле ӳкертĕм — килĕшмест, тепĕр тĕрлĕ — илемлĕ мар. Паян вара тăватă сехет ларнă хыççăн таки хама килĕшекен вараинт турăм-турăмах. «Супер!» теейместĕп, анчах та малтанхинчен лайăхрах пек.

Тĕрлĕ версисем:

Посмотреть на Яндекс.Фотках

Посмотреть на Яндекс.
Далее...

 Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...

 2010-08-29 13:09:27 :: 121 Пурĕ пăхнă

— Ну, хăш выранта вара сирĕн çуртçум лаптăкне тасатмасăр хăварнă?
— Аха!..
— Ăçта-ăçта?!! Виçĕ этаж аяларах!!! («хут» сăмаха усă курма меллĕ мар пулчĕ)

Темле Украинăри хаçат валли ӳкернĕ.

Кулăшла ӳкерчĕк авторĕсем:
Идея и контур - Александр Бронзов
Покраска и дизайн - Игорь Жеведь

Muziko: Delain. Day For Ghost

 Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...

 2010-08-13 11:16:20 :: 266 Пурĕ пăхнă

 Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать

 2010-08-04 22:23:39 :: 336 Пурĕ пăхнă

Шăрăх, сасă колонкисенчен Delain ушкăн (симфониллĕ металл стилĕпе юрлаççĕ) хăйĕн юррисене шăрантарать. Эпĕ вара хĕрсе кайсах ĕçлетĕп.
Çапла вара паян пĕр ĕç туса пĕтертĕм темелле :) Юхма Мишшин «Атăл шывĕ юха тăрать» историллĕ романне кĕртсе пĕтертĕм. Историллĕ роман темен пулăттăм — тем тесен те çак стильпе çырнă хайлавсене роман-халап шайне кĕртсен тĕрĕсрех пулĕ. Историллĕ пулăмсене тĕпе хурса çырнă роман-халап! Во! Вырăс литературинче кунашкал хайлавсене «фэнтези» тенĕ пулĕччĕç. Шел те, чăваш литературинче ку стиль тымар ямарĕ темшĕн.
Далее...

Muziko: Delain. Frozen

 Намăс та мар-ши?

 2010-08-03 10:44:14 :: 529 Пурĕ пăхнă

Малти Пукашсем хăйсен ял уявне çак ӳкерчĕкпе ирттернĕ. Пĕлместĕп :( Нивушлĕ вара ЧĂВАШ ЯЛ УЯВНЕ вырăс ятпа ирттернишĕн намăс çук? Çавăн пекех пулмалла теççĕ-ши?
Пăхатăн та çак ӳкерчĕк çине — ялта вырăссем пурăнаççĕ тесе шутлатăн. Эп вăл ялта сăнӳкерчĕксем ӳкернĕ май пулса, ялĕнче чăвашсемех пурăнаççĕ. Ялĕ те хитре вырăнта вырнаçнă... Ял уявĕ вара вĕсемшĕн темшĕн чăвашпа çыхăнман пулса тухать :(
Çакнашкал ӳкерчĕксене курсан чун ыратать! Шӳрпине те çинĕ пулĕ-ха, чăвашла юрăсем те юрланă пулĕ-ха.
Далее...

 Денис Гордеев. Каçма (повесть)

 2010-07-26 22:21:51 :: 292 Пурĕ пăхнă
Денис Гордеев. Çич çунатлă куракДенис Гордеевăн «Каçма» повеçне чунçӳреве тухас умĕн электронлама пуçларăм. Чунçӳрев вăрăм терĕм, вăхăта ирттермелле тенĕ пек мĕнле те пулин хайлав электронлатма шутларăм. Валентина Элпин тепĕр повеçне малтан çула илесшĕнччĕ, кайран вара шухăша улăштартăм — Денис Гордеевăн хайлавне илес терĕм. Çула тухас кун умĕн кĕнекене ӳкертĕм (кĕнекери пĕрремĕш повеçне маларах кĕртсеччĕ — вăл ман кăмăла кайнăччĕ), пĕр пайне (пысăкраххине) сканерларăм, хамăн тетелбука кĕртрĕм.
Далее...

 «Акатуй-2007»

 2010-07-21 13:27:14 :: 209 Пурĕ пăхнă

Тата тепĕр паллă сервисри видеона вырнаçтарса пăхас...

 «Çавал» / Кĕçер вăйлă çумăр çунă

 2010-07-21 13:24:02 :: 165 Пурĕ пăхнă

www.youtube.com сервисри видеосен вырнаçтарăвне тĕрĕслесе пăхап.

 «Шуçăм»

 2010-07-21 13:19:25 :: 160 Пурĕ пăхнă

Видео вырнаçтарăвăн тĕрĕслевĕ.

 Йĕплĕ пралук хыçĕнчи мăнастир

 2010-07-16 14:07:55 :: 120 Пурĕ пăхнă
Эп ĕçленĕ çуртпа юнашар хĕрарăмсен мăнастирĕ вырнаçнă. Вăл кунта тахçанах ларнă — совет тапхăрĕнче унăн çурчĕсене «Квазар» предприятине (пирĕн организаци çак предприятин пӳлĕмĕсене тара илет) панă. Пурне те мар, хăш-пĕрисене.
Халĕ хăш-пĕр çурчĕсене мăнастире каялла тавăрма пуçларĕç. Таварччăр ĕнтĕ, унта ман ĕç çук. Вăт çав тавăрнă çуртсене халĕ вĕсем пысăк картапа, тимĕр бетонран тунăскерпе, карса илчĕç. Таварнă çурчĕсенче нимĕн те туманни — юрĕ, хуçи хăйĕнне лайăхрах пĕлет. Тен шăтнă тăррине те юсĕç...
Малтан хайхи çак пысăк картапа карса тухрĕç.
Далее...

 Суслонова, Тихонов е Игнатьев?

 2010-07-13 20:33:05 :: 316 Пурĕ пăхнă
Паян «ПР» президент вырăнне йышăнма пултаракансен списокне пĕлтерчĕ. Кама лартассине тахçанах палартнă ĕнтĕ — пуçлăхсем (Медведьева, Путина, Фёдорова) те пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çапах та, сирĕн шутпа хăшне лартĕç? Эсир хăвăр (суйласси сирĕнтен килнĕ пулсан) хăшне лартнă пулăттăр?

 Тутарсем тутарсене хирĕç çапăçнă!

 2010-07-12 12:43:23 :: 246 Пурĕ пăхнă

Пӳлерти Валем Хуçа киреметĕнчен кăшт çӳлерех хулаш пур. Унта çакнашкал çырса хунă: «По татарским преданиям, на этом месте стояла небольшая крепость, возведенная 40 девушками, сражавшимися против врагов. В центре этой крепости археологи выявили следы дозорной башни»

Пĕтĕмпех хăйсене майлă çавăраççĕ. Тутарĕсем «тăшмансене» хирĕç çапăçнă иккен. Тăшманĕсем кам вара? Хăй тутарĕсем.
Далее...

 Ĕмĕт... ĕмĕт... ĕмĕт... Пурнăçлайман ĕмĕт...

 2010-07-12 12:24:39 :: 158 Пурĕ пăхнă
Çын яланах ĕмĕтленет. Ĕмĕтсĕр çын телейсĕр пулĕ. Чун та çук пулĕ ун. Эп те ĕмĕтленетĕп. Шел те ĕмĕтĕм пурнăçланаяс çук.
Эп малашлăха пĕлме пултаратăп. Инçетри вăхăта туйма пултарап темелле-и? Хăшĕ-пĕри «эп малашлăха пĕлнĕ пулсан епле чаплă пулĕччĕ!» тесе çӳрет. Ӳкес вырăна улăм кайса сарăттăм тет-и... Шел те, малашлăха пĕлни пĕрре те çăмăллăх кӳмест. Йывăрлатать çеç. Ӳкессине пĕлетĕн, анчах та улăмне ниепле те кайса сараймăн çав. Шап! çеç хытă çĕре персе анан...
Ман ĕмĕт пур. Вăл ĕмĕт вара пурнăçланаяс çуккине пĕлни чуна (чун ĕмĕтленет-çке!) самай вăйлă пусăнтарать.
Далее...

 Чунçӳрев-2010

 2010-07-12 11:15:29 :: 169 Пурĕ пăхнă
Çапла, эп çак «Чунçӳрев» ятлă çулçӳреве кăçал та çитсе курас терĕм. Килĕшрĕ мана пĕлтĕр. Питĕ килĕшрĕ. Отпуск шутĕнчен пĕр эрне хăварсах çула тухрăм. «Хавал» лагере темшĕн-çке çак вăхăтрах йĕркеленĕ — унта та çитсе курас кăмăл пурччĕ те каимарăм.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи чунçӳревре самай уйрăмлăхсем пур. Ман пĕлĕш филолог ку термин, «чунçӳрев» ĕнтĕ, ăнăçлă мар тесе шутлать — чун çывăрнă чухне çӳрет тет, çапах та ман шутпа термина йышăнмаллах — тем тесен те ку çулçӳревре чун канать, тата мĕн чухлĕ хăват илсе таврăнатăн! Сăртсем, тусем те çавăрса пăрахма хатĕр!
Далее...

Humoro: хаваслă

 Эп ӳкернĕ лаша 4139-мĕш вырăн йышăнчĕ

 2010-07-09 20:19:58 :: 121 Пурĕ пăхнă
Яндекс-сăнӳкерчĕк ресурсра яланах тĕрлĕ сăнсен ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Тин кăна «Ялти пурнăç» ятли иртрĕ. Эпĕ та хамăн икĕ сăнӳкерчĕке тăратрăм:
Когда трактор отдыхает
«Когда трактор отдыхает» на Яндекс.Фотках
9 435 сăнӳкерчĕк хушшинче манăн 4139-мĕш вырăн йышăнчĕ — 880 балл пухрĕ.
Далее...

 Словарь ĕçне çухатрăм :(

 2010-06-26 22:20:52 :: 231 Пурĕ пăхнă
Астăвасса эп фразеологи словарьне тусаччĕ. Туса пĕтерменччĕ, çурри патнелле тунăччĕ. Паян хайхи малалла тума тытăнас тесе шырама пуçларăм та — тупаймарăм. Тахăш каталога персе чикнĕ :( Те çĕнĕрен тума тивет ĕнтĕ :(
Ача-пăча словарьне те нумай тунă пек астăватăп. Вăл та пулин тупăнмарĕ :(

Икĕ хут питĕ тăвас килмест-çке...

 Ирхине / юрă

 2010-06-25 10:58:24 :: 232 Пурĕ пăхнă
В. Сергеевăн «Ах, анне, йăмăка ан ятла» юрри мана питĕ килĕшет. Кĕвви те вырăнлă, юрăçи те чунпа юрлать. Пурте çыпăçуллă темелле.
Паян вара, электронлă вулавăша тултарнă май, юрă сăмаххисен авторĕ кам пулнине пĕлтĕм — Николай Карай.

Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун çути тӳпене.
Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран
Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.
Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —
Йăмăк халь те килмен вăйăран.
 
Уç, анне, кантăка ик енне,
Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.
Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран
Йăмăк килчĕ киле — суя мар.

Далее...

 Айван çав...

 2010-06-12 17:01:34 :: 321 Пурĕ пăхнă
Lenta.ru паян «Остаться в живых» ятлă статья пичетлерĕ. Кĕске ăнлантарăвĕ — «Английский путешественник заблудился в России».
Усăмахне сиктерсе хăварăпăр та статья пуçламăшне вулар:
Англичанин с простым русским именем Айван (Ivan) катается по миру уже несколько лет. По признанию самого путешественника, за последние годы он объездил на велосипеде 28 разных стран...

http://lenta.ru/articles/2010/06/12/inrussia/
Ятĕнченех паллă — айван. :) Çул тупайман. Вырăсла куçарсан «Дурак» тееймĕн-ха, «Простак» ĕнтĕ :).

 Яманакра тепре пултăм

 2010-06-05 10:46:19 :: 224 Пурĕ пăхнă
Ку ялта ĕнер иккĕмĕш хут пултăм ĕнтĕ. Чи малтанхи хут — виçĕ çул каялла (тăваттă та теме пулать) — 2006 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче. Вăл вăхăтранпа пулса иртнĕ улшăнусене сăнама та интереслĕ пулчĕ. Ялăн Йăлăм ятлă пайĕнче икĕ сарай ларатчĕ — халĕ вара пĕрре кăна. Эддисон Патмар (ун патне хăнана кайрăм ĕнтĕ) килĕ патĕнчи пĕвере малтан шыв та, хурсем те пурччĕ пулсан — халĕ шывĕ çуккипе пĕрех. Чиркӳ пурччĕ — хута яманччĕ. Халĕ те ларать — йĕри-тавра самай хăт кĕртнĕ пулин те çăк виçĕ çул хушшинче хута яман. Шкулне ун чухне тин кăна хупнăччĕ те малтанхи хут килнĕ чухне чиперех ларатчĕ.
Далее...
Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 25
 
 Serĉo
 
 
 En la forumo
Ašşă Неправильный символ в словаре (28)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (32)
Чаплă Потомки булгар - чуваши или татары? (162)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3765)
Чаплă Чăвашла вěренетпěр (155)
Hĕvelpi "Чăваш палли" (173)
Hĕvelpi Китай (7)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
 
 En Taglibroj
Намăс та мар-ши?
Чи юлашкинчен
Паянхи кун
Чăваш такмакĕсем хушăр
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Михаил Игнатьев вступил в должность Президента Чувашии
Петĕр Çăлкуç
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"